Поиск
Шырав ĕçĕ:
21. Ҫынсем тахҫантанпах нимӗн те ҫименччӗ, вара Павел вӗсен варрине тӑчӗ те ҫапла каларӗ: эй ырӑ ҫыннӑмсем! сирӗн мана итлемеллеччӗ, Крит патӗнчен каймалла марччӗ, вара ҫак асапа та, ҫак сиене те курмастӑмӑр.
Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Вӗсем ҫакӑн ҫинчен калаҫнӑ чухне Иисус Хӑй вӗсем варрине тӑнӑ та: канӑҫлӑх пултӑр сире! тенӗ.36. Когда они говорили о сем, Сам Иисус стал посреди них и сказал им: мир вам.
Лк 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
55. Картиш варрине вут чӗртсе пӗрле пуҫтарӑнса ларсан, вӗсен хушшине Петр та пырса ларнӑ.55. Когда они развели огонь среди двора и сели вместе, сел и Петр между ними.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӑл, вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе, хӑрнӑ алӑллӑ ҫынна каланӑ: тӑр та варрине тухса тӑр, тенӗ; лешӗ тӑнӑ та варрине тухса тӑнӑ.
Лк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Акӑ пӗрисем ҫавӑнта шалкӑм ҫапнӑ пӗр ҫынна вырӑнӗпех ҫӗклесе пынӑ; ӑна пӳрте йӑтса кӗрсе Иисус умне хурасшӑн пулнӑ; 19. анчах та халӑх нумай пулнӑран ӑна илсе кӗме май тупаймасӑр ҫурт тӑррине улӑхса виттине сирнӗ те ӑна выртан вырӑнӗпех пӳлӗм варрине Иисус умне антарнӑ.
Лк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Вара Вӑл пӗр ачана илсе ӑна вӗсен варрине тӑратнӑ та ӑна ыталаса тытса каланӑ вӗсене: 37. кам ҫакнашкал ачасенчен пӗрне Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, вӑл Мана хапӑл тӑвать; Мана хапӑл тӑваканни Мана мар, Мана Яракана хапӑл тӑвать, тенӗ.
Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл хӑрнӑ алӑллӑ ҫынна: варрине тухса тӑр, тет.3. Он же говорит человеку, имевшему иссохшую руку: стань на средину.
Мк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иисус пӗр ачана чӗнсе илнӗ те ӑна вӗсен варрине тӑратса каланӑ: 3. чӑн калатӑп сире: улшӑнмасан, ача пек пулмасан эсир Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗр; 4. ҫавӑнпа та кам хӑйне хӑй ҫак ача пек кӗҫӗне хурать, ҫавӑ Ҫӳлти Патшалӑхра асли пулӗ.
Мф 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Кимӗ ӗнтӗ тинӗс варрине ҫитнӗ пулнӑ, хирӗҫле ҫил вӗрнӗрен ӑна хумсем силленӗ.24. А лодка была уже на средине моря, и ее било волнами, потому что ветер был противный.
Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
62. Вӑл этеме пултарнӑ та ун ӳчӗн варрине чӗре хурса панӑ, этем ӑшне чун-чӗм, пурӑнӑҫ, ӑстӑн 63. тата Пурне те Пултаракан Туррӑн — пурне те пултарнӑ, ҫӗрӗн курӑнман вырӑнӗсенче пытарӑнса тӑраканнине куракан Туррӑн — сывлӑшне хывнӑ.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Унта тӑракансем васкасах сирӗлнӗ те пушӑ вырӑн тӑрса юлнӑ, вӑл вара шӑп варрине хырӑмӗ ҫине ӳкнӗ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Хула халӑхӗ вара ҫӗр ҫирӗм пин ҫынна яхӑн хула варрине пухӑннӑ та патшана вӗлерме канашланӑ.45. Граждане же, собравшись на средину города до ста двадцати тысяч человек, хотели убить царя.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
63. Унтан патша ӑна хӑйпе юнашар лартнӑ та хӑйӗн улпучӗсене каланӑ: унпа пӗрле хула варрине тухӑр та пӗтӗм халӑх илтмелле пӗлтерӗр: ун ҫинчен никам та нимӗнле ӗҫре те элек сарса ҫӳреме ан хӑйтӑр, ӑна никам та нимӗнле ӗҫпе те ан кансӗрлетӗр, тенӗ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Ҫавӑн чухне Елеазар — Саваран ывӑлӗ — пӗр сӑланне патшанӑн тимӗр хӳтлӗхӗпе витнине, вӑл ыттисенчен патвартарах пулнине асӑрханӑ, ҫавӑнпа ҫав сӑлан ҫинче патша хӑй ларса пынӑн туйӑннӑ; 44. Елеазар вара Израиль халӑхне ҫӑлса хӑйӗн ятне ӗмӗрлӗхе хӑварас шухӑшпа хӑй пурӑнӑҫне те хӗрхенсе тӑман: 45. ҫар варрине ҫав сӑлан патне пӗр хӑрамасӑр ыткӑннӑ, тӑшмансене хӗҫӗпе сылтӑмалла та, сулахаялла та каса-каса пынӑ, лешӗсем ӗнтӗ икӗ еннелле сирӗлсе анчах юлнӑ; 46. вӑл ҫак сӑлан патне чупса ҫитнӗ те, унӑн айне выртса, ӑна вӗлернӗ, сӑланӗ Елеазара ая туса ҫӗр ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ, Елеазар ӗнтӗ ҫавӑнта вилнӗ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ангел ҫапла каларӗ: ку хӗрарӑм — чӑн усаллӑх, терӗ; унтан ӑна ефа варрине ывӑтрӗ, ефа шӑтӑкне хупламашкӑн тӑхлан катӑкӗ ывӑтрӗ.
Зах 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫакна илтрӗм те, ӑшӑм-чиккӗм ҫӳҫенсе кайрӗ; ҫав хыпар ҫитсенех, тутам чӗтреме пуҫларӗ, шӑмӑ варрине ҫитичченех ыраттарса ячӗ, ура айӗнчи ҫӗр кисренчӗ; анчах хӗн-асап ҫитнӗ кунхине, халӑхӑм ҫине вӑрӑ-хурах килсе тапӑнсан, манӑн лӑпкӑ пулмалла.
Авв 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Вара Даниил вӗсем варрине тӑрса каланӑ: Израиль ывӑлӗсем, эсир ҫав таранах ӑссӑр-и? тӗпчемесӗр, чӑннине пӗлмесӗр Израиль хӗрне айӑпларӑр-и?
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Икӗ пуҫлӑх вара, халӑх варрине тухса тӑрса, аллисене Сусанна пуҫӗ ҫине хунӑ.34. А оба старейшины, встав посреди народа, положили руки на голову ее.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ман ҫинче Ҫӳлхуҫа алли пулчӗ, Ҫӳлхуҫа мана Сывлӑшӗпе илсе тухса хир варрине тӑратрӗ, унта хир тулли шӑмӑччӗ, 2. мана шӑмӑсем тавра вӗсен ҫумӗнченех кӑтартса ҫаврӑнчӗ, акӑ хирте шутсӑр нумай шӑмӑ, хӑйсем пурте ҫав тери типсе хӑрса кайнӑ.
Иез 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Пуянлӑху, тавару, пӗтӗм пурлӑх пӳлмисем, карап ҫӳретекенсем, карап хӳрине тытса пыракансем, шӑтнӑ тӗле юсакансем, санӑн суту-илӗвне йӗркелесе тӑракансем, сан патӑнти пӗтӗм ҫар ҫынни, санӑн пӗтӗм йышлӑ халӑху эсӗ пӗтнӗ кун пурте, пурте тинӗс варрине ӳкӗҫ.
Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.