Поиск
Шырав ĕçĕ:
31. Ҫӳлхуҫа умӗнче пӗтӗм чунупа савӑнса-хӑраса тӑр, Унӑн священникӗсене хисепле: 32. хӑвна Пултаракана пӗтӗм вӑй-халупа юрат, Уншӑн ӗҫлекенсенчен ан сивӗн.
Сир 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Эй ывӑлӑм! вӗренессӳ килсессӗн — ӑна вӗренӗн, ӑна пӗтӗм чунупа парӑнсассӑн — пурне те тума пултарӑн.
Сир 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ӑслӑлӑх патне пӗтӗм чунупа туртӑн, мӗнпур вӑйран ун ҫулӗпе ҫӳреме тӑрӑш.27. Приблизься к ней всею душею твоею, и всею силою твоею соблюдай пути ее.
Сир 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эсӗ чунупа ҫилленме ан васка: ҫилӗ вӑл ухмахсенӗн ӑшне йӑва ҫавӑрать.9. Не будь духом твоим поспешен на гнев, потому что гнев гнездится в сердце глупых.
Еккл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Халӗ ӗнтӗ пӗтӗм Израиль куҫӗ умӗнче, Ҫӳлхуҫа пухӑвӗ умӗнче Туррӑмӑр илтмелле калатӑп: Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн мӗнпур ӳкӗтне уяса пурӑнӑр, вӗсенчен ан пӑрӑнӑр, ҫавӑн чухне тин ҫак ырӑ ҫӗре тытса тӑма, ӑна ӗмӗрлӗхе ачӑрсене еткерлӗхе хӑварма пултарайӑр; 9. эсӗ вара, Соломон ывӑлӑм, хӑвӑн аҫун Туррине ан пӑрах, пӗтӗм чӗрӳпе те чунупа Уншӑн ӗҫле, мӗншӗн тесессӗн Турӑ пур чӗрене те тӗрӗслесех тӑрать, шухӑш хусканӑвне те пӗлет.
1 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ан тив, сана [тӳпен пӗр хӗрринчен] тӳпен тепӗр хӗрри таранах сапаласа янӑ пултӑр, Ҫӳлхуҫа Турру сана унтан та пуҫтарса килӗ, унтан та илсе килӗ, 5. Ҫӳлхуҫа Турру сана [унтан та] хӑвӑн аҫусем тытса тӑнӑ ҫӗршыва илсе ҫитерӗ, вара эсӗ ӑна хӑвӑн аллуна еткерлӗхе илӗн; ҫапла Вӑл сана ырӑлӑх парӗ, аҫусенчен те ытларах ӗрчеттерсе ярӗ; 6. эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунтан юратинччӗ тесе, ҫапла туса санӑн пурӑнмалла пултӑр тесе, Ҫӳлхуҫа Турру санӑн чӗрӳ ӳтне те, санӑн тӑхӑмусен чӗрин ӳтне те касӗ; 7. ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Турру ҫак мӗнпур ылхана хӑвна хӗсӗрлесе тӑракан тӑшманусем ҫине, хӑвна курайманнисем ҫине ҫавӑрӗ, 8. эсӗ вара, Ҫӳлхуҫа [Турру] енне ҫаврӑнса, Унӑн сӑмахне итлесе пурӑнӑн, эпӗ паян сана ӳкӗтлесе каланине — Унӑн пур ӳкӗтне — туса тӑрӑн; 9-10. Ҫӳлхуҫа Туррун ҫак саккун кӗнекинче ҫырнӑ ӳкӗчӗсене, Вӑл хунӑ йӗркесене [тата Унӑн саккунӗсене] тытса, [пурне те пурӑнӑҫласа] хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итлесе пурӑнсассӑн, Ҫӳлхуҫа Турру енне пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа ҫаврӑнсассӑн, Ҫӳлхуҫа Турру сан аллун пур ӗҫне те ӑнтарса пырӗ, йӑхна ӗрчетсе тӑрӗ, выльӑху-чӗрлӗхӳн хунавне те, сан ҫӗрӳн ҫимӗҫне те ытлашшипех парса тӑрӗ; сана ырӑлӑх кӑтартса, Ҫӳлхуҫа [Турру] саншӑн каллех, аҫусемшӗн савӑннӑ чухнехи пекех, савӑнса тӑрӗ.
Аст 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫакна ҫеҫ: санӑн Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, хӑрамалла, Унӑн ҫулӗпе ҫӳремелле, Ӑна юратмалла, Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа пӑхӑнса тӑмалла, 13. хӑвна ырӑ пултӑр тесессӗн, Ҫӳлхуҫанӑн [хӑвӑн Туррун] ӳкӗчӗсемпе йӗркисене — эпӗ паян сана каласа хӑварассине — тытса пурӑнмалла.
Аст 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй Израиль, итле: Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр — пӗртен-пӗр Ҫӳлхуҫамӑр; 5. Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм вӑй-халупа юрат.
Аст 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Анчах эсӗ унта Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, шырама тытӑнсассӑн, пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа шырасассӑн, [Ӑна] шыраса тупӑн.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2