Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

аякри сăмах пирĕн базăра пур.
аякри (тĕпĕ: аякри) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аякри ҫултан ывӑнса таврӑннӑ ҫынна пӳрте чӗнсе кӗртӗр.

Помоги переводом

6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ун пуҫӗ тӑрне темле ҫул тухать, аякри ҫул.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Таврара юр вӗҫсе тӑнипе урамри курӑнмасть, аякри сас-чӗвӗ те илтӗнсех каймасть.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Виҫӗмкун кӑна-ха хӗрсен пӗр ушкӑнӗ аякри ҫӗртен, ҫӗр аллӑ ҫухрӑмран, вӑрман касса таврӑнчӗ.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫакна шырама килнӗ те Ҫӗпритун аякри Ҫӗпӗртен.

Помоги переводом

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кунӗпе аякри хирсенче ҫӳресе ывӑнса ҫитрӗ хӗрарӑм-сунарҫӑ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аякри удмурт ялӗнчен ҫураҫса илчӗҫ ӑна.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Такамран тайгара ылтӑн нумай тенине илтсен, аякри тӑванӗсене кайса курас, терӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ялти ӗҫне пӗтерсен, Хӗветӗр чи аякри йӗтем ҫине, Ташкискен ҫӑлӗ патнелле анса кайрӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хирсем ҫинче кунӗпе вӗлтӗртетсе ывӑннӑ ӑрша ҫухалсан, таҫти аякри сасӑсем уҫҫӑнрах илтӗнеҫҫӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Староста мана «аякри тӑванӑм» тесе чӗнет…

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эрне хушши утнӑ хыҫҫӑн шоссерен аякри вӑрман хӗррипе пынӑ чух пирӗн салтаксене темле самолет ӑнсӑртран асӑрхарӗ те тепӗр сехетренех нимӗҫ танкӗсем хӑваласа ҫитрӗҫ.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аякри тӑванӗ килнишӗн хӗпӗртенӗ Сантӑркка, нӳхрепе анса, тӑварланӑ хӑяр, шур кӑмпа, услам ҫу илсе тухрӗ, сӑмавар хупкӑчне уҫса, шурӑ питшӑлли ҫине теҫетке ҫӑмарта хучӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шӑрӑхпа тӗлӗрсе, яраписене уснӑ ват йӑмрасем ҫинче куҫа курӑнман пыл хурчӗсем сӗрлени, унта-кунта автансем вӑрӑммӑн та хурлӑн авӑткалани, аякри лобогрейкӑсен ҫилпе вӗҫсе килекен темле ҫатма хырнӑ евӗр сасси каҫхи сулхӑнчченех чарӑнас ҫук ӗнтӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Уншӑн аякри ҫул чикки Кармӑш пасарӗ пулнӑ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗнӗ кун килнине систерсе-пӗлтерсе аякри вӑрман хыҫӗнчен васкамасӑр тухакан хӗвел урам енчи чӳречесенчен «пӳрте кӗрсе» пит-куҫа ҫутатнипе вӑранса кайрӗ Виталий.

Помоги переводом

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Унта аякри тӑрӑхсенчен вӗрентме-ӗҫлеме ҫӳрекенсене пурӑнма ятарлӑ ҫурт — общежити те пур.

Помоги переводом

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Вагон еннелле утӑм тӑвиччен аякри янташӑма тытса ыталарӑм, «Малалла инкек-синкексӗр те хирсӗр пурӑнмалла пултар», — тесе ҫул ҫине вулама илнӗ «Чӑваш вӑрманӗ» кӗнекене парнелерӗм.

Помоги переводом

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

«Вӗсенчен хӑшӗ ҫиеле тухӗ-ши?» — тесе хӑраса та шикленсе аякри инҫӗше куҫ сиктермесӗр тинкерсе-пӑхса тӑчӗ вӑл пӗр самант.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫуртӑн аякри кӗтесӗнчен алса тӑхӑннӑ ҫынсем аллисемпе хӑлаҫланкаласа, хыттӑн шавласа та калаҫса, тӗрлӗ еннелле саланаҫҫӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней