Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ушкӑнри (тĕпĕ: ушкӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗрлӗ ушкӑнри хастар авторсем валли семинарсемпе канашлусем йӗркеленӗччӗ.

Организовали семинары и совещания для активных авторов из различных групп.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ушкӑнри йӗркелӳ ҫирӗп пулнине ҫакӑ та кӑтартать: уголовлӑ ӗҫ пуҫарсан йӗркелӳҫӗсем вӑйӑ заведенийӗсен персоналне тӗп хулари пӗр ресторанта пухнӑ, следователь патне допроса хӑйсен представителӗсемпе пӗрле кӑна каймалли е кӑтартусем памалла марри пирки асӑрхаттарнӑ.

Помоги переводом

Саккунсӑр услам — ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ушкӑнри кашни ҫын хӑйӗн тивӗҫне лайӑх пӗлнӗ.

Помоги переводом

Саккунсӑр услам — ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ушкӑнри тӗлпулусенче пире Англи, Словаки, Уэльс командисем кӗтеҫҫӗ.

Помоги переводом

Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Акан 1-мӗшӗ тӗлне вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем асӑннӑ ушкӑнри 8293 ҫемьене лаптӑк пама черете тӑратнӑ.

Помоги переводом

Чылайӑшӗ никӗс те яман // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

1. Ҫав вӑхӑтра Ирод патша ӗненекен ушкӑнри хӑш-пӗр ҫынсене хӗсӗрлеме пуҫланӑ; 2. ҫапла вӑл Иоанн тӑванне Иакова хӗҫпе кастарса вӗлернӗ.

1. В то время царь Ирод поднял руки на некоторых из принадлежащих к церкви, чтобы сделать им зло, 2. и убил Иакова, брата Иоаннова, мечом.

Ап ӗҫс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Икӗ пулӑмӗнче те пулӑшакан антивирус: командӑсене пайланса тупӑшмалли мар, ушкӑнри ҫынсене пӗрлештерекен мероприятисем ирттерни /ҫулҫӳрев, субботник, камӑн та пулин ҫуралнӑ кунӗ тата ытти те/.

Помоги переводом

Асӑрханӑр, шкулта вируссем! // Евгения АНИСИМОВА, Анастасия ПЫНЗАРЬ, «Пиллӗкмӗш чӗрӗк» хаҫат журналисчӗсем. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Сӑрара этеме кирлӗ аминойӳҫексемпе В ушкӑнри витаминсем пур.

Помоги переводом

Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан уйрӑмран пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑллӑхсене районта I тата II ушкӑнри 1900 инвалид илме пултарать, вӗсен йышне сусӑр ачаллӑ 190 ҫемье те кӗрет.

Помоги переводом

Капиталлӑ юсав фончӗ калаҫтарчӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Унпа килӗшӳллӗн, 80 ҫултан иртнӗ пенсионерсен капиталлӑ юсав фондне вуҫех те тӳлемелле мар, 70 ҫултисем, I и II ушкӑнри инвалидсем тата сусӑр ачаллӑ ҫемьесем валли вара ҫӑмӑллӑхсем пур.

Помоги переводом

Капиталлӑ юсав фончӗ калаҫтарчӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Нарӑс уйӑхӗнчи уявсене тӗпе хурса аслӑ ушкӑнри ачасемпе тӑван ялӑн хисеплӗ вырӑнӗсене ҫитсе куртӑмӑр.

Учитывая все праздники в феврале, с детьми из старшей группы, посетили достопримечательные места родной деревни.

Хисеплĕ вырăнсене - ушкăнпа // Т.ШЕВЕРОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней