Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

администрацийӗ (тĕпĕ: администраци) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Фестиваль вырӑнти культура ҫурчӗсен ӗҫченӗсем, ҫамрӑксен канашӗн членӗсем тата ял тӑрӑх администрацийӗ тӑрӑшнипе пӗрремӗш хут иртрӗ.

Помоги переводом

Ҫава сасси вӑшт! та вӑшт! // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Пӳрте тума ял тӑрӑхӗн администрацийӗ пулӑшрӗ, сарайне кивӗ хӑмаран хӑпартрӑмӑр.

Помоги переводом

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Ял тӑрӑхӗн администрацийӗ те ырӑ пуҫарӑва ырланӑ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ музей йӗркеленет // Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Манӑн шухӑшпа — больница администрацийӗ ҫур ҫул каялла палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫланӑ.

Помоги переводом

«Чир те сирӗлнӗн туйӑнать…» // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх — паян, эрнекун, Павел Усанов ӳтне Ҫӗнӗ Шупашкара илсе килеҫҫӗ.

Помоги переводом

Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ кӗвӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Комсомольски район администрацийӗ вырӑнти техника инвентаризацийӗн бюровӗпе тинех ҫивӗч ыйтӑва татса панӑ: пай ҫӗрне хуҫалӑхсен сухалакан уй варринче уйӑрмаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫӗрӗн тухӑҫ кӳмелле // Лариса НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Пирӗн тӑрӑхри вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем - район администрацийӗ тата 12 ял поселенийӗ.

Помоги переводом

Ӗҫченсем спортпа та туслӑ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Пирӗн районта 11 муниципаллӑ йӗркеленӳ пур: 10 ял тӑрӑхӗ тата район администрацийӗ, вӗсенче 67 муниципаллӑ служащи тӑрӑшать.

Помоги переводом

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Аслӑ Елчӗк ял тӑрӑхӗн администрацийӗ пӗтӗм ӗҫ-хӗле ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатас тӗлӗшпе йӗркеленӗ.

Помоги переводом

Пӗтӗмпех - ҫынсемшӗн // Г.АДЮКОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

ЧР Культура министерстви тата район администрацийӗ панӑ сертификатпа /400 пин тенкӗ/ сасӑ, ҫутӑ хатӗрӗн, компьютер, сцена тумӗ туяннӑ, художество пултарулӑх коллективӗ валли ҫӗнӗ тум ҫӗлетнӗ.

Помоги переводом

Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Вырӑнти медресере микроавтобус пур, вӑтам шкул администрацийӗ вӗсемпе килӗшӳ ҫырасшӑн, транспорта арендӑна илесшӗн.

Помоги переводом

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Пурӗ 26 млн тенкӗ кирлӗ, хальлӗхе ял тӑрӑх администрацийӗ 11 млн тенкӗ палӑртнӑ, ӑнлантӑр ӗнтӗ, ку кӑна ҫителӗксӗр, ҫавӑнпа та ыйтӑва пӗр ҫулта кӑна татса пама май килмӗ.

Помоги переводом

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Чӑрӑшкасси ял тӑрӑх администрацийӗ тата шкул, вырӑнти депутатсем вӗсене ҫапла майпа канма тӑтӑшах май туса параҫҫӗ.

Помоги переводом

Выляса канаҫҫӗ тӑрӑнсем! // Антонина Ефимова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ҫул ҫитмен ачан гражданина палласа илмелли паллисене ҫырса шкул администрацийӗ тӗрӗсех тунӑ-ши?

Помоги переводом

Ача ятне те палӑртма юрамасть // Людмила БУСОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Пӗрлехи юмах службине хула администрацийӗ карас ҫыхӑнӑвӗпе тивӗҫтерекен операторсенчен пӗринпе йӗркеленӗ.

Единую сказочную службу городская администрация организована с помощью одного из операторов сотовой связи.

Пӗрлехи юмах служби ӗҫлет // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/10855.html

Кун ҫинчен Шупашкар хула администрацийӗ хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ.

Об этом Чебоксарская городская администрация сообщила на своем сайте.

Пӗрлехи юмах служби ӗҫлет // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/10855.html

Тав Турра, пирӗн тата Америка ҫӗршывӗн ертӳҫисем юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче лару-тӑрӑва йӗркене кӗртнӗ: США администрацийӗ Совет Союзӗ вӗсене Турцири базӑсенче вырнаҫнӑ ядерлӑ ракетӑсене илсе тухма ыйтнипе килӗшнӗ.

Помоги переводом

Шăпа кулач çитермен // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней