Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

бат (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна пулӑшма хатӗр Томпа Бат та, кӑкарӑннӑскерсем, юнашар пулчӗҫ.

Том и Бат, также привязанные, стояли рядом, готовые прийти ему на помощь.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Дик Сэнд, Остин, Актеон, Бат рейсем ҫине хӑпарчӗҫ, Том штурвал умне тӑчӗ, Геркулес палуба ҫине юлчӗ: кирлӗ пулсан, пушатнӑ шкотсене туртма.

Дик Сэнд, Остин, Актеон и Бат поднялись на реи, Том встал у штурвала, а Геркулес остался на палубе, чтобы травить шкоты, когда это понадобится.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫамрӑк капитан каннӑ чухне штурвал умӗнче Том е ун ывӑлӗ Бат тӑчӗ.

Когда молодой капитан отдыхал, у штурвала стояли Том или его сын Бат.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Ак ҫапла-и? — ыйтрӗ Бат.

— Вот так? — спросил Бат.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Эсир те, Бат, ҫавӑн пекех тӑвӑр!

И вы, Бат, делайте то же самое!..

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Хушӑр, хушӑр, — хатӗррӗн сӑмах хушрӗ Бат.

— Приказывайте, приказывайте! — воскликнул Бат.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Том, Бат, Остинпа Актеон Бенедикт пичче палуба ҫине тухсанах, унран тарса пытанакан пулчӗҫ.

Дело кончилось тем, что Том, Бат, Остин и Актеон стали убегать от кузена Бенедикта, как только он показывался на палубе.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Том, Остин, Бат, Актеон, Геркулес усӑллӑ пуласшӑн ҫунчӗҫ.

Том, Остин, Бат, Актеон и Геркулес очень хотели быть полезными.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Бат ятли — Том старикӗн ывӑлӗ.

Бат был сыном старика Тома.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Бат, Остап, Актеон, Геркулес тесе чӗнеҫҫӗ вӗсене.

Звали их: Бат, Остин, Актеон и Геркулес.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Зи загте мир зелбет унд бат швайген!

Зи загте мир зелбст унд бат швайген!

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫитерсе самӑртнӑ вунӑ вӑкӑр та кӗтӳрен ҫирӗм вӑкӑр, вӑтӑр кор тулӑ ҫӑнӑхӗ те утмӑл — ытти кӗрпе-ҫарма, ҫӗр бат тӗрлӗрен эрех, виҫҫӗр сурӑх, — самӑртнӑ чӑхха-чӗппе, пӑлансене, ту качакисемпе сайгаксене шута хумасан, — ҫаксем йӑлтах ятарласа уйӑрнӑ вуникӗ ҫын алли витӗр кайса пынӑ Соломонӑн хӑйӗн, ҫаплах тата ун дворӗн, свитипе гвардин сӗтелӗсем ҫине кунсеренех.

Десять волов откормленных и двадцать волов с пастбища, тридцать коров пшеничной муки и шестьдесят прочей, сто батов вина разного, триста овец, не считая птицы откормленной, оленей, серн и сайгаков, — все это через руки двенадцати приставников шло ежедневно к столу Соломона, а также к столу его двора, свиты и гвардии.

I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

13. Аслӑ пуҫлӑха сирӗн акӑ мӗнле хырҫӑ парса тӑмалла: пӗр хомер тулӑран ефан улттӑмӗш пайне, пӗр хомер урпаран ефан улттӑмӗш пайне парас пулать; 14. йывӑҫ ҫӑвӗ памалли йӗрке: пӗр кор чухлӗ йывӑҫ ҫӑвӗнчен батӑн вуннӑмӗш пайне памалла; вунӑ бат пӗр хомер пулать, мӗншӗн тесен пӗр хомерта вунӑ бат шутланать; 15. Израилӗн тулӑх кӗтӳлӗхӗнче ҫӳрекен икҫӗр пуҫ сурӑх кӗтӗвӗнчен пӗр сурӑх памалла: ҫакӑ пурте — тырӑ-пулӑ парни валли, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли, тав туса кӳрекен канӑҫлӑх парни валли, ку сире тасатма пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.

13. Вот дань, какую вы должны давать князю: шестую часть ефы от хомера пшеницы и шестую часть ефы от хомера ячменя; 14. постановление об елее: от кора елея десятую часть бата; десять батов составят хомер, потому что в хомере десять батов; 15. одну овцу от стада в двести овец с тучной пажити Израиля: все это для хлебного приношения и всесожжения, и благодарственной жертвы, в очищение их, говорит Господь Бог.

Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Ефапа бат пӗр виҫеллӗ пулмалла, апла пӗр бата хомерӑн вуннӑмӗш пайӗ, ефана та хомерӑн вуннӑмӗш пайӗ кӗмелле; вӗсен виҫине хомер тӑрӑх шутламалла.

11. Ефа и бат должны быть одинаковой меры, так чтобы бат вмещал в себе десятую часть хомера и ефа десятую часть хомера; мера их должна определяться по хомеру.

Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Сирӗн тӗрӗс виҫе, тӗрӗс ефа, тӗрӗс бат пултӑр.

10. Да будут у вас правильные весы и правильная ефа и правильный бат.

Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Саваоф Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: ҫак ҫуртсен шучӗ те ҫук — вӗсем пушӑ пулӗҫ, капмар та илемлӗ вӗсем — унта пурӑнакансем пулмӗҫ; 10. иҫӗм пахчинчи вунӑ лаптӑк пӗр бат ҫырла парӗ, пӗр хомер акнӑ тырӑ аран-аран пӗр ефа парӗ.

9. В уши мои сказал Господь Саваоф: многочисленные домы эти будут пусты, большие и красивые - без жителей; 10. десять участков в винограднике дадут один бат, и хомер посеянного зерна едва принесет ефу.

Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. «Ҫапла хушатӑп: манӑн патшалӑхӑмра пурӑнакан Израиль халӑхӗн ҫыннисем, священниксемпе левитсем кам та кам Иерусалима кайма шухӑшлать, ҫавсем санпа пӗрле кайччӑр. 14. Сана патшапа унӑн ҫичӗ канашҫи Иудӑпа Иерусалима яраҫҫӗ: санӑн хӑвӑн Туррун саккунӗ пур, унти лару-тӑрӑва ҫак саккун тӑрӑх пӑхса тух. 15. Унсӑр пуҫне санӑн унта ылтӑнпа кӗмӗл — патшапа унӑн канашҫисем Иерусалимра пурӑнакан Израиль Турри валли панӑ ылтӑн-кӗмӗле — илсе ҫитермелле; 16. тата эсӗ пӗтӗм Вавилон ҫӗрӗ тӑрӑх кайса ылтӑн-кӗмӗл пуҫтарӑн та ӑна та, тата халӑхпа священниксем Иерусалимри хӑйсен Туррин Ҫурчӗ валли ырӑ кӑмӑлтан панӑ парнисене те хӑвӑнпа пӗрле илсе кайӑн; 17. ҫав укҫапа хӑвӑртрах вӑкӑрсем, сурӑхсем, путексем тата унсӑр пуҫне тырӑ-пулӑ парнисем туян, вӗсем ҫине сирпӗтме иҫӗм эрехӗ туян, ҫакна пӗтӗмпе хӑвӑр Туррӑрӑн Иерусалимри Ҫурчӗн парне вырӑнӗ ҫинче парне кӳр. 18. Ытти мӗн юлнӑ ылтӑн-кӗмӗлпе ху тата хӑвӑн тӑванусем мӗн тума шухӑшлатӑр, хӑвӑр Туррӑр ирӗкӗпе ҫавна тӑвӑр. 19. Сана хӑвӑн Туррун Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑма панӑ савӑтсене Иерусалим Турри умне ларт. 20. Хӑвӑн Туррун Ҫурчӗ валли тата мӗн кирлине сана патша мулӗн управӑшӗнчен илсе парӗҫ. 21. Эпӗ, Артаксеркс патша, юханшыв леш енчи мул управҫисене ҫапла хушатӑп: Ездра священник, Ҫӳлти Турӑ саккунне вӗрентекен, сирӗнтен мӗн ыйтать, ҫавна пӗр тӑхтаса тӑмасӑр парӑр: 22. ҫӗр талант таран кӗмӗл, ҫӗр кор таран тулӑ, ҫӗр бат таран иҫӗм эрехӗ, ҫӗр бат таран ҫу парӑр, тӑварне вара виҫме те кирлӗ мар. 23. Ҫӳлти Турӑ мӗн хушнӑ, ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗшӗн ҫавна тимлӗн, тӑрӑшса тумалла; [асӑрханӑр, ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗ ҫине кам та пулин алӑ ан тӑстӑр,] ҫавна пула патшалӑх ҫине, патшапа унӑн ывӑлӗсем ҫине Унӑн ҫилли ан ӳктӗр. 24. Эпир сире пӗлтерсе хуратпӑр: священниксенчен е левитсенчен, юрӑҫсенчен, хапха хуралҫисенчен, левитсене пулӑшакансенчен, ҫак Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракансенчен нихӑшӗнчен те хырҫӑ та, куланай та, нимӗнле тӳлев те илмелле мар. 25. Эсӗ вара, Ездра, Турру ӑслӑлӑхне чӗрӳне хывнӑскер, пуҫлӑхсемпе тӳресем лартса тух; вӗсем юханшыв леш енчи пӗтӗм халӑха — санӑн Туррун саккунӗсене пӗлекенскерсене — тӳррипе сут туччӑр, пӗлменнисене вара вӗрентӗр. 26. Кам та кам санӑн Туррун саккунне, патша саккунне пурӑнӑҫламасть, ҫавна ҫийӗнчех сут туса е вӗлермелле, е хӑваласа ямалла, е укҫа тӳлеттермелле, е тӗрмене хупмалла».

13. От меня дано повеление, чтобы в царстве моем всякий из народа Израилева и из священников его и левитов, желающий идти в Иерусалим, шел с тобою. 14. Так как ты посылаешься от царя и семи советников его, чтобы обозреть Иудею и Иерусалим по закону Бога твоего, находящемуся в руке твоей, 15. и чтобы доставить серебро и золото, которое царь и советники его пожертвовали Богу Израилеву, Которого жилище в Иерусалиме, 16. и все серебро и золото, которое ты соберешь во всей области Вавилонской, вместе с доброхотными даяниями от народа и священников, которые пожертвуют они для дома Бога своего, что в Иерусалиме; 17. поэтому немедленно купи на эти деньги волов, овнов, агнцев и хлебных приношений к ним и возлияний для них, и принеси их на жертвенник дома Бога вашего в Иерусалиме. 18. И что тебе и братьям твоим заблагорассудится сделать из остального серебра и золота, то по воле Бога вашего делайте. 19. И сосуды, которые даны тебе для служб в доме Бога твоего, поставь пред Богом Иерусалимским. 20. И прочее потребное для дома Бога твоего, что ты признаешь нужным, давай из дома царских сокровищ. 21. И от меня царя Артаксеркса дается повеление всем сокровищехранителям, которые за рекою: все, чего потребует у вас Ездра священник, учитель закона Бога небесного, немедленно давайте: 22. серебра до ста талантов, и пшеницы до ста коров, и вина до ста батов, и до ста же батов масла, а соли без обозначения количества. 23. Все, что повелено Богом небесным, должно делаться со тщанием для дома Бога небесного; [смотрите, чтобы кто не простер руки на дом Бога небесного,] дабы не было гнева Его на царство, царя и сыновей его. 24. И даем вам знать, чтобы ни на кого из священников или левитов, певцов, привратников, нефинеев и служащих при этом доме Божием, не налагать ни подати, ни налога, ни пошлины. 25. Ты же, Ездра, по премудрости Бога твоего, которая в руке твоей, поставь правителей и судей, чтоб они судили весь народ за рекою, - всех знающих законы Бога твоего, а кто не знает, тех учите. 26. Кто же не будет исполнять закон Бога твоего и закон царя, над тем немедленно пусть производят суд, на смерть ли, или на изгнание, или на денежную пеню, или на заключение в темницу.

1 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл виҫӗ пин бат таран шыв шӑнӑҫтарнӑ.

Оно вмещало до трех тысяч батов.

2 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Акӑ ӗнтӗ эпӗ йывӑҫ касакансене, санӑн чурусене, ӗҫме-ҫиме ҫирӗм пин кор тулӑ, ҫирӗм пин кор урпа, ҫирӗм пин бат эрех, ҫирӗм пин бат йывӑҫ ҫӑвӗ паратӑп, тенӗ Соломон патша.

10. И вот древосекам, рубящим дерева, рабам твоим, я даю в пищу: пшеницы двадцать тысяч коров, и ячменю двадцать тысяч коров, и вина двадцать тысяч батов, и оливкового масла двадцать тысяч батов.

2 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

38. Тата ҫӑвӑнмалли савӑтсем, вунӑ пӑхӑр савӑт, тунӑ: кашни савӑчӗ хӗрӗх бат шӑнӑҫтарнӑ, кашни савӑчӗ тӑватӑ чике сарлакӑш пулнӑ, кашни савӑчӗ вунӑ сапанран пӗрин ҫинче ларнӑ.

38. И сделал десять медных умывальниц: каждая умывальница вмещала сорок батов, каждая умывальница была в четыре локтя, каждая умывальница стояла на одной из десяти подстав.

3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней