Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чурасен ӗҫӗпе пурӑннӑ ҫӗрте творчествӑллӑ ирӗк шухӑшсемшӗн вырӑн пулма пултараймасть, унта аркатас та ҫӗмӗрес шухӑш ҫеҫ, тавӑрас ӗмӗтӗн наркӑмӑшлӑ ҫеҫкисем, чӑрсӑр выльӑх пек хирӗҫ тӑни ҫеҫ ашкӑрса ӳссе кайма пултарать.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Амӑшӗ — пурнӑҫ тӑвать, сыхлать ӑна, ун умӗнче ишес те аркатас пирки калаҫни — ӑна хирӗҫ калаҫни пулать, ывӑлӗ ҫакна пӗлмен, ҫавӑн пата ун пурнӑҫӗпе килӗшмен.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Анчах хутшӑнӑва аталантарассинчен пӑрӑнтӑм, ҫемйине аркатас килмерӗ…
«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.
Вӗсене — вакрах халӑхсене — ҫапса аркатас вырӑнне пулӑшса пымалла тесе каласшӑн пулнӑ эпӗ.
Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
9. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: «халдейсем пирӗнтен пурӗпӗрех хӑпӗҫ-ха» тесе хӑвӑра хӑвӑр ан улталӑр: вӗсем хӑпас ҫук; 10. эсир хӑвӑра хирӗҫ ҫапӑҫакан халдейсен пӗтӗм ҫарне ҫапса аркатас пулсан та, вӗсенӗн аманнисем ҫеҫ юлас пулсан та, вӗсем те пулин кашнийӗ хӑйӗн чатӑрӗнчен тухса ҫак хулана ҫунтарса янӑ пулӗччӗҫ.
Иер 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Израиль ывӑлӗсем ӑна ырланӑ, вара Израиль ывӑлӗсем Турра тав тунӑ, Рувим ывӑлӗсене, Гад ывӑлӗсене [тата Манассиян ҫур йӑхне] хирӗҫ вӑрҫӑпа кайса вӗсем пурӑнакан ҫӗре аркатас тенӗ шухӑша пӑрахӑҫланӑ.
Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӑрӑнса иртесси тенӗрен, шӑтӑка сикни машинӑна аркатас хӑрушлӑхпа кӑна ҫыхӑнман-ҫке.
Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№