Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

акнӑ (тĕпĕ: ак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ефим тимӗрҫӗ лаҫҫинче мӑлатук ҫапакан та пулнӑ, авӑн ҫапакан машина барабанӗ патӗнче те ӗҫленӗ е арӑмӗпе пӗрле «вӑхӑтлӑха» кӗрӗшсе суха тунӑ, тырӑ акнӑ, утӑ ҫулнӑ, ҫуркуннерен пуҫласа хура кӗрччен хиртен кӗмен…

А Ефим то работал в кузне молотобойцем, то зубарем на молотилке, а то с женой поступил «на срок» — пахали, сеяли, косили траву и с весны до осени безвыездно находились в поле…

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Суха сухаланӑ, тырӑ акнӑ, вӑкӑрсене пӑхнӑ, утӑ ҫулнӑ, авӑн ҫапакан машинӑна кӗлте парса тӑнӑ, — пӗчӗкрен пуҫласа ӗнерхи пуху таран унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ темле ҫӗнӗ ҫутӑпа ҫуталса, ун умне тухса тӑчӗ.

Вспоминал, как когда-то пахал, сеял, ухаживал за быками, косил сено, подавал снопы на молотилку, — вся его жизнь от ранней юности до вчерашнего собрания в каком-то новом освещении встала перед ним.

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Казаксен учӗсем нимӗҫсен тирпейлӗ сухаласа акнӑ хирӗсене таптаса ватаҫҫӗ, ҫурчӗ-йӗрӗсене вут тивертсе ҫунтараҫҫӗ.

Казачьи кони копытили аккуратные немецкие поля, казаки жгли немецкие жилища.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Манӑн акнӑ ҫерем те теҫеттин ытла.

У меня ить боле ста десятин посеву.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑйӗн казак пай ҫӗрӗпе сутӑн илнӗ ҫӗр ҫинче табунсем тытнӑ, ҫын аллипе тырӑ акнӑ, хӗллепе кӗркунне акар-йытӑсемпе сунара ҫӳренӗ тата, хушӑран, шурӑ пӳлӗме питӗрӗнсе ларса, эрни-эрнипе ӗҫсе пурӑннӑ.

Держал на своей казачьей паевой и купленной земле табуны, сеял — чужими руками — хлеб, зимой и осенью охотился с борзыми, изредка, запираясь в белом зале, пил неделями.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫапла тунипе вӑл, делегатсене пӗр вӑхӑтлӑха шухӑшра та пулин залран тухма, вара кӗтӳ кӗтмелли вырӑнсенче, кӗтӳсенче, ҫӗрмамӑкӗ акнӑ вырӑнсенче, уй-хир станӗсенче пулса курма чӗннӗ пек туйӑнчӗ; паллӑ ҫынсен хушамачӗсене — хӑй умӗнче лараканнисене те, кунта ҫук пулсан та вӗсем ҫак ҫулсенче ӗҫлеме тивнисенне те кала-кала пачӗ; мӗн туни тата малашне мӗн-мӗн тумалли ҫинчен те тӗплӗн каларӗ…

Таким образом он, приглашал делегатов мысленно побывать на пастбищах, в кошарах, в полеводческих станах, называл фамилии знатных людей — и тех, кто сидел перед ним, и тех, кого здесь не было, но с кем пришлось в эти годы работать; подробно говорил о том, что уже сделано и что еще предстояло сделать.

XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Катмар пӗлӗтсем хушшинчен хӗвел пайӑрки сайра-хутра ҫеҫ пӑхкаласа илет; ҫеҫенхирте йӗп-йӗпе, тен, ҫавӑнпа пулӗ, тӗксӗм-сӑрӑ кукурузӑпа юнашар акнӑ кӗрхи тыррӑн анлӑ пуссисем йӑмӑххӑн палӑрса выртаҫҫӗ; ҫумӑр шывӗпе ҫӑвӑннӑ калча сип-симӗс — ҫакӑн пек тап-таса тӗсе ниепле художник та пир ҫине ӳкерме пултарас ҫук пек туйӑнать.

