Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хелкияна (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
8. Унӑн аслӑ улпучӗсем те, тимлӗ пулса, халӑха, священниксене тата левитсене — Турӑ Ҫурчӗшӗн яваплӑ Хелкияна, Захарийӑна, Иехиила — Пасха ячӗпе парне кӳме священниксене икӗ пин те ултҫӗр пуҫ [сурӑх, путек тата качака таки] тата виҫҫӗр пуҫ вӑкӑр панӑ; 9. левитсен пуҫлӑхӗсем Хонания, Шемаия, Нафанаилпа унӑн пӗртӑванӗсем Хашавия, Иеиел тата Иозавад левитсене Пасха парнилӗх пилӗк пин пуҫ [сурӑх] тата пилӗкҫӗр вӑкӑр панӑ.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вара патша Хелкияна, Шафан ывӑлне Ахикама, Михей ывӑлне Авдона, Шафан ҫыруҫӑна тата патша тарҫине Асаияна ҫапла хушса каланӑ: 21. кайӑр та ман ятпа, Израильре юлнӑ ҫынсен ячӗпе тата Иудея ячӗпе ҫак тупӑннӑ кӗнекери сӑмахсем мӗне пӗлтернине Ҫӳлхуҫаран ыйтса пӗлӗр, мӗншӗн тесессӗн Унӑн ҫилли хаяр, пирӗн аттесем ҫак кӗнекери сӑмахсене, Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене, уяман, ҫавӑншӑн Ҫӳлхуҫа пире ҫилленнӗ, тенӗ.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Патша вара аслӑ священника Хелкияна, иккӗмӗш священниксене тата алӑк умӗнче хуралта тӑракансене Ваалпа Астарта валли, тӳпери ҫар валли тунӑ мӗнпур япалана Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен пуҫтарса илсе тухма хушнӑ, вӗсене вӑл Иерусалим хыҫӗнче, Кедрон айлӑмӗнче, ҫунтарса янӑ, вӗсен кӗлне Вефиле илсе кайма хушнӑ.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1