Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫав кун Гремячий Лог хуторӗ ҫийӗн, ҫурхи шывсем ҫийӗн, ҫеҫенхир ҫийӗн, пӗтӗм сенкер тӗнче ҫийӗн кӑнтӑртан ҫурҫӗрелле, никам хускатман ҫӳлти ирӗклӗхре хура ҫунатлӑ кайӑк-кӑвакалсемпе хуркайӑксем пӗр кӑшкӑрмасӑр, сасӑ-чӗвӗ кӑлармасӑр, васкавлӑн вӗҫе-вӗҫе иртетчӗҫ.
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Секретарь, портфель питӗркӗчне пӳрнисемпе шӑкӑртаттарса илчӗ те, Давыдов тӑнине курса, васкавлӑн ҫапла каларӗ:Секретарь побарабанил по замку портфеля пальцами и, видя, что Давыдов встает, с живостью сказал:
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Паян ҫӗрле сан патна пыратӑп эпӗ, — тет вӑл васкавлӑн.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Вӗсем — уйрӑм пайсемпе татӑксем, фабрикӑсенче, конторӑсенче, магазинсенче хӑйсене хӑйсем лӑпкӑн та ҫынсем пекех туяҫҫӗ, унта вӗсем хӑйсем пек пайсемпе пӗрлешсе, пӗр-пӗтӗм те йӗркеллӗ организм пулса тӑраҫҫӗ; ҫав организм хӑйӗн чӗрӗ нервисен сӗткенӗнчен васкавлӑн хаклӑ йышши кирлӗ япаласем тӑвать, анчах та хӑйне валли мар.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Ҫак тӑвӑр ҫаврашка площаде тӑватӑ енчен трамвай ҫулӗ пырса тухать; ҫынсемпе лӑк тулнӑ вагонсем, пӑрӑнчӑксенче чуна тивмелле сасӑпа ҫухӑрашса, минутсерен тенӗ пекех, рельсӑсем тӑрӑх шӑвӑнаҫҫӗ, Хурҫӑ ҫулпа иртсе пынӑ чух вӗсем, тем пулнӑ пек, васкавлӑн чӗтрекен тимӗр сассине йӗри-тавра салатса янӑратаҫҫӗ, вӗсем ҫийӗнче тата ураписем айӗнче электричество ҫӳҫене-ҫӳҫене ҫухӑрашса илет.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Ҫил вӑйлӑланнӑҫем вӑйлӑланать, хумсем ҫӳлӗрен ҫӳле ҫӗкленеҫҫӗ, ҫивӗчленеҫҫӗ, шуралаҫҫӗ, тинӗс ҫинче вӗҫен кайӑксем курӑнчӗҫ, вӗсем таҫта васканӑҫем васкавлӑн сывлӑшра ишеҫҫӗ, виҫӗ хутламлӑ парӑс карнӑ икӗ карап ӗнтӗ ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ ҫӗрти кӑвак тавралӑха кӗрсе ҫухалчӗ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Вӑл васкавлӑн сиксе тӑчӗ те, свай ҫапакансем, ӗҫе пуҫӑнма тесе, вӗрентен ярса тытнӑ самантра кайрӗ.Он быстро встал и пошел как раз в то время, когда сваебойцы брались за веревку, начиная работу.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Эпӗ унӑн пӗр вӑхӑтрах васкавлӑн персе янӑ ыйтӑвӗсене хирӗҫ нимӗн те каламастӑп, унӑн тӗл пулнӑшӑн савӑнса кӑмӑллӑн ҫиҫсе тӑракан ырӑ пит-куҫне пӑхса йӑл кулса ҫеҫ тӑратӑп.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Хӑюллӑн ҫӳре! — васкавлӑн ӑнлантарса парать ӑна Коновалов, хӑй ҫаплах алӑк патӗнче, аллисене сарса ямасӑр, хӗре мӑйӗнчен, пилӗкӗнчен ыталаса тӑрать.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вӑл лар ҫинчен сиксе анчӗ, ҫӳлӗскер, хӗрсе кайнӑскер, ман умма пырса тӑчӗ, аллине ман хулпуҫҫи ҫине хучӗ те, хыттӑн, васкавлӑн калаҫма тытӑнчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Челкаш ун ҫине мӑшкӑлла кулӑпа пӑхкаласа илчӗ, Гаврила ӗнтӗ каллех кӗсменсене ярса тытрӗ, темрен хӑранӑ пек аялалла пӑхса, кӗсменсемпе васкавлӑн та хыттӑн ишме пуҫларӗ.
III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Арман хуҫи васкавлӑн аллине кӗсьине чикрӗ те унтан пысӑк сӑран кошелёк туртса кӑларчӗ.Мельник торопливо полез в карман и достал оттуда большой кожаный кошелек…
Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.
— Ну, сывӑ пул! — терӗ вӑл, хӑйӗн ывалӗ васкавлӑн сӑхман тӑхӑнма пуҫласан.— Ну, прощай! — сказала она, когда сын ее стал быстро натягивать на себя кафтан.
Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.
Вӑтам пурӑннӑ улпутӑн пӑрахӑҫа тухнӑ усадьби тавра васкавлӑн тукаласа лартнӑ дачӑсем курӑнкаласа лараҫҫӗ.
Кулак йӑви // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 27–33 стр.
Алеша Семушкин кӑлт ҫеҫ ҫаврӑнса пӑхрӗ, сӑмси ҫинчи тарне хӑвӑрт шӑлса илчӗ те, ҫавине васкавлӑн сулма тытӑнчӗ, ҫитсе пыракан Санькӑран хӑтӑласшӑн пулчӗ вӑл.
20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл чӑмӑрӗпе васкавлӑн куҫӗсене шӑлса илчӗ.
10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Санька, ваткӑллӑ пиншакне уртса ярса, хӗл каҫа тӑхӑнса ҫӳренӗ пилоткине васкавлӑн пуҫӗ ҫине лартса (ҫавна пула унӑн тӑм илнӗ хӑлхисем халӗ те куштӑркаса тӑраҫҫӗ), шкул кӗтессинелле вӗҫтерчӗ.
1-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Обломов кил хуҫисем пӗр кӗтессе лӑпчӑнса апатланнӑ пӳлӗме ӑнсӑртран кӗрсе кайсан та, кил хуҫи арӑмӗн пиччӗшӗ тута хӗррисене пӳрнисемпе васкавлӑн шӑлчӗ те хӑйӗн пӳлӗмне кӗрсе ҫухалчӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Атя, хӑвӑртрах каяр, — терӗ Ольга, васкавлӑн пӑшӑлтатса.— Да, пойдем скорее, — сказала и она шепотом, скороговоркой.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ ун аллисене маларах та хӑшпӗр чухне чуптукаланӑ-ха, анчах вӑл вӗсене манран яланах вӑтанчӑк шиклӗхпе васкавлӑн турта-турта илетчӗ.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.