Луч солнца редко где проглядывал сквозь набухшие тучи; степь была мокрая, и, может быть, поэтому рядом с темно-серой кукурузой уж очень ярко выступали просторные площади озими; всходы были свежие, умытые и зеленые-зеленые — кажется, ни один художник не смог бы положить на полотно такую сочную краску.

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Тӗрӗс, агрономилле кӑтартса панӑ тарӑнӑш пур ҫӗрте те сухаламаҫҫӗ: пӗр плугӗ тарӑн илет, ҫӗр сийне анлӑн сире-сире пӑрахать, тепри ҫӗр питне кӑна сирсе тухать; тырӑсене те тӗрлӗрен акаҫҫӗ: пӗр ҫӗрте речӗ-речӗпе, тепӗр ҫӗрте шӑйрӑксемлӗ; пӗр ҫӗрте ҫурхи тырӑсем ҫӳллӗ, таса, вӗсене хуҫалла лайӑх тата вӑхӑтра ҫумласа тасатнӑ, теприсене ҫумкурӑкӗ пусса илсе пӗтерсе лартнӑ, — ҫӗрӗҫлекен юлхавланнӑ курӑнать, ҫуркунне тырӑ пӗрчине ҫӗре пӑрахнӑ та, ун ҫинчен манса кайнӑ, анчах хӑй ҫимӗҫне пухма хатӗрленет; кунсӑр пуҫне тата пилӗк пусӑллӑ пусӑҫаврӑнӑшӗпе, тап-таса ҫӗртмепе тата курӑк акнӑ уйпа юнашар халӗ те вилмен карчӑка-йӑранлӑ анасене курма пулать; пӗр сӑмахпа каласан, ҫӗре пур ҫӗрте те пӗр пек ӗҫлесе ҫемҫетмен, анчах плуг хӑйӗн тӗренӗ вӗҫӗпе те пулин пырса тивмен пӗр татӑк ҫӗр те ҫук; хӑшпӗр кая юлнӑ ҫӗрӗҫлекен хӑй пӗлекен тӳремлӗх ҫине пӑхса, ҫакна пӗтӗмпех курать те ирӗксӗрех ҫапла калать:

Правда, не везде глубина вспашки соответствует агроминимуму: один плуг берет глубоко, пласт земли подымает широкий, а другой сдирает лишь корку; посевы тоже есть разные: там рядок в рядок, а там одни огрехи; одни пропашные рослые, чистые, по-хозяйски и вовремя прополоты, а другие зачахли в сорняках — видно, что хлебороб поленился, бросил зерно по весне в почву да и забыл о нем; к тому же можно встретить рядом с пятипольными севооборотами, с чистыми парами и травосеянием живую старушку — чересполосицу; словом, качество обработки поля не всюду одинаковое, но зато, кажется, уже нет такого клочка земли, которого не коснулся бы плуг хотя бы кончиком своего лемеха, так что иной запоздавший хлебороб взглянет на знакомую равнину, увидит все это и невольно скажет:

XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пирӗн уй-хирсем анлӑ, акнӑ тырӑсем тӗп-тӗрӗс пулччӑр тесен, ҫивӗч куҫ пулни кирлӗ — эсӗ пурне те харӑс курма тивӗҫ…

У нас поля обширные, и, чтобы посевы были в сохранности, требуется острый глаз, чтобы ты все сразу видел.

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Акнӑ тӗпсем ҫук, ун вырӑнне пӗтӗм утравӗпе темӗн чухлӗ ҫамрӑк йывӑҫ тупӑнать…

Нет сеянцев — так зато по всему острову найдется столько молодой поросли…

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Тӗрӗссипе каласан, вӗсем пур, анчах сахал — хама йӑпанмалӑх ҫеҫ акнӑ

Вернее сказать, они есть, но это же мало — сеял себе для забавы…

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Эпӗ халӗ вӑрман ӑстӑҫи маррине, лесник анчах иккенне эсир пӗлетӗр-ҫке, эпӗ нимӗн те хатӗрлемен, манӑн акнӑ тӗпсем те ҫук…

Вы ж знаете, я теперь не лесовод, а лесник, ни к чему не готовился, у меня нет сеянцев…

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Юратса пӑрахнӑ та, вара райзо ирӗк панипе темиҫе йӑран йывӑҫ вӑрри акнӑ.

Облюбовал, а потом с ведома и согласия райзо посеял несколько грядок леса.

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫук, Прокофий Иванович, куратӑп эпӗ: ку таранччен эпир иксӗмӗр шӑп та лӑп пурӑннӑ, ҫӗре сухаланӑ, акнӑ, агротехникӑна вӗреннӗ, Тимирязева вуланӑ, халӗ эпӗ пирӗн хушӑра пысӑк харкашу пуласса сисетӗп.

Нет, Прокофий Иванович, вижу я, что жили мы с тобой до сих пор тихо и мирно, пахали землю, сеяли, изучали агротехнику, читали Тимирязева, а теперь я предвижу между нами большую ссору.

VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫеҫенхирте пулсан, Татьяна яланах акнӑ тырӑсем епле ӳснипе, ҫӗр мӗнле лайӑх пулнипе, уйрӑм участоксенчи ҫӗрӗн нӳрлӗхӗ мӗнлипе, кукуруза пуҫӗ епле чӑмӑртаннипе, тулӑ шӑркана ларни-ларманнипе интересленнӗ, колхозниксемпе калаҫнӑ пулсан та, пуринчен ытла каллех агротехника ҫинчен калаҫнӑ.

Обычно, бывая в степи, Татьяна интересовалась ростом посевов, структурой почвы, влажностью отдельных участков земли, завязью кочанов кукурузы, цветением пшеницы, а если разговаривала с колхозниками, то опять же больше всего об агротехнике.

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Тӑваттӑмӗш кун ывӑнма пӗлмесӗр ӗҫлеҫҫӗ саперсем, гитлеровецсем каменоломньӑсем патне пымалли вырӑнсене, ҫарӑк акнӑ пек, йӑвӑ лартса тухнӑ минӑсене асӑрханса ҫӗртен кӑлараҫҫӗ те сиенсӗрлетеҫҫӗ.

Четвертый день без устали работали саперы, осторожно вынимая из земли и обезвреживая сотни мин, которыми гитлеровцы усеяли все подходы к каменоломням.

Володя урамӗ (Эпилог) // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Эпир акнӑ вӑрлӑхран вунӑ хут нумайрах тырӑ пухса илтӗмӗр.

Мы получили урожай в десять раз больше чем посеяли зерна.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Йывӑҫсем хушшине пытнтӑм пулин те, хытӑ шикленетӗп: тискер этемсем, утрав тӑрӑх чупкаласа ҫӳреме тытӑнсан, манӑн акнӑ уйсене, кӗтӗве, ҫурта курсан, кунта ҫынсем пурӑннине часах туйса илме пултараҫҫӗ, вӗсем вара мана шыраса тупмасӑр та чарӑнмӗҫ, тесе хӑрама пуҫларӑм.

Но и оставаясь в роще, я испытывал большое беспокойство: я боялся, что, если дикари начнут шнырять по острову и увидят мои возделанные поля, мое стадо, мое жилье, они сейчас же догадаются, что в этих местах живут люди, и не успокоятся, пока не разыщут меня.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Калас пулать, акнӑ тырӑ манӑн нумай марччӗ, ҫавӑнпа та ӑна вырма йывӑрах пулмарӗ.

Впрочем, хлеба было у меня так немного, что убрать его не составляло большого труда.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ акнӑ участок пысӑках мар, мӗншӗн тесен малтанхи ҫул акнӑ тырӑ шӑрӑхпа типсе кайнӑ пирки урпи те, рисӗ те бушелӗн саккӑрмӗш пайӗ чухлӗ ҫеҫчӗ.

Возделанный мною участок был невелик, потому что, как я уже говорил, засуха погубила почти весь посев первого года и у меня оставалось не более осьмушки бушеля каждого сорта зерна.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней