Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ну, чипер юлӑр!
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӗрӗ вара пӗчӗк кӗрӗкӗпе чӗркеннӗ те, яланхи пекех, эпӗ килессе кӗҫӗн алӑк патӗнче кӗтсе тӑрать; уйӑх унӑн каҫхи сулхӑнпа кӑвакарнӑ пӗчӗк те чипер тутисене ҫутатать.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пӗвӗ ҫӳллӗ, пит-куҫӗ тӗксӗмрех, ҫӳҫӗ хура, тинкерсе пӑхакан хура куҫлӑ, пысӑк та, ҫапах чипер сӑмсаллӑ, ун нацийӗн уйрӑмлӑхӗ, — тути ҫинче ӗмӗр палӑрса тӑракан салху та сивӗ кӳлли, — ҫаксем пурте ӑна ӑраскал хӑйне юлташлӑха панӑ ҫынсене хӑйӗн шухӑшӗсемпе хӑй мӗн юратнисене каласа кӑтартма пултарайман ҫын пек палӑртаҫҫӗ.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пилӗк минута яхӑн иртрӗ; чӗрем хыттӑн тапать, анчах шухӑшӑм лӑпкӑ, пуҫӑм сивӗ, хамӑн чунӑм чипер Мерине пӗр хӗлхем те пулин юратнине мӗн чухлӗ шырамарӑм пулӗ, ҫапах та манӑн тӑрӑшни кӑлӑхах пулчӗ.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Анчах сирӗн шухӑшӑра тавҫӑрса илтӗм эпӗ, чипер пике, сыхланӑр!
Майӑн 23-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Манран ик-виҫӗ утӑмра арҫын ушкӑнӗ тӑрать, унта чипер княжна ятне яма килӗшнӗ драгун капитанӗ те пур; вӑл темӗншӗн питӗ савӑнать, аллине сӑтӑркалать, ахӑлтатса кулать, юлташӗсене куҫ хӗсет.
Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Княгиня хӑйӗн хӗрӗпе каярах юлса кӗчӗ, хӗрӗ питӗ чипер тумланма пӗлет те; хӗрарӑмсем ун ҫине пурте хапсӑнса пӑхаҫҫӗ.
Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл ҫамрӑк, чипер, уйрӑммӑнах пуян пулӗ, эсӗ хӑратӑн тата… —
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Юрамастчӗ-ҫке ун пек, мӗншен тесен Мери питӗ чипер хӗр!..
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Халӗ-и, ӳлӗмрен-и, пӗр-пӗр чипер кун хам вилсе каяссине ӗненетӗп.— В том, — отвечал он, — что рано или поздно в одно прекрасное утро я умру.
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӑш-пӗр чухне унашкал ҫынсене хӗрсем ӑнран кайичченех юратса пӑрахни те сахал пулман, вӗсен илемсӗрлӗхне чи ҫамрӑк та роза пек чипер эндимионсен илемлӗхӗпе те улӑштарман.
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Элле, тупӑнӗ-ши пӗр-пӗр йывӑра илмен ҫамрӑк ҫын, калӑпӑр, чипер хӗре тӗл пулса, хӑй вӑхӑтне вӑл кӑлӑхах ирттернӗ май, ун ҫине пӑхма та пуҫлать пулсан, анчах хӗрӗ пӗр кӗтмен ҫӗртен урӑх качча, лешӗн пекех палламанскере, кӑмӑллать пулсан, кӳренме пӗлмен ҫамрӑк тупӑнӗ-ши, тетӗп эпӗ (паллах ӗнтӗ, пысӑк светри ҫамрӑксене илетпӗр-ха эпир, хӑйсен кӑмӑлӗсене вылянтарма хӑнӑхнӑ ҫамрӑксене).
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Эсӗ чипер хӗр ҫинчен калаҫнӑ чух акӑлчан лаши ҫинчен сӑмахланӑ пек калаҫатӑн, — терӗ Грушницкий, кӑмӑлсӑрланса.— Ты говоришь о хорошенькой женщине, как об английской лошади, — сказал Грушницкий с негодованием.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Чипер княжна пирӗн еннелле ҫаврӑнчӗ те оратор ҫине чылайччен тӗлӗнсе пӑхса тӑчӗ.Хорошенькая княжна обернулась и подарила оратора долгим любопытным взором.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кавказа та вӑл ҫав романтикла фанатизма пулах ҫитнӗ; эпӗ туятӑп акӑ, ашшӗ ялӗнчен тухса каяс умӗн, калӑпӑр, вӑл кӳршӗри пӗр-пӗр чипер хӗре тӗл пулсан, эпӗ службӑра пурӑнасшӑн ҫеҫ мар, вилӗм шырама каятӑп, тенех ӗнтӗ вӑл салхуланнӑ сассипе, ҫак тӗле ҫитсен вара, куҫне аллипе хупларӗ пулӗ те: «Мӗншӗн тесен, — терӗ пуль, — ҫук, кӑна сирӗн (е санӑн) пӗлмелле мар!
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӑй вӑл чипер те яштакскер, хурарах кӑна, хура ҫӳҫлӗ: сӑнран пӑхсан ӑна пӗр 25 ҫулта теме пулать, хӑй вӑл 21 ҫула ҫитнӗ-ҫитмен пулин те.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӗсен хушшинче питӗ чипер сӑн-питлисем те пӗр иккӗ-виҫҫӗ пур.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Каҫ пулас умӗн эпӗ ӑна алӑк умӗнче чарса тӑтӑм та ҫакӑн пек калаҫу хускатрӑм: «Чипер пике, кала-ха мана, мӗскер турӑн эсӗ паян пӳрт тӑрринче?» — тесе ыйтрӑм эпӗ.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫав тери чипер коляска!..
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Епле тӗлӗнмелле чипер коляска! — хушса хучӗ вӑл: — ӗнтӗ мӗнле те пулин чиновник Тифлиса следствине каять пуль.— Экая чудная коляска! — прибавил он, — верно какой-нибудь чиновник едет на следствие в Тифлис.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964