Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Уҫҫӑнрах (тĕпĕ: уҫҫӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йытӑ вӗрнӗ сасӑ тата уҫҫӑнрах илтӗнчӗ, итлесе тӑракан Чочой вара ҫил-тӑман шӑхӑрса та нӑйлатса аснине пула аран ҫеҫ илтӗнекен таҫти инҫетри ҫын сассине илтрӗ.

Прислушавшись, он уже явственнее различил лай собаки и далекий, тонущий в буре свистящих, взвизгивающих звуков человеческий голос.

Иккӗлентерекен япала тупни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Лодкӑн куҫӗсем ҫуталса кайрӗҫ, сасси те уҫҫӑнрах та уҫҫӑнрах янӑрама тытӑнчӗ.

Глаза Лодки стали светлыми, и голос звенел всё яснее.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Вӑл ҫапла кӑшкӑрса калани Тиунов сӑмахӗсене уҫҫӑнрах палӑртрӗ, вара пурте, хӑйсене хӑйсем те ӗненмесӗр, тӗлӗнсе кайнӑ сӑн-пичӗсене кулӑпа ҫутӑлтарса, кӑштах ҫӗнӗллерех куракан пулнӑ пек куҫӗсемпе пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ.

Его крик подчеркнул слова Тиунова, и все недоверчиво, с усмешками на удивлённых лицах посмотрели друг на друга как бы несколько обновлёнными глазами.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Ҫывхарнӑҫемӗн унӑн пысӑк шурӑ кӗлетки уҫҫӑнрах палӑрма пуҫларӗ.

И чем ближе, тем яснее выступал его большой белый корпус.

VI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Ҫырансем уҫҫӑнрах курӑнма тытӑнаҫҫӗ.

Яснее стали видны берега.

Вӑрманти кабинет // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Уҫҫӑнрах каласан? — чавсана тӗренсе ҫӗклентӗм.

— То есть? — я даже на локте приподнялся.

8 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

— Пӳрте кӗрӗр, унта тата уҫҫӑнрах пӗлме пулать…

 — Зайдите в дом, там яснее…

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Уҫҫӑнрах, пытармасӑр калаҫма пуҫлаҫҫӗ те вунпиллӗкмӗш июльте ирхине тыткӑнрисене мунчана илсе кайнӑ чух конвойпа ӗҫе каякан поляк рабочисене хирӗҫ пулса пӗрле пӑлхав тапратма йышӑнса хураҫҫӗ.

Заговорили откровенней, да, да, да, и сговорились совместно выступить пятнадцатого июля, утром, когда пленных поведут из бараков в баню и они встретятся с колонной польских рабочих, конвоируемых на работы.

Пан Тюхинпа пан Телеев // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 230–248 с.

Ҫапла ушкӑнпа пурте пӗрле тухаймастпӑр, ҫавӑнпа та саланса кайса, пӗчченшерӗн тухма тӑрӑшмалла, аманнисене пӗр-пӗр яла хӑвармалла, пулемётсене пӑсса вӗсенчен хӑтӑлмалла текен сӑмахсем уҫҫӑнрах та тӑтӑшрах илтӗне пуҫланӑ.

Всё громче и чаще стали раздаваться голоса, что всем вместе, такой массой, не выбраться, что лучше рассыпаться и выбираться по одиночке на свой страх и риск, что надо оставить раненых где-нибудь в деревне и избавиться хотя бы от пулемётов, предварительно их испортив.

Эпос хывӑнни // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 75–96 с.

Юрӑ уҫҫӑнрах та уҫҫӑнрах илтӗнме пуҫларӗ.

Песня звучала все громче и громче.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Пурнӑҫӑн тӗксӗм енӗсем ҫине турткаланса тӑрса пӑхиччен уҫҫӑнрах пӑхни аванрах.

И лучше открыто смотреть на все неприглядности, чем жеманно отводить от них взор.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Никам ҫук чухне вӑл хӑйне уҫҫӑнрах тытӗ.

Без меня он будет вести себя откровеннее.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Хӑйсен полкӗ ӑҫтарах тӑни ҫинчен тата унта хӑрушшипе хӑрушӑ марри ҫинчен ыйтса пӗлнӗ чух ку татах та уҫҫӑнрах палӑрма пуҫларӗ.

Это еще стало заметнее, когда он расспрашивал о месте нахождения своего полка и опасно ли там.

5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Ҫапла шухӑшласа пырса вӑл генерал пулса тӑчӗ, генерал пулин те, вӑл хӑй юлташӗн тӑлӑха тӑрса юлнӑ арӑмӗ патне, вӑл вӑхӑт тӗлнелле, ун шухӑшӗпе, юлташӗ вилме тивӗҫ, Наташа патне ҫӳреме именсе тӑмасть, ҫаплах кайкаласа ҫӳрет вӑл ун патне, бульварти музыка кӗвви уҫҫӑнрах илтӗнсе кайсан вара, ун куҫӗ умне ҫынсен ушкӑнӗсем курӑнса кайрӗҫ, вӑл вара бульвара ҫитсе кӗчӗ те, унчченхи пекех, ҫаврӑнӑҫусӑр, именӳллӗ, нимӗн тӗшне тӑман штабс-капитанах пулса тӑчӗ.

И он был уже генералом, удостаивающим посещения Наташу, вдову товарища, который, по его мечтам, умрет к этому времени, когда звуки бульварной музыки ясное долетели до его слуха, толпы народа кинулись ему в глаза, и он очутился на бульваре прежним пехотным штабс-капитаном, ничего не значащим, неловким и робким.

2 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Португал каласа пӗтермерӗ, анчах ун сӑн-пичӗ хаярланса хӗремесленни ун шухӑшне сӑмахпа каланинчен те уҫҫӑнрах палӑртрӗ.

Португалец не докончил фразы, но жестокое выражение его лица говорило яснее слов.

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Самантсерен йытӑ сасси уҫҫӑнрах та уҫҫӑнрах илтӗнсе пычӗ.

С каждой минутой лай слышался все явственнее.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Анчах кунта та уҫҫӑнрах каламалла.

Однако и тут требуется сделать уточнение.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ӳссе пынӑҫемӗн ҫак ен уҫҫӑнрах курӑнакан пулчӗ.

По мере того как они подрастали, эта черта в характере обоих становилась все определеннее.

Вера Сергеевна // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Палламан ҫын ҫывхарнӑҫемӗн уҫҫӑнрах курӑна пуҫларӗ.

Человек тем временем приблизился настолько, что Тухтар уже разглядел его лицо.

II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ун ҫинчен сире эпӗ ӗҫсем епле тӑнине уҫҫӑнрах кӑтӑртас тесе ҫеҫ калатӑп.

Говорю вам это, чтоб яснее обрисовать положение вещей.

Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней