Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫав кун вӑл, мӗн каҫ пуличченех, Санина хӑй чӗререн хисепленине кӑтартма тӑрӑшрӗ; сӗтел хушшинче ларнӑ чухне, сумлӑн та пӗр иккӗленмесӗр, хӗрарӑмсене сиктерсе хӑварса, Санина чи малтан апат пачӗ, картла вылянӑ чухне унран тӳлев илмерӗ, картсем сахал илнӗшӗн штрафсем парса чӑрсӑрланмарӗ, кирлӗ мар ҫӗртенех: вырӑссем тӗнчере чи ырӑ та уҫӑ кӑмӑллӑ, чи паттӑр та хӑюллӑ халӑх! тесе хучӗ.
XIX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Урана ампутацилесси — чи ансат ӗҫ, чи шанчӑклӑ тата… чи тивӗҫсӗрри.Ампутировать ногу — самыЯ простой выход из положения, самый надежный и… самый непригодный.
7 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Анчах та ӗне какайӗсӗр пуҫне вӑл мӗнле те пулин урӑх апат-ҫимӗҫ илме пӗр пус укҫине те хӗрхеннӗ; ӗне какайне вӑл хуҫа арӑмне илтернӗ, чи лайӑххине, ятарласах чи лайӑх татӑксене суйласа илме хушнӑ, ыттине вара килте чи йӳннине ҫинӗ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах кунта ҫав хутӑшу чи чаплӑ формӑра пулма тивӗҫ: пӗрремӗшӗнчен, эпир пӗлекен паллӑ ӑслӑ ҫынсенчен чи гениллӗ те чи йӗркелли; иккӗмӗшӗнчен, ун ҫумне хутшӑннӑ ӑссӑрлӑх та — пурте йышӑннӑ ӑссӑрлӑх, ун пирки ним тавлашмалли те ҫук.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах пурнӑҫра чи кирли вӑл — ӗҫ, ҫавӑнпа вара реальнӑҫшӑн та чи кирли — ӗҫ, реальноҫӗн чи тӗрӗс палли ӗнтӗ — ӗҫлӗхлӗх пулать.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Культура фронтӗнчи чи хастарлӑ, чи ҫирӗп, тӗрӗс ӗҫшӗн ӳксе вилме те хатӗррисен йышӗнче чи малта тӑраканни, ҫав фронтра тӑшман позицине аркатмаллах пырса ҫапаканни Лу Синь пулнӑ та ӗнтӗ.
Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.
Нунча вунӑ ҫул хушши ҫапла чи чаплӑ ҫӑлтӑр пек ҫиҫсе йӑлкӑшса тӑнӑ, ӑна пурте чи илемлӗ хӗрарӑм тесе шутланӑ, кварталта вӑл чи лайӑх ташлаканни пулнӑ, вӑл хӗр пулнӑ пулсан, ӑна кашниех пасар королевине суйланӑ пулӗччӗҫ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Чи ӑсли, чи вӑйли, чи пуянни.
XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Петя пӗр иккӗленмесӗр Российӑна тӗнчере чи лайӑх, чи вӑйлӑ, чи илемлӗ ҫӗршыв тесе шутланӑ.
XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫар ӗҫӗнче ниҫта та ҫӑмӑлли ҫук, анчах вӗсен ӗҫӗ, уйрӑмӑнах чи «пӗчӗк кимӗсенчи» пек ӗҫ чи кансӗрри, эпӗ чи хӑрушӑ вӗҫевсенче пулсан та, вӗсене «пӗчӗк кимӗпе» пӗрре похода тухса каяссипе улӑштарман пулӑттӑм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ӑна кирек ӑҫта, кирек хӑҫан тӗл пулсан та вӑл чи малтанхи сӑмахсенчех калаҫасса чи кирли ҫинчен хускатать, ун пирки иккӗленесси те ҫук, мӗншӗн тесен пирӗн туслӑх та чи кирли ҫинчен калаҫнипе тытӑнса тӑратчӗ, хамӑр ҫинчен калаҫма эпир аса та илмен.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Англире пурӑннӑ чи аслӑ ҫынсенчен пӗри пулать вӑл… чи, чи лайӑххи.— Ну как же, он был самый замечательный человек во всей Англии и всех главней.
26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Кунти армантан пысӑк пахалӑхпа тухакан шурӑ ҫӑнӑх чи кӑпӑшки, чи шурри, чи лайӑххи пулса декабрӗн 30-мӗшӗнче Мускавра иртнӗ «Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑнӑхпа кӗрпе пахалӑхӗн куравӗнче» ылтӑн медаль тата пӗрремӗш степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ.
Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15
Сакӑрвунӑ ҫула ҫитнӗ мучисемпе кинемисем те сӑмах ҫӑмхине сӳтнӗ май: «Анне сӑнарӗ халӗ те асра. Вӑл пирӗн чи хитриччӗ, чи ӗҫченниччӗ. Чи тутлӑ апата та хӑй ҫимесӗр пире сӗнетчӗ...» — теҫҫӗ савӑнӑҫ куҫҫульне шӑлнӑ май.
Ӗҫ тумасӑр хулӑ та хуҫаймӑн // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№
Икӗ ушкӑна пайланса 5-мӗш тата 3-4-мӗш классенче вӗренекенсем кам чи ӑсли, чи тавҫӑрулли, математика предмечӗн вӗрентекенне чи тимлӗ итлесе лараканнине палӑртассипе тупӑшрӗҫ.
КВН-ра вӑй виҫрӗмӗр // Анастасия Ильина. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26
Вырӑссен илемлӗ литература критики чи пуян, пӗтӗм тӗнчипе чи малта пыракан чи революциллӗ критика.
Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №
3. Эсир, асап кунӗ ҫитесси инҫе-ха тесе шутлакансем, пусмӑр ҫӗнтерессе ҫывхартакансем, 4. эсир, сӑлан шӑмминчен тунӑ чаплӑ саксем ҫинче выртакансем, вырӑнӑрсем ҫинче рехетленекенсем, кӗтӳри чи лайӑх такасене, чи сӗтеклӗ кӗтӳлӗхсенче ҫӳрекен пӑрусене ҫиекенсем, 5. кӗвве Давид пекех калама пултаратпӑр тесе кӗсле ҫеммипе юрлакансем, 6. куркапа эрех ӗҫекенсем, чи паха сӗрӗшпе сӗрӗнекенсем, эсир Иосиф асапӗшӗн хуйхӑрмастӑр та!
Ам 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов тӗрӗсех каларӗ: пирӗн хӗрарӑмсем чи пултаруллисем, чи ӑслисем, чи хитрисем.
Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№
Республика Пуҫлӑхӗн 2015 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 181-мӗш указӗпе республика Пуҫлӑхӗн 2014 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи 65-мӗш «Чӑваш Республикинчи муниципалитет йӗркеленӗвӗсенчи граждансен коммуналлӑ пулӑшу тӳлевӗсен чи пысӑк индексӗсем ҫинчен» указне улшӑну кӗртнӗ — республикӑри муниципалитет йӗркеленӗвӗсенчи граждансен коммуналлӑ пулӑшу тӳлевӗсен 2016-2018 ҫулсенчи индексӗсен чи пысӑк виҫине тата 2016 ҫул валли палӑртнӑ чи пысӑк индекссене ӑнлантарса панине ҫирӗплетнӗ.
Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов тӗрӗсех каларӗ: пирӗн хӗрарӑмсем чи пултаруллисем, чи ӑслисем, чи хитрисем.
Эх, мĕнлескер... // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05