Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пилӗк-ҫурӑмне авас килмерӗ курӑнать.
Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.
Вӑй хурсах пилӗк авас — хӑнӑхманни пӗтерет.
Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.
Ӗлӗк эртел членӗсем хӑваран корзинка авас тӗлӗшпе ытларах ӗҫлетчӗҫ, халӗ, юманпа вӗрене нумай турттарса килнӗ хыҫҫӑн, ӳречеллӗ ҫуна тӑварах парасҫӗ.
ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Авас пулсан та, вӑл виҫӗ кунта пӗр корзинка авас ҫук».
ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Атӑлкассисем корзинка авас, ҫуна-урапа тӑвас ӗҫе халь ҫеҫ вӗренмен, вӑл Михалапа Сахрун стариксен ашшӗсемпе аслашшӗсем пуҫласа янӑ ӗҫех пулнӑ.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Пӗр виҫӗ ҫынни — вӗсен шутӗнчех Сима Дедушкин та пур — вӗҫенкайӑксем тата ытти чӗрчунсем тытса усрамалли читлӗхсем тӑваҫҫӗ, Пушкаревсен килйышӗ пысӑк тетелсем авас ӗҫпе аппаланать, Стрельцовсем хурӑн тымаррисенчен пӗчӗк арчасем, чеен хайласа вырнаҫтарнӑ вӑрттӑн пӳлӗмсемлӗ ещӗксем ӑсталаҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Хулӑ чухне авмасан, патак чухне авас ҫук сана, ачам, ӳлӗмрен пуҫ ҫинех хӑпарса ларӑн.
IV. «Харам пыр» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Манӑн хамӑн вырӑн пур, эсӗ вара ӗҫсӗр ларатӑн, турра усӑсӑр кӗлтӑвас, турӑшсем умӗнче ҫурӑмна пустуях авас вырӑнне луччӗ шӑши тыт.
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
- 1