Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вилем (тĕпĕ: виле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ выҫӑпа вилем те, анчах ҫиртен ним те илместӗп!

Да я лучше с голоду подохну, но ничего от вас не возьму!

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Мӗнрен хӑратӑн-ха эсӗ, айван? — хавхалантарчӗ ӑна Давыдов, ҫав хушӑрах хӑй ӑшӗнче: «Ӑна ҫинчех выртса вилем те, ҫавна пурпӗр тӑватӑпах! Ҫӗрле хунар ҫутса сухалам, пурпӗрех пӗр теҫеттин та чӗрӗк сухаласа пӑрахатӑп-пӑрахатӑпах, унсӑрӑн юрамасть. Пӗтӗм рабочи класа намӑс…» — тесе шухӑшласа илчӗ.

Чего ты боишься, чудак? — бодрил его Давыдов, а про себя думал: «Умру на пашне, а сделаю! Ночью при фонаре буду пахать, а вспашу десятину с четвертью, иначе нельзя. Позор всему рабочему классу…»

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав ҫӑва ӗҫсе хӑтланиччен, хӗвелҫаврӑнӑш тунисем хушшинче ларсах вилем пӗреххут!

Лучше помру в подсолнухах, а масла не приму!

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав ҫӑва ӗҫсе хӑтланиччен, хӗвелҫаврӑнӑш тунисем хушшинче ларсах вилем пӗреххут!

Лучше помру в подсолнухах, а масла не приму!

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах эпӗ сасса ҫӗклетмесӗрех калаҫрӑм: — Ан тив, эпӗ вилем ӗнтӗ, — анчах эсӗ мӗншӗн планшета илтӗн-ха?

Но я ещё говорил спокойно: — Но зачем же ты взял планшет?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Темшӗн ӑна пурте «эсӗ» теҫҫӗ, вӑл «питӗ лайӑх художник» та терӗҫ, «чӑн-чӑн совет ҫынни» те терӗҫ, «ӑнсӑртран килнӗ вилем ун кунҫулне хӗрхенӳсӗр татрӗ» тени те тата ытти ҫавӑн пек сӑмахсем пӗр-май илтӗнсе тӑчӗҫ.

Все обращались к ней почему-то на «ты» и говорили, что она была «прекрасным художником», «прекрасным советским человеком» и что «внезапная смерть бессмысленно оборвала» и так далее.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Гаер Кулий вилем батальонӗнче

Гаер Кулий в батальоне смерти

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн ӑна вилес умӗн тӗне кӗртес шухӑш та пурччӗ; ҫавӑн ҫинчен каларӑм та ӑна, вӑл ман ҫине иккӗленсе пӑхрӗ, нумайччен сӑмах хушаймарӗ: юлашкинчен вара ӗнтӗ мӗнле тӗнпе ҫуралнӑ, ҫав тӗнпех вилем, терӗ.

Мне пришло на мысль окрестить ее перед смертию; я ей это предложил; она посмотрела на меня в нерешимости и долго не могла слова вымолвить; наконец отвечала, что она умрет в той вере, в какой родилась.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

16. Перси патшинче Артаксеркс ларнӑ вӑхӑтра Вилем, Мифридат, Тавеллий, Рафим, Веелтефм, Самеллий ҫыруҫӑ тата вӗсемпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсем, Самарире тата ытти вырӑнта пурӑннӑскерсем, патша патне ҫакӑн пек ҫыру ҫырнӑ: 17. «Артаксеркс патшана, хуҫамӑра — санӑн чурусем: пулни-иртнине ҫырса пыракан Рафимпа Самеллий ҫыруҫӑ, вӗсен канашӗнчи ытти ҫынсем, Келе-Сирипе Финикийӑра тӑракан тӳресем. 18. Патша хуҫамӑр паянтан пӗлсе тӑтӑрччӗ: сирӗн патӑртан пирӗн пата тухса килнӗ иудейсем Иерусалима, ҫак ҫылӑхлӑ та ултавлӑ хулана, ҫитсессӗн унти урам тӑваткӑлӗсене тирпейлеме тытӑнчӗҫ, хӳмине хӑпартаҫҫӗ, Турӑ Ҫурчӗн никӗсне хываҫҫӗ. 19. Ҫапла ӗнтӗ, ҫак хулана туса лартсассӑн, унӑн хӳмине ҫӗнетсе тухсассӑн, вӗсем хырҫӑ тӳлеме те килӗшмӗҫ, ун пек ҫеҫ мар-ха, патшасене те хирӗҫ тӑрӗҫ. 20. Ӗнтӗ Турӑ Ҫуртне тума тытӑнчӗҫ те, эпир ҫакӑн ҫинчен шарламасӑр тӑрар мар терӗмӗр, 21. патша хуҫамӑра тата ҫакна та пӗлтересшӗн: эсӗ аҫусенӗн кӗнекисене пӑхса илме кӑмӑл тумӑн-ши?

16. Во время же царствования Артаксеркса, царя Персидского, Вилем и Мифридат, и Тавеллий и Рафим, и Веелтефм и Самеллий писец и другие, согласившиеся с ними, обитавшие в Самарии и других местах, писали ему следующее письмо: 17. Царю Артаксерксу, господину, рабы твои Рафим, описатель происшествий, и Самеллий писец, и прочие из совета их, и судьи, находящиеся в Келе-Сирии и Финикии. 18. Да будет ныне известно господину царю, что вышедшие от вас к нам Иудеи, придя в Иерусалим, в этот отступнический и коварный город, устрояют площади его, возобновляют стены и полагают основание храма. 19. Итак, если этот город будет отстроен и стены его окончены, то они не только не согласятся платить подати, но и восстанут против царей. 20. И как уже начато построение храма, то мы за благо признали не пренебрегать этим, 21. но известить господина царя, не благоугодно ли тебе посмотреть в книгах отцов твоих.

2 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней