Поиск
Шырав ĕçĕ:
17. Измаил пурӑннӑ кунҫул ҫӗр вӑтӑр ҫичӗ ҫул пулнӑ; вара унӑн ӗмӗрӗ иртнӗ, вӑл вилнӗ, канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлешнӗ.
Пулт 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Авраам вилсессӗн, Турӑ унӑн ывӑлне, Исаака, пилленӗ.
Пулт 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унта Авраампа унӑн арӑмне Саррӑна пытарнӑ.
Пулт 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
67. Исаак Ревеккӑна хӑйӗн амӑшӗн, Саррӑн, чатӑрне илсе кӗнӗ, Исаак ӑна арӑм тунӑ, Ревекка унӑн арӑмӗ пулса тӑнӑ, Исаак ӑна питӗ юратнӑ; амӑшӗшӗн [Саррӑшӑн] хуйхӑрни пусарӑннӑ вара.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
61. Ревеккӑпа унӑн хӗрарӑм тарҫисем тӑнӑ та тӗвесем ҫине ларса ҫав ҫын хыҫҫӑн кайнӑ.61. И встала Ревекка и служанки ее, и сели на верблюдов, и поехали за тем человеком.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Вӑл кӗмӗл япаласемпе ылтӑн япаласем, тумтирсем кӑларса Ревеккӑна панӑ; ҫавӑн пекех унӑн пиччӗшне те, унӑн амӑшне те чаплӑ парнесем панӑ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Эпӗ вара чӗркуҫленсе лартӑм та Ҫӳлхуҫана пуҫҫапрӑм, Ҫӳлхуҫана — хамӑн Авраам хуҫамӑн Туррине — мухтарӑм: хуҫам тӑванӗн хӗрне унӑн ывӑлӗ валли илмешкӗн Вӑл мана тӳрӗ ҫулпа илсе килчӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вара ҫавӑнтах хӑй кӑкшӑмӗнчи шывне валашкана янӑ та татах пусӑ патне [шыв] ӑсма чупса кайнӑ, унӑн пур тӗви валли те шыв ӑсса панӑ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унӑн аллинче тата хӑй хуҫин тӗрлӗ пурлӑхӗ пулнӑ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫав хирпе ҫав сӑрт хӑвӑлӗ, ҫын пытармашкӑн Хет ывӑлӗсенчен Авраам аллине куҫса, ҫапла унӑн харпӑрлӑхӗ пулса тӑнӑ.
Пулт 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Нахора, Авраам тӑванне, Милка ҫак сакӑр [ывӑла] ҫуратса панӑ; 24. тата унӑн ҫум-арӑмӗ, Реума ятлӑскер, Теваха, Гахама, Тахаша тата Маахана ҫуратса панӑ.
Пулт 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫак ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн Авраам патне хыпар ҫитернӗ: акӑ Милка та Нахора, санӑн тӑванна, ывӑлсем ҫуратса панӑ: 21. малтанхи ывӑлӗ Уц, унӑн шӑллӗ Вуз, Арам ашшӗ Кемуил, 22. Кесед, Хазо, Пилдаш, Идлаф тата Вафуил ҫуралнӑ, тенӗ; 23. Вафуилран Ревекка ҫуралнӑ.
Пулт 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Турӑ унӑн куҫне уҫнӑ та, Агарь вара [чӗрӗ] шывлӑ пусӑ курнӑ, ун патне пырса хутаҫҫине шыв тултарса ачине ӗҫтернӗ.
Пулт 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Авраам ирхине ирех тӑнӑ та ҫӑкӑрпа пӗр сӑран хутаҫ шыв илсе Агаре панӑ, ӑна унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине хунӑ, вара ӑна ачипе пӗрле кӑларса янӑ.
Пулт 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Анчах Турӑ Авраама каланӑ: ачупа хӑрхӑмушӑн ан пӑшӑрхан; Сарра хӑвна мӗн каласассӑн та, унӑн сӑмахне пурне те итле, мӗншӗн тесессӗн санӑн вӑрлӑху Исаак урлӑ ӗрчӗ; 13. Эпӗ хӑрхӑм ывӑлӗнчен те [аслӑ] халӑх кӑларӑп: вӑл та санӑн ывӑлу, тенӗ.
Пулт 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Сарра [хӑй ывӑлӗнчен, Исаакран] Агарь — Египет хӗрӗ — Авраама ҫуратса панӑ ача кулнине курнӑ та 10. Авраама каланӑ: ҫак хӑрхӑмпа унӑн ывӑлне хӑваласа яр, ҫак хӑрхӑм ывӑлӗ манӑн Исаак ывӑлӑмпа пӗрле еткер илес ҫук, тенӗ.
Пулт 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Сарра йывӑр ҫын пулнӑ та Авраама унӑн ватӑлмалӑх кунӗнче, Турӑ ӑна каласа хунӑ вӑхӑтра, ывӑл ача ҫуратса панӑ; 3. Авраам хӑйӗн ҫуралнӑ ывӑлне, Сарра ҫуратса панӑ ывӑлне, Исаак ятлӑ хунӑ.
Пулт 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Авраам Турра кӗлтунӑ та, Турӑ Авимелехе те, унӑн арӑмне те, унӑн хӑрхӑмӗсене те сыватнӑ, вара вӗсем ача ҫурата пуҫланӑ, 18. мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Авимелех килӗнчи пур арӑм варне те Саррӑшӑн, Авраам арӑмӗшӗн, хупса лартнӑ пулнӑ.
Пулт 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Авимелехе ҫӗрле тӗлӗкре Турӑ курӑннӑ та ӑна каланӑ: акӑ эсӗ хӑв валли илнӗ хӗрарӑмшӑн вилетӗн, мӗншӗн тесессӗн унӑн упӑшки пур, тенӗ.
Пулт 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӑл васкаманран леш ҫынсем [Ангелсем], ӑна Ҫӳлхуҫа хӗрхеннипе, ӑна хӑйне те, арӑмӗпе унӑн икӗ хӗрне те аллинчен тытса илсе тухнӑ, ӑна хула тулашне кӑларса тӑратнӑ.
Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.