Поиск
Шырав ĕçĕ:
21. Эй ачамсем, хӑюллӑ пулӑр, Турра тархаслӑр, Вӑл сире пусмӑртан, тӑшмансен аллинчен хӑтарӗ.21. Дерзайте, дети, взывайте к Богу, и Он избавит вас от насилия, от руки врагов.
Вар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Кайӑр ӗнтӗ, ачамсем, кайӑр: эпӗ ӗнтӗ пушӑ тӑрса юлтӑм.
Вар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Урам тӑршшӗпе ҫӗр ҫинче ачасемпе ватӑсен виллисем выртаҫҫӗ; манӑн хӗрӗмсемпе яш ачамсем хӗҫ айне пулса пӗтрӗҫ; Эсӗ вӗсене Хӑвӑн ҫиллӳ килнӗ кун вӗлертӗн, пӗр хӗрхенмесӗр чиксе пӑрахрӑн. 22. Манӑн асапӑмсене Эсӗ, уява пухнӑ пек, пур ҫӗртен те пуҫтартӑн, ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ҫиллин кунӗнче никам та ҫӑлӑнаймарӗ, никам та чӗрӗ юлаймарӗ; эпӗ тӑрантарса ӳстернисене манӑн тӑшманӑм пӗтерсе тӑкрӗ».
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Хуйхӑ ҫитрӗ мана! асапланатӑп, суранӑм чӑтма ҫук ыратать, ӑшӑмра: «чӑтса ирттерӗп-ха» тесе шухӑшланӑччӗ; 20. анчах чатӑрӑм пушанса юлчӗ, вӗренӗмсем татӑлса пӗтрӗҫ; ачамсем мана пӑрахса кайрӗҫ, вӗсем ҫук ӗнтӗ: чатӑрӑма лартакан та, ӑна каракан та ҫук, 21. мӗншӗн тесессӗн кӗтӳҫӗсем ӑссӑрланса кайрӗҫ, Ҫӳлхуҫана шырамарӗҫ, ҫавӑнпа ӑнӑҫсӑр вӗсем, вӗсен пӗтӗм кӗтӗвӗ саланса пӗтнӗ.
Иер 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Таврӑнӑр, Манран хӑпнӑ ачамсем, тет Ҫӳлхуҫа, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сирӗнпе пӗрлешнӗ, сире кашни хуларан пӗрерӗн, кашни йӑхран икшерӗн уйӑрса Сиона илсе ҫитерӗп.
Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Чеченскер, пӗр шухӑшсӑр пурӑнаканскер, ӑшунта: «эпӗ, — ман пекки урӑх ҫук, — тӑлӑх арӑм пулса юлмӑп, ачамсем пӗтнине курмӑп» теекенскер, халӗ итле ҫакна.
Ис 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Акӑ эпӗ, акӑ мана Ҫӳлхуҫа панӑ ачамсем, эпир Сион тӑвӗ ҫинче пурӑнакан Саваоф Ҫӳлхуҫа Израильре мӗн пулассине пӗлтерекен паллӑсем вырӑнне пулӑпӑр.
Ис 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эй ачамсем, хӑвӑра ӑс панине туса пырӑр; пытанса тӑракан ӑслӑлӑхӑн, куҫа курӑнман мулӑн мӗн уссийӗ?
Сир 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эй ачамсем, чӗлхе-ҫӑвар тӗлӗшӗнчен ӑс панине итлӗр-ха: ҫакна тимлекенӗ чӗлхине пула инкеке кӗрсе ӳкмӗ.6. Выслушайте, дети, наставление для уст: соблюдающий его не будет уловлен своими устами.
Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ачамсем, мана — аҫӑра — итлӗр, ҫӑлӑнас тесессӗн эпӗ каланӑ пек пурӑнӑр: 2. Ҫӳлхуҫа этем ашшӗне ачи-пӑчи тӗлӗшӗнчен асла хунӑ, амӑшне ывӑлӗсем тӗлӗшӗнчен тӳре тивӗҫне панӑ.
Сир 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эпӗ Ҫӳлхуҫа ҫулӗн пуҫламӑшӗнчех, Вӑл мӗн пуррине пултаричченех, мӗн авалтанах, пулнӑ; 23. эпӗ ӗмӗртен малтанах, пуҫламӑшӗнчех, ҫӗре пултаричченех, пулнӑ. 24. Эпӗ тӗпсӗр шывсем пуличченех, тулӑх ҫӑлкуҫӗсем пуличченех ҫуралнӑ. 25. Эпӗ тусене лартичченех, сӑртсенчен маларах ҫуралнӑ, 26. ун чухне Ҫӳлхуҫа ҫӗре те, уй-хире те, тӗнченӗн пуҫламӑш тусан пӗрчине те пултарманччӗ. 27. Вӑл тӳпене йӗркеленӗ чухне те эпӗ унта пулнӑ. Вӑл тӗпсӗр шыв ҫийӗн йӗр туса ҫаврӑннӑ чухнех, 28. ҫӳлте пӗлӗтсене вырӑнаҫтарнӑ чухнех, тӗпсӗр шывсен ҫӑл таппийӗсене тӗреклӗлетсе лартнӑ чухнех, 29. шывсем сарӑлса ан кайччӑр тесе тинӗс валли чиккисене палӑртнӑ чухнех, ҫӗрӗн никӗсне хывнӑ чухнех пулнӑ: 30. ҫавӑн чухне эпӗ Ун ҫумӗнчи ӳнерҫӗ пулнӑ, куллен-кунхи савӑнӑҫ пулнӑ, Ун умӗнче вӗҫӗмсӗр хавасланса тӑнӑ, 31. Унӑн пӗтӗм ҫӗрӗ умӗнче савӑннӑ, этем ывӑлӗсемпе хӗпӗртенӗ. 32. Ҫапла ӗнтӗ, ачамсем, итлӗр мана; манӑн ҫула уяса тӑракансем телейлӗ!
Ытар 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫапла ӗнтӗ, ачамсем, итлӗр мана, манӑн сӑмахӑма ӑша хывӑр.
Ытар 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫапла ӗнтӗ, ачамсем, итлӗр мана, манӑн сӑмахӑма ан манӑр.7. Итак, дети, слушайте меня и не отступайте от слов уст моих.
Ытар 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй ачамсем, аҫӑр ӳкӗтленине итлӗр, ӑса вӗренмешкӗн тимлесех тӑнлӑр: 2. эпӗ сире ырӑ пӗлӳ паратӑп.
Ытар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫапла ӗнтӗ, ачамсем, ырӑ ӗҫ мӗн тунине, тӳрӗ пурӑнни ҫынна ҫӑлса хӑварнине пӗлсех тӑрӑр, тенӗ ӗнтӗ Товит.11. Итак, дети, знайте, что делает милостыня и как спасает справедливость.
Тов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вара Рагуил Товияна хӑйӗн хӗрне Саррӑна панӑ, тата хӑйӗн ҫур пурлӑхне, чурасем, выльӑх-чӗрлӗх, кӗмӗл уйӑрса панӑ; 11. вӑл вӗсене пиллесе ӑсатса янӑ: ачамсем, Ҫӳлти Турӑ сире ырӑлӑх парсах тӑтӑр, хам виличчен эсир ырӑ пурӑннине курасчӗ манӑн, тенӗ.
Тов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ачамсем! тимсӗр ан пулӑр: Ҫӳлхуҫа сире Хӑй умӗнче тӑма, Хӑйӗншӗн ӗҫлеме, Унӑн чурисем пулса пуҫҫапма тата ырӑ шӑршӑ тӗтӗрекенсем пулма суйласа илнӗ, тенӗ Езекия патша.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Аван мар, ачамсем, эпӗ [сирӗн ҫинчен] илтекен сас-хура лайӑх мар, [ун пек ан тӑвӑр — эпӗ илтекен сас-хура лайӑх мар]; эсир Ҫӳлхуҫа халӑхне пӑсатӑр; 25. эхер те этем этеме хирӗҫ ҫылӑхлӑ ӗҫ тӑвать пулсассӑн, уншӑн Турра кӗлтӑваҫҫӗ; эхер те этем Ҫӳлхуҫана хирӗҫ ҫылӑхлӑ ӗҫ тӑвать пулсассӑн, ун хутне кӗрекенни кам пулӗ? тенӗ.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Иаков ӑна каланӑ: ачасем ачашшине манӑн хуҫамӑм пӗлет, вак выльӑхӗпе шултӑра выльӑхӗ манӑн — сӑвакан выльӑх: вӗсене пӗр кун хӑваласа кайсассӑн, пӗтӗм выльӑх вилсе пӗтӗ; 14. манӑн хуҫамӑм хӑйӗн чури умӗнчен кайтӑр, эпӗ ерипен, хам умран пыракан выльӑхсем пынӑ майӑн, ачамсем уттипе пырӑп, ҫапла хамӑн хуҫамӑм патне Сеира ҫитӗп, тенӗ.
Пулт 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Лаван Иакова хуравласа каланӑ: хӗрсем — манӑн хӗрӗмсем; ачасем — манӑн ачамсем; выльӑхӗ — манӑн выльӑх; эсӗ мӗн кураканни пӗтӗмпех манӑн: халӗ хамӑн хӗрӗмсене, вӗсем ҫуратнӑ ачисене мӗн те пулин тума пултараятӑп-и?
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.