Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

аяккалла (тĕпĕ: аякка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл пуҫне силлентерчӗ те аяккалла кайрӗ.

Она вздернула носик и прошла мимо.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах вӑл хӑй часах, Альфред куриччен, аяккалла пӑрӑнчӗ.

Но прошла мимо, не сказав Альфреду ни слова.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Макӑрма тапратрӗ те вӑл аяккалла тӑрса утрӗ.

— Она расплакалась, вскочила и убежала от него.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах Томӗ сӑмахлама пӑрахмасӑрах лӑпкӑн аяккалла утрӗ, хӑйпе пӗрле Эммине ертсе кайрӗ.

Тогда Том спокойно повернулся к Бекки спиной и, продолжая разговаривать, увел с собой Эми Лоуренс.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ун ӑшӗ тем пекех вӑркама тапратрӗ, вӑл аяккалла утма хӑтланчӗ.

Сердце у нее заныло, она встревожилась, и ей стало не по себе.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл, аяккалла кайса, арҫын ачасемпе хӗрачасен ушкӑнӗ патне пырса тӑчӗ те вӗсемпе калаҫма тапратрӗ.

Он подошел к кучке мальчиков и девочек и завел с ними разговор.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Аяккалла шӑвӑнма тесе ҫеҫ тӑнӑ Том ӑна ярса тытрӗ те Полли мӑнаккӑшне: — Кун пек хӑтланма юрамасть.

Намереваясь улизнуть, но Том схватил его за руку и сказал: — Тетя Полли, это нехорошо.

17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Юлашкинчен ҫил капланса килсе, парӑса кӑкарса лартнине пӗтӗмпех татса пӑрахрӗ те ӑна аяккалла вӗҫтерсе кайрӗ.

И вдруг парус сорвался, и порыв ветра унес его прочь.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том ӑна хыҫран пӑхса тӑчӗ, унӑн та, мӑнкӑмӑлланассине йӑлтах аяккалла сирсе пӑрахса, шутсӑрах вӗсем хыҫҫӑн каяс килчӗ.

А Том стоял и глядел ему вслед, чувствуя сильное искушение махнуть рукой на свою гордость и тоже уйти с ними.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл салхуллӑн аяккалла кайса тӑчӗ те тумланма тытӑнчӗ.

— Он угрюмо отошел от них в сторону и стал одеваться.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӑш-хӑш чухне вӗсем пурте пӗрле пуҫтарӑнса тачӗҫ, ывӑҫ тупанӗсемпе шыв ӑсса, пӗр-пӗрне пичӗсенчен чашлаттарчӗҫ, кашниех, хӑйне ан сирпӗтчӗр тесе, питне аяккалла пӑрса, тӑшман патне йӑпшӑнса утса пычӗ.

Они то нагибались все разом и начинали плескать друг в друга водой, отворачивая только лицо, чтобы можно было вздохнуть.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл ҫӗр ҫинчен тӑчӗ те, хуйхӑллӑскер тата хӑйне таптаса лапчӑтнӑ пек пулнӑскер, аяккалла утрӗ.

Он поднялся с земли и побрел прочь, уничтоженный, совсем упав духом.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Бекки аяккалла ҫаврӑнчӗ, сӑмсипе каҫӑртрӗ те ҫапла каларӗ: — Пф!

— а она отвернулась, вздернув носик, и он услышал, как она сказала: — Пф!

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫак пӑшӑрхану вара Томӑн ӑспуҫне пӗрмаях асаплантарса ҫӳрекен шухӑша аяккалла сирсе ячӗ.

Том отвлекся от своих тайных тревог, потому что их вытеснила другая забота.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том, лайӑхрах сӑлтав тупса, аяккалла шӑвӑнчӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн вара, шӑл ыратать тесе, пӗр эрне хушши тенӗ пек вӑл ҫывӑрма выртас умӗн ямах шӑммине тутӑрпа туртса ҫыха-ҫыха лартрӗ.

Том постарался как можно скорее избавиться от его общества и после того целую неделю жаловался на зубную боль и на ночь подвязывал зубы платком.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫын виллине аяккалла турттарса кайнӑ чухне Джо индеец ӑна ҫӗр ҫинчен урапа ҫине хӑпартса хума пулӑшрӗ.

Индеец Джо помог перенести труп убитого и положить его в повозку.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Эпӗ аяккалла тарас тенӗччӗ, анчах урасем хӑйсемех мана кунталла сӗтӗрсе килчӗҫ.

— Я и хотел убежать, да только ноги сами привели меня сюда.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Астӑвӑр ӑна, вӑл аяккалла каясшӑн.

Глядите, поворачивает!

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл ҫынсенчен аяккалла уйрӑлса кайрӗ, хӑйне питех телейсер тесе шутларӗ, ҫавӑнпа вӑл Сида тавӑрма та хӑтланса пӑхмарӗ, Сид пустуях унтан кайри алӑк витӗр тухса тарма васкарӗ.

Он ушел от тетки, чувствуя себя таким несчастным, что ему не хотелось даже мстить Сиду; так что поспешное отступление Сида через заднюю калитку оказалось совершенно излишним.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ирхи апат хыҫҫӑн мӑнаккӑшӗ ӑна аяккалла илсе кайрӗ те, вӑл вара хӗпӗртесе ӳкнӗ пекех пулчӗ, мӗншӗн тесен вӑл хулӑпа ҫаптарнипех ӗҫ иртсе каять пулӗ тесе ӗмӗтленнӗччӗ.

После завтрака тетка подозвала его к себе, и Том обрадовался, надеясь, что его только выпорют.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней