Поиск
Шырав ĕçĕ:
Захар хӑйӗн арӑмне ҫакнашкал пултарулӑхшӑн кӳренетчӗ, нумайӑшӗ ҫаплах кӳренеҫҫӗ — Штольц вара куншӑн телейлӗ!Захар обижался такой способностью в своей жене, и многие обижаются, — а Штольц был счастлив!
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга асӑрхаттарни, канаш пани, ырлани е ырламанни Штольцшӑн яланхи тӗрӗслев пулса тӑчӗ: Ольга та ун пекех ӑнланнине, унран япӑхах мар тавҫӑрнине, шухӑшланине сисрӗ Штольц…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Малтанах Штольц Ольгӑран пытарма ҫукран ҫеҫ ҫапла тӑватчӗ: ҫыру ҫырать-и, повереннӑйпа, пӗр-пӗр подрядчикпе калаҫать-и — яланах Ольга умӗнче, ун куҫӗ умӗнче; кайран ку хӑнӑхӑва кӗре пуҫларӗ, юлашкинчен йӑлана кӗрсе юлчӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл вуламасӑр Штольц пӗр ҫыру та ямасть, пӗр шухӑша та ӑна пӗлтермесӗр пурнӑҫламасть; Ольга йӑлтах пӗлет, пуринпе те интересленет, мӗншӗн тесен Штольца интереслентерет.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц Ольгӑна хӑйӗн канӑҫсӑр, ӗҫлӗ пурнӑҫӗпе паллаштарчӗ, мӗншӗн тесен Ольга хускалусӑр, сывлӑшсӑр пекех, пурӑнма пултараймасть.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ют ҫӗршывра Штольц пӗччен вулама, ӗҫлеме манчӗ: кунта Ольгӑпа куҫа-куҫӑн, вӑл шухӑшлама та Ольгӑпа пӗрле шухӑшлать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга пӗр-пӗр япала ҫинчен шухӑша кайсан — Штольц ун тупсӑмне ӑнлантарма васканӑ.Задумывалась она над явлением — он спешил вручить ей ключ к нему.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Малтанах Штольцӑн Ольгӑн ӑс-хакӑлӗпе чылай кӗрешме, ҫамрӑклӑхӑн хӗрӳлӗхне пытарма, кӑмӑл хавхаланӑвӗсене лӑплантарма, пӗр пек лӑпкӑ пурӑнма тивнӗ, анчах ку нумайлӑха пыман: Штольц кӑшт ӗненсе куҫ хупсанах, каллех пӑлхану пуҫланнӑ, пурнӑҫ вӗреме тытӑннӑ, канӑҫсӑр ӑс, пӑлханнӑ чӗре ҫӗнӗ ыйтусем панӑ; пӑшӑрханнӑ шухӑш-ӗмӗте пусармалла пулнӑ, хӑйне хӑй сахалтарах е ытларах юратма тивнӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унта Штольц Ольгӑн тӗпсӗр тарӑн чунне ӑнланма пуҫларӗ: ҫав чуна вӑл нихҫан та канӑҫтарма пултарайман.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга, хӑйне юратнипе именсе, хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне чылайччен кӑтартман, Штольц ют ҫӗршывра асапланса кӗрешнӗ хыҫҫӑн тин ӑна асӑрхарӗ те тӗлӗнсе кайре; ҫав нумай шанчӑк паракан, манӑҫа тухнӑ ача халӗ кӑмӑллӑ та вӑйлӑ сӑнар пулса тӑнӑ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц ҫакна ним те сисмен, вӑл Ольгӑран малашне нумайӑшне кӗтнӗ, анчах питӗ малашне; вӑл Ольгӑна хӑйӗн мӑшӑрӗ пуласса нихҫан та сунман.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц ӑна ун чухне тинкеререх сӑнанӑ пулсан, ҫакна тавҫӑрса илнӗ пулӗччӗ; Ольга хӑй ҫулӗпе пӗчченпе пӗрех пырать, инкек-синкекрен ӑна инкӗшӗ ячӗшӗн ҫеҫ сыхлать; авалхи йӑх, хушамат, сослови, кивелнӗ йӑла-пӑла ҫинчен вӗрентсе каласа, ӑна ырӑ ятлӑ няньӑсем, асламӑшӗсем, инкӗшӗсем чӑрмантармаҫҫӗ; ӑна кивӗ ҫулпа вӑйпа ертсе каймаҫҫӗ; вӑл ҫӗнӗ сукмакпа утать, ҫав сукмак ҫинче вӑл хӑй ӑсӗпе, куҫӗпе, туйӑмӗпе йӗр хывать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хушӑран, Ольга питӗ ӑслӑ шухӑшлама, ӑнланма пултарнине, вӑл суйманнине, пурне те юрасшӑн тӑрӑшманнине, унӑн туйӑмӗсем мӗнле ҫуралнӑ, ҫавнашкалах ирӗклӗн сӳрӗлнине, вӑл никам евӗрлӗ те мар, хӑй евӗрлӗ, хӑюллӑ, ҫирӗп, таса пулнине курсан — Штольц вӑл ҫапла пулнинчен тӗлӗннӗ кӑна, хӑй вӗрентсе каланисене астуса та илеймен.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц юрату, авлану ыйтӑвӗпе вылямарӗ, укҫашӑн, палла-тӑран пулӑшӑвӗшӗн, ӗҫшӗн вакланма шут тытмарӗ, ҫапах вӑл, турист, негоциант пулнӑскер, килтен тухмасӑр мӗнлерех пурӑнма пултарасси ҫинчен шухӑшлакаларӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӗмӗт! — тенӗ Штольц, хӑйӗн усӑсӑр ӗмӗтӗнчен кулкаласа.Мечта! — говорил он, отрезвляясь, с улыбкой, от праздного раздражения мысли.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц пророкла малалла пӑхнӑ, унта вӑл тӗтрери пек, хӑйӗн туйӑмӗсен сӑнарне курнӑ, ҫав сӑнарпа пӗрлех ӑна хӗрарӑм сӑнарӗ те курӑннӑ: вӑл — ун ӗмӗчӗсенчи пекех, ҫав тери нимпе палӑрман пекех, анчах ҫутӑ та таса сӑнар.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Мӗнле-ха ку: ҫутҫанталӑк саккунӗсене пула этем ҫапла пултарулӑхсӑр ҫуралать-и? — шухӑшланӑ Штольц: — е ку хатӗрленментен, вӗренментен килет-и? — Ӑҫта-ха ҫав хӑйӗн илӗртӳне нихҫан ҫухатман, кулӑшла пулман, улшӑнакан, ҫапах та сӳнме пӗлмен кӑмӑл-туртӑм?
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тен, чӑнах, урӑх ним те кирлӗ мар?» хӑйне хӑй ӗненмесӗр шухӑшланӑ Штольц, хӑшпӗрисем мӗнле хӑвӑрт авланса, арлӑ-арӑмлӑ пурӑнма тытӑннинчен тӗлӗнсе.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц ашшӗн пурнӑҫӗ, чул ҫинчи авалхи ҫыру пек, пуриншӗн те паллӑ пулнӑ, ҫав пурнӑҫра нимӗнле урӑх йӗр те пулман.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Юратупа авлану ҫине Штольц хӑйне евӗрлӗ, ытлашши хакласа пӑхать пулӗ, тен, анчах мӗнле пулсан та, ҫынсем пӑхнӑ пек мар.