Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ассӑн сăмах пирĕн базăра пур.
ассӑн (тĕпĕ: ассӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
24. Ҫиес ҫӑкӑрӑма ассӑн сывламасӑр ҫӑтаймастӑп, чарӑнмасӑр юхакан шыв пек, вӗҫӗмсӗр йынӑшатӑп: 25. мӗнрен сехӗрленеттӗм — ҫавӑ килсе ҫапрӗ те мана; мӗнрен шикленеттӗм — ҫавӑ килсе тиврӗ те мана.

24. Вздохи мои предупреждают хлеб мой, и стоны мои льются, как вода, 25. ибо ужасное, чего я ужасался, то и постигло меня; и чего я боялся, то и пришло ко мне.

Иов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пӗчӗкскер Зилене курсан ассӑн сывласа илнӗ те хыттӑн ыталанӑ.

Помоги переводом

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Колхоз-совхозсене пӗтермелле марччӗ. Тен, ял та пушанмастчӗ. Вӑйпитти арҫынсем те Мускава ӗҫлеме ҫӳремӗччӗҫ», — ассӑн сывларӗ ватӑ.

Помоги переводом

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Разметнов ассӑн сывласа илчӗ:

Размётнов вздохнул:

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл куҫӗпе Алтӑр ҫӑлтӑра тупрӗ, ассӑн сывласа илчӗ, вара хӑй темшӗн йӑл кулнине туйрӗ.

Нашел глазами Большую Медведицу, вздохнул, а потом поймал себя на том, что чему-то неосознанно улыбается.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Мӗнле чипер хӗр пулнӑ!» — тесе шухӑшларӗ те Давыдов, ассӑн сывласа ячӗ.

«Милая девчонушка какая!» — подумал Давыдов и вздохнул.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эсӗ вӑкӑрсене тӑвар та ҫерем ҫине яр, эпӗ вара кайрӑм, — терӗ вӑл ассӑн сывласа илсе.

— Ты выпряги быков и пусти их на попас, а я пошел, — сказал он со вздохом.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫав инҫетре кӑвакарса ларакан тӗмесем ӑна темшӗн тӑвӑлпа ҫӗкленнӗ Балтика хумӗсене аса илтерчӗҫ, вара вӑл кӗтмен ҫӗртен чӗрине килсе хупланӑ тутлӑ тунсӑха сирсе яма вӑй ҫитереймесӗр, ассӑн сывласа ячӗ те сасартӑк шывланнӑ куҫӗсене тӗмесем ҫинчен илчӗ…

Чем-то напомнили ему эти синеющие вдали курганы вздыбленные штормом волны Балтики, и он, не в силах побороть внезапно нахлынувшую на сердце сладкую грусть, тяжело вздохнул и отвел вдруг увлажнившиеся глаза…

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Марина Поярковӑна, иртнисене хӑшне-пӗрне аса илчӗ, ассӑн сывларӗ, унтан хаваслӑн кулса илчӗ те ял Советне уттарчӗ.

Вспомнил он Марину Пояркову, еще кое-что из пережитого, горестно вздохнул, но улыбнулся весело и пошел наведаться в сельсовет.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӑрттан сӑмах чӗнмесӗр пуҫне сулчӗ, ассӑн сывласа илсе, словаре уҫрӗ.

Щукарь молча кивнул головой, тяжело вздохнул и раскрыл словарь.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Нумайччен ахлатнӑ вӑл, ассӑн сывланӑ, пӑшӑлтатса кӗлӗсем каланӑ, сӑх-сӑхнӑ, унтан каллех хӑйне канӑҫ паман пурнӑҫ ҫинчен шухӑша кайнӑ:

Он долго кряхтел, стонал, крестился, шепча молитвы, а потом снова в назойливых думах вернулся к мирскому:

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ват хӗрарӑм ассӑн сывларӗ, хурланса ҫимӗҫ турилккисене пуҫтарма тытӑнчӗ, рис чашӑкне илчӗ, кӑштах тӑхтаса тӑчӗ те утма пикенчӗ.

Другая мать вздохнула, собрала посуду с жертвенной пи-Щей, помедлила еще немного и наконец потихоньку пошла.

IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

— Ну, мӗн тӑвӑн-ха, тухах эппин, — ассӑн сывласа илчӗ Давыдов, — хӑвӑн ӗнӳне илсе кайма пултаратӑн.

— Ну, что же, выходи, — вздохнул Давыдов, — корову свою можешь взять.

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней