Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тепӗр самант иртет-и те, каллех юлашки кунсенчи канӑҫсӑр шухӑшсемпе хумханусем (Надежда Константиновнӑшӑн, аппӑшӗпе йӑмӑкӗшӗн, партири юлташӗсемшӗн уҫӑмсӑррӑн пӑлханни, вӗсене, хӑй партийӗн ҫыннисене — хавас кӑмӑллисемпе аскетлӑраххисене, хӗрӳллисемпе сивлекрех чунлисене, пӗрлехи ӗҫе юлашки сывлӑш тухиччен парӑннисене — виҫеллӗн, анчах пурпӗрех ҫав тери ачашшӑн юратни) юн ҫаврӑнӑшӗпе чӗрене пырса ҫапӗҫ; каллех акӑ, халех, хӑйӗн асӗнче тепӗр хут мӗлтлетсе иртме пуҫлакан сӑн-питсен — рабочисен, матроссен, салтаксен пурнӑҫӗпе чунӗшӗн ответлӑ пулнине туйни ӑна бритвӑпа каснӑ пек ҫивӗччӗн амантса кайӗ.
1 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Асӗнче унӑн йывӑр тиенӗ ҫуна тата фронт линийӗ тенӗ вырӑнтан хӑвӑртрах каҫма ӗмӗтленни ҫеҫ тӑрса юлнӑ.
XIX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Людмила Ильинична асӗнче хӑйне тӳрре кӑларакан, хӳтӗлекен сӑлтавсем шырать, пӗкӗрӗлсе ларакан Виктор ҫине пӑхса илет.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Кам пӗлет, мӗн вӑранчӗ-ши ун асӗнче?
Иккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Ҫак тӗлпулу унра лӑпкӑ, ырӑ туйӑм ҫуратнӑ, ача чухнехи кунсене аса илтернӗ, — халӗ вӗсем унӑн асӗнче, пӗчӗкҫеҫҫӗ йӑваш хӑй ҫути пек, иртнӗ кунсен инҫетӗнчен шиклевлӗн вӗлтлетсе килсе йӑлтӑртатнӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вулакансен асӗнче вӑл нумайлӑха юлать.
Умсӑмах // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 3–12 с.
Тен, ҫак самантра вӑл Зойӑн паттӑр ҫулне хӑй асӗнче курса ларчӗ пулӗ, тен, шӑпах ҫав вӑхӑтра унӑн чӗрине тавӑру вучӗ хыпса илчӗ пулӗ, — ҫак вӑхӑтран пуҫласа ун кӑкӑрӗнче ҫав вут урӑх нихҫан та сӳнмерӗ.
Зоя // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Джонни пурнӑҫӗнче темиҫе паллӑ япала пулса иртнӗ: пӗрре амӑшӗ ӑна Калифорни сливине илсе панӑ, унсӑр пуҫне вӑл тата икӗ паллӑ вӑхӑта асӗнче тытнӑ, амӑшӗ ун валли тӳсе тунӑ апат икӗ хут пӗҫернӗ иккен.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
Ун асӗнче тӗтреллӗ асаилӳсем вӑранчӗҫ, вӑл ҫумӑра, ҫиле, юра асне илчӗ, анчах ҫак ҫил-тӑвӑлра вӑл хӑй мӗн чухлӗ утнине, икӗ кун хушши-и, икӗ эрне-и — вӑл ӑна-кана чухласа илеймерӗ.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Пӑлханнӑ шухӑшӗ ӑна чӑн-чӑн пурнӑҫран тата аяккарах илсе кайма пуҫларӗ, вара вӑл ним пӗлмесӗрех, автомат пек малалла ыткӑнчӗ, — ҫак хушӑра унӑн асӗнче пурнӑҫра нихҫан пулма пултарайман сӑнлӑхсем ҫурала пуҫларӗҫ.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Асӗнче — тӗпсӗрлӗх тӗлӗнчи кӑвайт ҫулӑмӗ, ҫунакан курӑк шӑрши.В памяти встал огонь костра над пропастью, запах горящих трав.
Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Лось туять: пуҫ мими уҫӑмлансах пырать, тӗтреллӗ пие ҫӗкленсе уҫӑлать тейӗн, асӗнче ҫӗнӗ сӑмахсемпе ӑнлавсем ҫирӗпленсе юлаҫҫӗ.
Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Лось тимлӗленчӗ, асӗнче географи карттин пӗр пайӗ сӑнарланчӗ, — ҫав самантрах, унӑн шухӑшлавӗн пичет пайӑрӑвӗ пек, тӗтреллӗ шар ҫине хура пысӑк пӑнчӑ ӳкерӗнчӗ: чукун ҫулсен ҫипписем; симӗсрех уйра «Петербург» тесе ҫырни айккинче — «Раҫҫей» сӑмах пуҫламӑшӗн хӗрлӗ пысӑк сас палли.
Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ма кӑшт кӑна маларах, Кӗҫени ырӑ-сывӑ, тӑн-тӑн, хаваслӑ чухне йӑлтӑр йӑлкӑшмарӑн-ши эс Матви асӗнче, ҫурхи чӗрӗлӳпе каҫӑхса савӑнакан шӑнкӑр шӑнкӑрч пек шарт-шарт ҫунат ҫапмарӑн-ши?
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хӑй ачасене персе ыраттарма пултарасси асӗнче те ҫук унӑн.Ему и в голову не приходило, что он мог больно ударить мальчиков.
Пӑрлӑ чикӗ леш енче // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Сима ҫинчен вӑл пачах та шухӑшламасть пекех, анчах хӑш-пӗр чухне ҫакан асӗнче ҫамрӑк йӗкӗтӗн тӑп-тӑрӑ куҫӗсем ҫутӑлса илеҫҫӗ, вара Вавила ҫав куҫсен тарӑнӑшӗнче мӗн пуррине курса пӗлесшӗн вилесле тинкерсе пӑхать, ҫав вӑхӑтрах нимӗн калама аптраса, вилнӗ ҫынна ҫапла ӗнентерет:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Бурмистров асӗнче хула ҫыннисен ҫӑткӑн куҫӗсем мӑчлатаҫҫӗ, пурте вӗсем ун ҫине аялтан ҫӳлелле пӑхса тӑраҫҫӗ, вӗсенче, чиркӳри турӑшсем умӗнче ҫунса ларакан ӑвӑс ҫуртасен ҫути евӗрлӗ, темлескерле ҫутӑ йӑлкӑшать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Чун сӗмлӗхӗнче, асӗнче унӑн тӗрлӗрен сӑмахсем ҫутӑ хӗлхемсем пек йӑлкӑшса илеҫҫӗ, пыл хурчӗсем пек ҫаврӑнкалаҫҫӗ, пӗрисем ҫухалаҫҫӗ, теприсем, чӗрӗ сыпӑкӑн сыпӑнса пырса, юрӑ пулса тӑраҫҫӗ, — Симӑн чунӗ сӳлетсе те илет, киленет те, унӑн чӗрине тӳлек савӑнӑҫ ачашласа йӑпатать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Лодкӑпа ҫывӑхланнӑ хыҫҫӑн, Сима халь Жукова тата ытларах килӗштерми пулчӗ: хӑш чухне асӗнче вӑл ҫав этемӗн тачка, хӗп-хӗрлӗ аллисем унӑн хӗр-тусӗн учӗ патнелле епле тӑсӑлнине курать те — вара ҫамрӑк йӗкӗтӗн кӑкрине ҫӑтӑрах сивӗ тытса лартать, урисем чӗтреме тытӑнаҫҫӗ, вӑл куҫӗсене тискеррӗн чарса пӑрахать те хуйхӑпа асапланса мӗкӗрсе ярать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Нихҫан манми юлать вара Надежда Константиновнӑн асӗнче Ленин Пысӑк театрта 1922 ҫулхи ноябрӗн 20-мӗшӗнче тухса каланӑ сӑмахӗ.
Пин те тӑхарҫӗр ҫирӗм виҫҫӗмӗш ҫулхи кӗр кунӗсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.