Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чунӗнчи сӗм тӗттӗмлӗхе пӑхмасӑр, — вӑл Давенантӑн сив чир хӗрӳлӗхне мар, ытларах вилӗме аса илтерет, — унпа юнашар хыпаланса утнӑ май Стомадор айваннӑн йӑпӑлтатнине тата унӑн ытти сӑмахне итлесе Консуэло кулмасӑр тӳсеймест; акӑ вӗсем тепӗр вун пилӗк минутран лавкка картишне йӑпшӑнса кӗчӗҫ.
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫакӑ — тӑватӑ страницӑна машинкӑпа ҫапнӑ текст, унта ӗҫ тӗшшине тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ, айӑпланакана ҫар судне парассине пӗлтернӗ, — ку вилӗме пӗлтерет.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Типӗ чӗрене — вилӗме те, вилӗмсӗрлӗхе те тӑшманла чӗрепе, тӗшмӗшле туйӑмсемпе тулнӑскер, килӗшӗн тунсӑхласа ҫитнӗ, ытлашши мӑнаҫлӑ хӑш-пӗр ҫыннӑн ӑнланмалла мар ӗҫӗсемшӗн вӗчӗрхеннӗ Ганэль йӗнерӗ ҫине улӑхса ларчӗ, малалла — паллӑ мар юхан шыв ҫыранӗ патнелле — ҫул тытрӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Этемӗн хевтесӗр кӳлепи вилӗме кӑтартать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Вилӗме хисепленипе — паллӑ мар ҫын пӗр минута яхӑн шухӑша путрӗ.Уважение к смерти вызвало в неизвестном минуту задумчивости.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
Суринэн асапланса ҫитнӗ ӳчӗ кӗҫех туйми пулать, арпашӑннӑ ӑнӗ халь-халь сӳнет, вилӗме парӑнса юлашки вӑйӗ ҫухалать.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Ҫапах та ӑна суйлама ыйтсан: вилӗм-и е Пьерсӑр пурнӑҫ-и — вӑл шухӑшласа тӑмасӑрах вилӗме мала хурӗччӗ.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Шхуна архипелагра силленсе тӑнӑ вӑхӑтра Пэд чӑн-чӑнах — чи телейсӗр ҫынсенчен пӗри; вӑл вара — тинӗсри ватӑ ҫаратуҫӑ, вӑл вилӗме миҫе хут курнине гранат вӑррисен шучӗпе танлаштарма кӑна юрать-тӗр.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
— Маттур, салтак, маттур, халь ӗнтӗ вилӗме ҫӗнтертӗн тесен те юрать.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вӑл ҫӳлелле пӑхрӗ те — тӳпен вӗри сенкерлӗхне курсан умне вилӗме кӑларса тӑратрӗ.Он посмотрел вверх и, увидев жаркую синеву неба, вспомнил о смерти.
III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Искусственнӑй майпа организма кирлӗ апат-эмел паракан сестра куншӑн шутсӑр хытӑ савӑнчӗ, хӑйне тӗлӗнмелле ырӑ ӗҫ тунӑ пек туйӑнчӗ, мӗншӗн тесен ҫын хальхинче йынӑшни вӑл вилӗме ҫӗнтернине пӗлтерет-ҫке.
Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.
Кунта вӑл ун пеккине пӗртте курман, Кутузовӑн ирӗк-кӑмӑлӗ каллех вырӑс полкӗсене пӗр ҫӗре пӗтӗҫтернӗ, «ҫаплах хӑюллӑ пулса вӗсем хӑйсен ӗречӗсене ҫӗнӗрен йӗркеленӗ, каллех ҫапӑҫӑва кӗнӗ, вилӗме хирӗҫ пынӑ…» тесе ҫырнӑ ҫав вӑхӑтра Наполеонпа юнашар тӑнӑ Сегюр.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Кутузов Багратионпа унӑн пӗтӗм отрядне вилӗме кӗртсе янӑ, анчах вӑл хӑйӗн пӗтӗм ҫарне ҫакӑнпа ҫеҫ ҫӑлма пултарнӑ.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Эпир вилӗме пӗрре кӑна мар курнӑ, пӗрре кӑна мар хамӑрӑн юлташсене пытарнӑ.
Марфа Ильинична // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Эпир пурте халӗ вилӗме хирӗҫ тӗлме тӗл тӑратпӑр, кам ҫав ӗҫре паттӑрӑн вилет, ӑна ӗмӗр мухтав та чап!»…
XXXVII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Кам та пулин халӗ: «Халех ҫапӑҫӑва кай, вилӗме хирӗҫ тух, каях, Ленька!», тесе калас пулсан, Ленька халех хӑйне хушнӑ ҫӗре нимӗн сӑмахсӑр тухса кайӗччӗ.
XVII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вилӗме ӑна этем те, ытти тӗрле чӗрчун та улталаймӗ.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Козаксем походра, вӑрҫӑра, йывӑр та асап ӗҫре ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ пулсан, вӗсем айӑплӑ пулнӑ пулӗччӗҫ, вилӗме те тивӗҫлӗ пулӗччӗҫ, анчах эпир ӗҫсӗр лартӑмӑр, хула ҫывӑхӗнче ахалех сулланса ҫӳрерӗмӗр.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Эпӗ сирӗнпе тӗл пулнӑранпа вилӗме куҫран пӑхма хӑнӑхса ҫитрӗм ӗнтӗ.С тех пор как я встретился с вами, я привык смотреть смерти в лицо.
XXVIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Тӗрӗссипе, манӑн вилӗме ҫеҫ хатӗрленме юлнӑ ӗнтӗ…
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.