Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

аллаппине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗн аташан эс, Йысна! — ик аллаппине кукӑль пек пӗрлештерсе янахӗ айне тытрӗ те маччаналла пӑхрӗ Сераситдинов.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ворошилов патне пырсан, вӑл аллине хӑвӑрт ҫӗклерӗ те, аллаппине кӑшт ҫеҫ питҫӑмарти патне ҫитейми тытса, ҫавӑнтах каялла илчӗ.

Подойдя к Ворошилову, четко подкинул руку, не донеся ладонь до скулы, и тотчас отнял ее.

7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Дзюба аллаппине мӑйӗ тӗлне тытса кӑтартнӑ та: «Эсӗ кунта маншӑн ҫак таранах кирлӗ!» — тенӗ.

«Ты мне здесь вот как понадобишься!» — Дзюба ребром ладони резанул себя по горлу.

12 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Судьясем сиккелесе илчӗҫ, хура манти тӑхӑннӑ ватӑ француз де-фабер сӗтел ҫине пӗшкӗнчӗ те аллаппине хӑлхи патне тытса шӑпланчӗ.

Насторожились судьи, старый француз де Фабр в чёрной мантии налёг грудью на стол, вытянулся вперёд и, приложив к уху ладошку раковиной, весь замер.

Ӗмӗт тулчӗ! // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.

Виктор манӑн аллаппине хыттӑн чӑмӑртарӗ:

Виктор крепко сжал мою ладонь:

Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Атте манпа юнашар сӗтел хушшине ларса хӑйӗн сулмаклӑ вӗри аллаппине манӑн пӗҫӗ ҫине хучӗ.

 — Отец садится рядом со мной, кладет на мое колено свою тяжелую, горячую ладонь.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Дульник аллаппине ярт тӑсса тытнӑ пӳрнисене тӑнлавӗ тӗлӗнчен антармасӑр, кӑкӑрне каҫӑртарах, сулахай аллине пӗҫӗ тӑрӑх ярт тытса, «Смирно» командӑпа тӗлӗнмелле чаплӑ тӑрать.

Дульник стоял в идеальном положении по команде «смирно», не опуская ладони от своего виска, с откинутыми назад плечами.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Эпӗ офицерсемпе акӑ мӗн тӑватӑп, — терӗ те Шиллер аллаппине ҫӑварӗ патне тытса «фу!» тесе вӗрчӗ.

Я с офицером сделает этак: фу! — при этом Шиллер подставил ладонь и фукнул на нее.

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Дима патне чупса пычӗ те вӑл шӑп унӑн сӑмси ҫывӑхне аллаппине тӑсса сарчӗ, алли ҫинче йӑлтӑркка икӗ пӑхӑр патрон курӑнчӗ.

Он подбежал к Диме и раскрыл перед его носом ладонь, на которой поблёскивали две медных гильзы.

Курман-илтмен кайӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–28 с.

Кэмпбел поручик ҫине йӗрӗннӗ пекрех кулса пӑхса илчӗ, Григорие ҫаннинчен туртса, сӑмахсӑр ӑнлантарма тытӑнчӗ: абрикос вӑррине сӗтел варринерех шутарчӗ, унпа юнашар, танлаштарса кӑтартнӑ пек, хӑйӗн пысӑк аллаппине касмалла хучӗ те, чӗлхипе чаплаттарса илсе, вӑрра аллипе хупларӗ.

Кэмпбелл с пренебрежительной улыбкой посмотрел на поручика, тронул Григория за рукав, молча начал объяснять: подвинул на середину стола абрикосовую косточку, рядом с ней, как бы сопоставляя, ребром поставил свою большую ладонь и, щелкнув языком, прикрыл ладонью косточку.

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Мучи, тӗлӗннӗ пек куҫне хӗстерсе, аллаппине шурӑ куҫ харшийӗ тӗлне тытрӗ.

Дед изумленно прижмурился и положил на белые брови ладонь.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Аллаппине урлӑ касса татса, хӗҫ Чернецовӑн каялла ывӑтса тытнӑ пуҫӗ ҫине анса ӳкрӗ.

Видел, как углом сломалась перерубленная кисть, и шашка беззвучно обрушилась на откинутую голову Чернецова.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Валет ним иккӗленсе шухӑшламасӑр ӑна хӑйӗн ҫирӗм ҫул хушши йывӑр ӗҫре пирчесе хытнӑ аллине тыттарчӗ, вӑйсӑрланнӑ сивӗ пӳрнисене чӑмӑртаса, аллаппине ҫӗклесе кӑтартрӗ.

Валет, не колеблясь, сунул ему свою черствую, изрубцованную двадцатилетним трудом руку, пожал холодные, безвольные пальцы немца и поднял ладонь.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Старик ӑна шӑлса пӑрахрӗ, аллаппине чӗрӗ пиртен ҫӗленӗ аялти йӗм ҫумне шӑлса типӗтрӗ.

Дед смахнул ее, ладонь вытер о суровые холщовые подштанники.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл аллаппине канав хӗрринчи тӗпренчӗк хӗрлӗ тӑм ҫине шӑлчӗ те нимӗн чӗнмесӗр табак туртма тытӑнчӗ.

Он вытер ладонь о коричневую крошкую глину насыпи, молча стал закуривать.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дуняшка, куҫҫульне ҫӑтса, малтанхи йӗркине вулать те, Пантелей Прокофьевич, кукленсе ларса итлекенскер, лаша чӗрни евӗрлӗ сарлака хура аллаппине ҫӳлелле ҫӗклет.

Дуняшка, глотая слезы, прочитывала первую фразу, и Пантелей Прокофьевич, обычно сидевший на корточках, поднимал торчмя широкую, что лошадиное копыто, черную ладонь.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Австри салтакӗ, хӑвӑртрах вараланчӑк аллаппине ыйткалакан пек малалла кӑмтарнӑ та, ҫав вырӑнтах, решеткеллӗ картан эрешлӗ хӑйӑвӗ ҫумӗнчех выртать.

Тот лежал там же, у игривой тесьмы решетчатой ограды, вытянув грязную коричневую ладонь, как за подаянием.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Томилин, тарланӑ аллаппине шӑлавар ҫумне шӑлса илчӗ те, куҫне шӑмарнӑ Сергей Платонович ҫине кӑкӑрӗпе хирсе кӗрсе кайрӗ.

Томилин, вытирая о шаровары потные ладони, грудью пер на нахмуренного Сергея Платоновича:

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Петро, ӗҫленӗ чух тӑхӑнакан улӑм шлепке хӗрри патне вараланчӑк аллаппине тытрӗ те, тинкерсе пӑхма тытӑнчӗ.

Петро всматривался, положив на поля соломенной рабочей шляпы грязную ладонь.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Следователь, пӗчӗк кӑна кӗнеке ҫине аллаппине хурса, унӑн заглавине хупларӗ.

Следователь положил ладонь на небольшую книгу, прикрывая заглавие.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней