Поиск
Шырав ĕçĕ:
20. Сион ҫине, хамӑр уявсенче халӑх пухӑнакан хула ҫине, пӑхса ил-ха; санӑн куҫусем Иерусалима, канӑҫлӑх вырӑнне, пӗр хускалмасӑр ларакан кӗлӗ чатӑрне курӗҫ; унӑн юписене нихӑҫан та кӑлармӗҫ, ӗнтӗ унӑн пӗр вӗренӗ те татӑлас ҫук.
Ис 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Вавилона — патшалӑхсен илемне, халдейсен мӑнаҫлӑхне — Содомпа Гоморрӑна пӗтернӗ пек пӗтерӗ, 20. унта нихӑҫан та пурӑнма вырӑнаҫмӗҫ, йӑхран йӑхах пурӑнакан пулмӗ унта; Арави ҫынни унта хӑйӗн чатӑрне караймӗ, кӗтӳҫӗсем те унта хӑйсен кӗтӗвӗпе канаймӗҫ.
Ис 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ӑслӑлӑх ҫурчӗ таврашӗнче пурӑнаканӗ телейлӗ: вӑл унӑн ҫурчӗ ҫумне пӑта ҫапать, юнашарах хӑйӗн чатӑрне карса лартать те ҫавӑнта ырӑ курса пурӑнать.
Сир 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
59. Турӑ илтнӗ те — ҫилли вутла хыпса илнӗ, Израильрен пачах та сивӗннӗ; 60. вара Вӑл Силомри кӗлӗ чатӑрне, этемсем хушшинче пурӑнакан килне, пӑрахнӑ; 61. Хӑйӗн тӗреклӗ вырӑнне, Хӑйӗн мухтавлӑхне тӑшман аллине тыткӑна панӑ, 62. Хӑйӗн халӑхне хӗҫ айне ӳкернӗ, Хӑйӗн еткерне ҫилленсе ҫитнӗ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Чатӑрне урӑххисем йышӑнӗҫ: вӑл ӗнтӗ унӑн мар; кил-ҫуртне кӳкӗрт сапса тухӗҫ.15. Поселятся в шатре его, потому что он уже не его; жилище его посыпано будет серою.
Иов 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Тӑшмансен тапӑрне халӑх вӑтӑр кун хушши ҫаратнӑ, Олофернӑн чатӑрне, унӑн мӗнпур кӗмӗл савӑтне, выртса тӑмалли вырӑнӗсене, куркисене, унӑн пӗтӗм япалине Иудифе панӑ.
Иудифь 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Кайран вӑл Иудифь чатӑрне кӗрсе пӑхнӑ, анчах унта никам та пулман.17. Потом вошел в шатер, в котором пребывала Иудифь, и не нашел ее.
Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Левитсем саккун арчине илсе ҫӗкленӗ, 5. вара арчана та, пуху чатӑрне те, чатӑрта пулнӑ мӗнпур сӑваплӑ япалана та йӑтса кайнӑ, — вӗсене священниксемпе левитсем ҫӗклесе пынӑ.
2 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Давид тутарнӑ юлашки ӗҫ левитсене — ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене — шута илсе тухни пулнӑ; 28. вӗсен Аарон ывӑлӗсем ҫумӗнче пулмалла пулнӑ, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне пӑхса тӑмалла, картишӗнче, хуралтӑ таврашӗнче ӗҫлесе тӑмалла, пур ҫӗрте те тасалӑха тытса тӑмалла, Турӑ Ҫурчӗ таврашӗнчи тӗрлӗ ӗҫе туса тӑмалла пулнӑ, 29. Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсене, тырӑ-пулӑ парни валли кӳрекен тулӑ ҫӑнӑхне, тутлӑлла пӗҫернӗ пашалусене, ытти пӗҫернӗ е ӑшаланӑ апат-ҫимӗҫе тӗрӗслесе, шутласа-виҫсе тӑмалла пулнӑ, 30. вӗсен ирсерен Ҫӳлхуҫана аслӑламалла, мухтавламалла пулнӑ, каҫхине те ҫавӑн пекех тумалла пулнӑ, 31. шӑматкунсенче, ҫӗнӗ уйӑх кунӗсенче тата уяв кунӗсенче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ чухне, ҫирӗплетнӗ йӗрке тӑрӑх, вӗсен яланах Ҫӳлхуҫа умӗнче пулмалла пулнӑ, 32. вӗсен Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрне сыхламалла, сӑваплӑ пӳлӗме пӑхса тӑмалла, хӑйсен тӑванӗсем священниксем, Аарон ывӑлӗсем, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче кӗлӗ тунӑ чухне вӗсене пулӑшса тӑмалла пулнӑ.
1 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Давид ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, Хӑйӗн халӑхне канлӗх пачӗ те ӑна Иерусалимра ӗмӗрлӗхе тӗплентерчӗ, 26. малашне левитсен кӗлӗ чатӑрне тата унӑн япалисене, кӗлӗ тунӑ чухне кирлӗ япаласене, ҫӗклесе ҫӳремелле пулмӗ, тенӗ.
1 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Израилӗн мӗнпур аслӑ ҫынни килнӗ; священниксем саккун арчине йӑтнӑ та 4. Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине те, пуху чатӑрне те, чатӑрти мӗнпур таса япалана та йӑтса кайнӑ; вӗсене священниксемпе левитсем ҫӗклесе пынӑ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ванея кӗлӗ чатӑрне пынӑ та ӑна: патша хушрӗ: тух! тенӗ.30. И пришел Ванея в скинию Господню и сказал ему: так сказал царь: выходи.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Соломон патшана Иоав Ҫӳлхуҫанӑн кӗлӗ чатӑрне тарса кайни ҫинчен, вӑл парне вырӑнӗ умӗнче тӑни ҫинчен пӗлтернӗ.29. И донесли царю Соломону, что Иоав убежал в скинию Господню и что он у жертвенника.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫакӑн ҫинчен Иоава та хыпар ҫитнӗ, — Иоав вара Адония майлӑ пулнӑ, Соломон майлӑ пулман, — вӑл ӗнтӗ кӗлӗ чатӑрне тарса кайнӑ та парне вырӑнӗн мӑйракинчен ярса тытнӑ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Давид ӗнтӗ филистим пуҫне илнӗ те ӑна Иерусалима кайса панӑ, унӑн кӑралне хӑйӗн чатӑрне хунӑ.54. И взял Давид голову Филистимлянина и отнес ее в Иерусалим, а оружие его положил в шатре своем.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫапӑҫнӑ вара филистимсем, Израиль ҫыннисене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, чӗрӗ юлнисем кашнийӗ хӑйӗн чатӑрне тарса пытаннӑ, вӗсем ҫав тери пысӑк ҫухату тӳснӗ, Израиль ҫыннисенчен вӑтӑр пин ҫуран ҫын пӗтнӗ.
1 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Иисуспа пӗтӗм Израиль халӑхӗ, Зара ывӑлне Ахана ертсе, хайхи кӗмӗле, тумтире, ылтӑн катӑкне, унӑн ывӑлӗсемпе хӗрӗсене, вӑкӑрӗсемпе ашакӗсене, сурӑхӗсемпе чатӑрне тата унӑн мӗн пулнӑ, ҫавна [пӗтӗмпех] Ахор айлӑмне илсе тухнӑ.
Нав 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Иисус ҫынсем янӑ та, лешӗсем чатӑра [тапӑра] чупса кайнӑ; хайхи япаласене пурне те Ахан чатӑрне пытарнӑ пулнӑ, кӗмӗлӗ чи аялта пулнӑ.
Нав 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Кӗлӗ чатӑрне Ҫӳлхуҫа пӗлӗт юпа ӑшӗнче аннӑ, пӗлӗт юпа [пуху] чатӑрӗн алӑкӗ умне тӑнӑ.15. И явился Господь в скинии в столпе облачном, и стал столп облачный у входа скинии [собрания].
Аст 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Моисейпе Елеазар священник пинпӳсемпе ҫӗрпӳсем панӑ ылтӑна илсе ӑна Израиль ывӑлӗсене Ҫӳлхуҫа умӗнче асӑнмашкӑн пуху чатӑрне пырса панӑ.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.