Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

витмен (тĕпĕ: вит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ватӑ пӑлхарсен сӑмахне асне илчӗ вӑл: «Тайма пуҫа хӗҫ витмен!» — теҫҫӗ, вара, ҫак пархатарсӑр ҫынсемпе кӗрешесрен пӑрӑнса, вӑхӑтра алӑк уҫманшӑн каҫару ыйтасшӑн пулчӗ.

Он вспомнил болгарскую пословицу: «Повинную голову меч не сечет», — и, отказавшись от борьбы с немилостивыми, решил просить у них милости.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ак ҫак пӳлӗмре урайӑн ҫуррине нимпе те витмен, кунта ӑна алюминирен туни курӑнать.

Вот в этом зале половина пола открыта, тут и видно, что он из алюминия.

8 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ӗнесене ҫине витмен картана хупса вырнаҫтарнӑ хушӑра Демка Ушаковпа Разметнов пырса ҫитрӗҫ.

Пока на открытом базу размещали коров, пришел Размётнов с Демкой Ушаковым.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Икӗ пӳлӗмӗ те пушах, шалтан табак шӑрши кӗрет, кравачӗсене витмен те, япалисем кунта арҫынсем пурӑннӑ пек арӑш-пирӗш сапаланса выртаҫҫӗ, ҫапах икӗ пӳлӗмӗнче, хуҫисем алӑкне юри уҫса хӑварнӑ пек, темле тараватлӑх пур.

Обе комнаты были пустые, пропахшие табаком, с открытыми койками и по-мужски разбросанными вещами, и в обеих было что-то гостеприимное, точно хозяева нарочно оставили открытыми двери.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсем ваттисен сӑмахӗсенче те тӗл пулаҫҫӗ: «Тытман пуртӑ тутӑхать», «Вичкӗн пуртӑ та хӑйӗн аврине касаймасть», «Туптаман ҫава - ҫава мар», «Пурнӑҫ пуласси кӗреҫе авринчен килет, тенӗ», «Кил хушшинче кӗвенте хуҫӑкӗ те кирлӗ», «Кӗнчелепе тӗнче тытаймӑн», «Сухапуҫ тӑрантарать, тарӑху пӑхӑнтарать», «Витмен кусарпа ҫурт пурас ҫук», «Инҫе ҫула йӗп те йывӑр», «Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать» тата ытти те.

Помоги переводом

Ӗҫе мӗн ачаран вӗрен // Наталия МАТВЕЕВА. Тантӑш, 2015.11.26

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней