Поиск
Шырав ĕçĕ:
15. Манпа калаҫаканӗн хулана виҫме, унӑн хапхисене, унӑн хӳмисене виҫме ылтӑн туя пурччӗ.15. Говоривший со мною имел золотую трость для измерения города и ворот его и стены его.
Ӳлӗм 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Тин кӑна этемле мар мӑнаҫланса, хӑйне тинӗс хумӗсене итлеттерекенӗ вырӑнне хунӑскерӗ, чи ҫӳллӗ тусене виҫепе виҫме шухӑшланӑскерӗ, ҫӗр ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ, пурне те Туррӑн куҫкӗрет вӑйне кӑтартса ӑна ҫӗклевӗҫпе йӑтса пынӑ, 9. ӗнтӗ усал ҫыннӑн ӳт-пӗвӗнчен темӗн чухлӗ хурт йӑшӑлтатса тухнӑ, чирӗпе асапне пула чӗрӗ чухнех ӳчӗ таткаланса татӑла-татӑла ӳкнӗ; унран тӳсмелле мар ҫӗрӗк усал шӑршӑ пӗтӗм ҫарӗпе сарӑлнӑ.
2 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эпӗ: ӑҫта каятӑн эсӗ? терӗм, вӑл мана каларӗ: Иерусалима виҫме, унӑн анлӑшӗпе унӑн тӑршшӗ мӗнлине курма, терӗ.
Зах 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Турӑ Ҫурчӗн ӑшчиккине виҫсе пӗтерсен, вӑл мана тухӑҫ енне тухакан хапха витӗр илсе тухрӗ те Турӑ Ҫуртне йӗри-тавра виҫме пуҫларӗ.
Иез 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Аслӑ вӑл, вӗҫӗ-хӗрри те ҫук, ҫӳллӗ, виҫме те ҫук ӑна.
Вар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эхер те ҫӳл тӳпене виҫме пулсассӑн, тӗпсӗр ҫӗр никӗсне шыраса тупма май пулсассӑн, Эпӗ Израилӗн мӗнпур йӑхне вӗсем мӗн-мӗн тунишӗн пӑрахӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Унӑн аслӑ хӑватне кам виҫме пултарайӗ?
Сир 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Пирӗн Ҫӳлхуҫа аслӑ, [Унӑн] вӑйӗ аслӑ, Унӑн ӑсне виҫме те ҫук.5. Велик Господь наш и велика крепость [Его], и разум Его неизмерим.
Пс 146 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. «Ҫапла хушатӑп: манӑн патшалӑхӑмра пурӑнакан Израиль халӑхӗн ҫыннисем, священниксемпе левитсем кам та кам Иерусалима кайма шухӑшлать, ҫавсем санпа пӗрле кайччӑр. 14. Сана патшапа унӑн ҫичӗ канашҫи Иудӑпа Иерусалима яраҫҫӗ: санӑн хӑвӑн Туррун саккунӗ пур, унти лару-тӑрӑва ҫак саккун тӑрӑх пӑхса тух. 15. Унсӑр пуҫне санӑн унта ылтӑнпа кӗмӗл — патшапа унӑн канашҫисем Иерусалимра пурӑнакан Израиль Турри валли панӑ ылтӑн-кӗмӗле — илсе ҫитермелле; 16. тата эсӗ пӗтӗм Вавилон ҫӗрӗ тӑрӑх кайса ылтӑн-кӗмӗл пуҫтарӑн та ӑна та, тата халӑхпа священниксем Иерусалимри хӑйсен Туррин Ҫурчӗ валли ырӑ кӑмӑлтан панӑ парнисене те хӑвӑнпа пӗрле илсе кайӑн; 17. ҫав укҫапа хӑвӑртрах вӑкӑрсем, сурӑхсем, путексем тата унсӑр пуҫне тырӑ-пулӑ парнисем туян, вӗсем ҫине сирпӗтме иҫӗм эрехӗ туян, ҫакна пӗтӗмпе хӑвӑр Туррӑрӑн Иерусалимри Ҫурчӗн парне вырӑнӗ ҫинче парне кӳр. 18. Ытти мӗн юлнӑ ылтӑн-кӗмӗлпе ху тата хӑвӑн тӑванусем мӗн тума шухӑшлатӑр, хӑвӑр Туррӑр ирӗкӗпе ҫавна тӑвӑр. 19. Сана хӑвӑн Туррун Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑма панӑ савӑтсене Иерусалим Турри умне ларт. 20. Хӑвӑн Туррун Ҫурчӗ валли тата мӗн кирлине сана патша мулӗн управӑшӗнчен илсе парӗҫ. 21. Эпӗ, Артаксеркс патша, юханшыв леш енчи мул управҫисене ҫапла хушатӑп: Ездра священник, Ҫӳлти Турӑ саккунне вӗрентекен, сирӗнтен мӗн ыйтать, ҫавна пӗр тӑхтаса тӑмасӑр парӑр: 22. ҫӗр талант таран кӗмӗл, ҫӗр кор таран тулӑ, ҫӗр бат таран иҫӗм эрехӗ, ҫӗр бат таран ҫу парӑр, тӑварне вара виҫме те кирлӗ мар. 23. Ҫӳлти Турӑ мӗн хушнӑ, ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗшӗн ҫавна тимлӗн, тӑрӑшса тумалла; [асӑрханӑр, ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗ ҫине кам та пулин алӑ ан тӑстӑр,] ҫавна пула патшалӑх ҫине, патшапа унӑн ывӑлӗсем ҫине Унӑн ҫилли ан ӳктӗр. 24. Эпир сире пӗлтерсе хуратпӑр: священниксенчен е левитсенчен, юрӑҫсенчен, хапха хуралҫисенчен, левитсене пулӑшакансенчен, ҫак Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракансенчен нихӑшӗнчен те хырҫӑ та, куланай та, нимӗнле тӳлев те илмелле мар. 25. Эсӗ вара, Ездра, Турру ӑслӑлӑхне чӗрӳне хывнӑскер, пуҫлӑхсемпе тӳресем лартса тух; вӗсем юханшыв леш енчи пӗтӗм халӑха — санӑн Туррун саккунӗсене пӗлекенскерсене — тӳррипе сут туччӑр, пӗлменнисене вара вӗрентӗр. 26. Кам та кам санӑн Туррун саккунне, патша саккунне пурӑнӑҫламасть, ҫавна ҫийӗнчех сут туса е вӗлермелле, е хӑваласа ямалла, е укҫа тӳлеттермелле, е тӗрмене хупмалла».
1 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унтан ирӗклӗ стиль ярӑнӑвӗпе вӑй виҫме 2004 ҫултан кӗҫӗнреххисем, 2002-2003, 2000-2001, 1998-1999 ҫулсенче ҫуралнисем старта тӑчӗҫ.
Улттăн пулнă вĕсем… // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 13-14№, 2016.02.26