Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Астӑватӑн-и, юханшыв тӑрӑх пӗр пӳрт юхса анатчӗ?
Юлашки сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эпӗ Андрей Петрович мана мӗн каласса кашнинчех тахҫан малтанах пӗлсе тӑраттӑм, чӑнах: манӑн чун саннипе пӗрлех ҫӗре персе анатчӗ те саннипе пӗрлех ҫӗкленетчӗ.
XXVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Питӗ лайӑх астӑватӑп: шӑп Чарли Чаплин шывалла ыткӑнса анатчӗ, пурте ҫуйӑхаҫҫӗ, ахӑлтатаҫҫӗ, эпӗ сире мороженӑй тыттаратӑп.Очень хорошо помню: как раз Чарли Чаплин летит в воду, все орут, гогочут, а я сую вам мороженое.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Кӑҫалхи ҫул хӗлле юр нумай пӳлчӗ, анчах юр пит кӑпӑшка пулнипе йытӑ мӑй тараяах путса анатчӗ, ҫавӑнпа та тилӗсене йытӑсемпе хӑвалама май пулмарӗ.
Вӗҫен кайӑксемпе тискер кайӑксем калаҫни // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 47–51 с.
Артамашов лашасем чупса пынӑ ҫӗртенех сиксе анатчӗ те, хапхисене килти пекех уҫса ярса, тачанкӑна кӗртсе яратчӗ, вара Хохлаков арӑмӗпе, Марфа Семеновнӑпа, тата кучӑрпа пӗрле ҫиелтен марльӑпа ҫӗленӗ корзинкӑсене, ҫӑнӑх миххине, темле ҫыхӑсемпе витресене ҫенӗхе илсе кӗретчӗ.
XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ларсан-ларсан ҫывӑрса кайса, кӑшт ҫеҫ урайне тӑрӑнса анатчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Сасартӑк Володьӑна ҫак шав хушшинче сасӑ илтӗнсе кайрӗ, ӑна илтсен кӗҫех пусма ҫинчен персе анатчӗ: аялта савӑнӑҫлӑн Бобик вӗрсе ячӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Карап сӑмси шӑтнӑ хыҫҫӑн унӑн хыҫалти пайне те ятарласа шыв кӗртнӗ пулсан броненосец путмастчӗ, шыва кӑна кӑшт тарӑнрах анатчӗ.
Вунтӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Женя пуканӗ ҫинчен чутах йӑтӑнса анатчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Пыратчӗ те пӑрахут, бортран канат вӗҫетчӗ, ӑста матрос ӑна хӑяккӑн тӑракан стойка ҫинелле питӗ меллӗн ҫавӑрса ывӑтатчӗ, пристаньре часах халӑх тулатчӗ те пристанӗ вара хӑй те куҫа палӑрмаллах шывалла анатчӗ — ҫав чипер тумланнӑ та савӑнӑҫлӑ шавлакан ҫынсен никамӑн та ман ҫумра нимӗнле ӗҫ те пулман.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Самолет анатчӗ ҫав.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫав вӑхӑтра пӗр ҫын пусма тӑрӑх анатчӗ, атӑ кӗлипе хытӑ шаклаттарса пусать, пирӗн тӗле ҫитес умӗн карлӑк урлӑ пӗшкӗнчӗ те аялалла пӑхрӗ, вӑл Лури иккенне палласа та илтӗм эпӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Грушницкий такӑннӑ-мӗн; вӑл тытнӑ турат хуҫӑлнӑ та, хӑй месерлех аялалла шуса анатчӗ пулӗ, юрать-ха секунданчӗсем тытма ӗлкӗрчӗҫ.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫавӑнпа вал ҫинчен пӑхма илемлӗччӗ: пӗр енче темиҫе ҫырма ҫурса пӗтернӗ сарлака уҫланкӑччӗ, вӑл тусен тӑррине ҫитичченех сарӑлнӑ вӑрман хӗррине тухатчӗ; ун ҫинче тӗллӗн-паллӑн аулсем тӗтӗм кӑларатчӗҫ, ут кӗтӗвӗсем ҫӳретчӗҫ, — тепӗр енче ӑшӑх ҫырма юхатчӗ, ун ҫумнелле Кавказӑн тӗп тӑрӑхӗпе пӗрлешекен чуллӑ сӑртсене витсе тӑракан ҫӑра ката тӑсӑлса анатчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Шалчасем ҫумне ҫыхнӑ хӑма таткисем ҫине тӑратчӗ, ҫурӑмӗпе каялла тӗртӗнсе илсе стена ҫумӗнчен уйӑрлатчӗ те пӗр-утӑм, иккӗ, виҫҫӗ тӑватчӗ, унтан кӗлетке пӗр еннелле-сулӑнма пуҫлатчӗ те — вӑл ҫӗре сиксе анатчӗ, шалчисем хула хӗрринчи урамри тусанлӑ курӑк ӑшне ӳкетчӗҫ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950