Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Черемшанкӑ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑнса пӑрланнӑ Черемшанкӑ хӗррине, кӗпер патне, ҫитсен, вӗсем чарӑнса тӑчӗҫ.

У мостика через закованную льдом Черемшанку они остановились.

25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тӑваттӑмӗш килте ҫемье пуҫӗ пӗрмаях ӗҫсе ӳсӗр ҫӳренӗ, алхаснӑ, арӑмне хӗненӗ, ӑна никам та чарма пултарайман, мӗскӗн хӗрарӑма никам та хӳтӗлемен, Черемшанкӑ парторгӗ Мрыхин вара правленире хӑйӗн пӳлӗмӗнче райкомран килнӗ хутсене майлаштарса ларнӑ, вӗсене папкӑ ӑшне ҫӗле-ҫӗле хунӑ, член укҫи пухнӑ, хӑйне коммунистсем шанса панӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлатӑп тесе шутланӑ.

В четвертой избе глава пьянствовал и дебоширил, избивал жену, и никто не мог остановить его и защитить бедную женщину, а черемшанский парторг Мрыхин сидел в своей комнатушке в правлении, перебирал бумаги, пришедшие из райкома, подшивал их в общую папку, принимал членские взносы и был глубоко убежден, что он добросовестно выполняет возложенные на него коммунистами обязанности.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл вӑхӑт шутне те ҫухатрӗ, юлашкинчен, паллакан уйсем пуҫлансан, тӑвайкки хыҫӗнче Черемшанкӑ ҫутисем савӑнӑҫлӑн мӑчлатма тытӑнсан, калама ҫук хавасланса кайрӗ.

Он потерял счет времени и, когда пошли наконец знакомые тюля и за косогорами приветно, как живые, замигали огни в избах Черемшанки, несказанно обрадовался.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Добытин Егорпа пӗрле лав патне тухрӗ, темскер пӗлесшӗн ҫуннӑ пек, вӑл унран пӗрмаях Черемшанкӑ ҫинчен ыйтрӗ.

Добытин вышел вместе с ним к подводе и все расспрашивал о Черемшанке, словно норовил выпытать что-то важное для пользы дела.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кладовщик михӗсене ҫуна ҫине хунӑ тесе кӗрсе каласан, Егора, вӑл ҫынсенчен михӗсене туртса илсе ырӑ мар ӗҫ тунӑ пек, темӗнле лайӑх мар пулса кайрӗ, мӗншӗн тесен ку михӗсем халлӗхе Черемшанкӑ колхозне кирлӗ пулман.

Когда пришел кладовщик и сказал, что мешки уже положили в розвальни, Егору стало даже как-то не по себе, словно он делал недоброе, отбирая у людей то, без чего в его колхозе могли легко обойтись.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Районтан, облаҫран тата ҫӳлерехрен те ҫав ҫӗре колхоз ҫӗрӗсен шутӗнчен кӑларса пӑрахма ыйтсан, Черемшанкӑ ҫыннисене йывӑҫӗсене кӑклама сӗннӗ.

На всякие просьбы и обращения в район, в область и выше — списать с колхоза эту землю — черемшанцам советовали заняться раскорчевкой.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӑй Прасковья Васильевна куна кӑмӑлласах йышӑнать, анчах халлӗхе пурнӑҫлама май килмен пӗр услови лартать иккен — сухалама юрӑхсӑр виҫ ҫӗр гектар ҫӗре Черемшанкӑ хуҫалӑхӗнчен кӑларса пӑрахчӑр, тет иккен вӑл.

Сама Прасковья Васильевна как будто шла на это с охотой, но ставила одно непременное и пока невыполнимое условие — пусть, мол, с черемшанекого хозяйства спишут триста с лишним гектаров негодной непахотной земли.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫавӑнпа Иван Фомича Черемшанкӑ ҫинчен пӗлтериччен, эпӗ сирӗн вырӑнта выводсем тума васкаман пулӑттӑм.

Поэтому я бы на вашем месте не торопился с выводами, прежде чем вы станете докладывать о Черемшанке Ивану Фомичу.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эпир, Черемшанкӑ ҫыннисем, ун урлӑ сайра хутра ҫеҫ каҫатпӑр, Любушкинӑн вара хирти йӗтемсене ун урлӑ ҫӳремелле.

Мы, черемшанские, по нему ездим считанные разы, а у Любушкиной тут проходит дорога к полевым станам.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ӗнер Корней — килне хӑвӑртрах ҫитес килнӗрен — хӑйӗн умӗнче нимӗн курмасӑр, сывлӑш ҫавӑрма тата куҫа хупӑрласа илекен куҫҫульне шӑлса илме ҫеҫ сайра хутра чарӑнкаласа, Черемшанкӑ тӑрӑх ыткӑнса чупрӗ.

Вчера, подхлестываемый жгучим нетерпением, Корней опрометью бежал по Черемшанке, ничего не видя перед собой, лишь изредка останавливаясь, чтобы перевести дыхание и стряхнуть застилавшую глаза слезную муть.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аникей ахальтен ҫеҫ турткаланса, хуҫкаланса тӑнӑ, унтан кирек ӑҫта кайма та ирӗк панӑ: Черемшанкӑ ҫыннисем Яранцева мӗнле вырӑна лартасшӑн пулнине манман вӑл.

Аникей для виду покуражился, поломался, а затем отпустил его на все четыре стороны: он не забывал, на какое место прочили черемшанцы Яранцева.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӗвел анас умӗнхи тӳлек сехетре Корней Яранцев тӑван Черемшанкӑ патне ҫитрӗ.

В тихий предзакатный час Корней Яранцев подошел к родной Черемшанке.

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӗвел анас умӗнхи тӳлек сехетре Корней Яранцев тӑван Черемшанкӑ патне ҫитрӗ.

В тихий час перед закатом солнца Корней Яранцев добрался до Черемшанки.

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней