Поиск
Шырав ĕçĕ:
2. Иосифпа пӗрле Ҫӳлхуҫа Турӑ пулнӑ: унӑн ӗҫӗсем ӑнса пынӑ, вӑл хӑйӗн хуҫин, Египет ҫыннин, ҫуртӗнче пурӑннӑ.2. И был Господь с Иосифом: он был успешен в делах и жил в доме господина своего, Египтянина.
Пулт 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Анчах ача хӑйӗн аллине каялла илнӗ; акӑ унӑн хӑраххи тухнӑ.
Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫуратнӑ чухне [пӗрин] алли тухнӑ; эпи карчӑкӗ: ку малтан тухрӗ тесе, тытнӑ та унӑн аллине хӗрлӗ ҫип ҫыхнӑ.
Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Онан ҫуралас ача хӑйне пулмассине пӗлнӗ, ҫавӑнпа хӑйӗн вӑрлӑхне пиччӗшӗшӗн парас мар тесе, унӑн арӑмӗ патне кӗнӗ чухне хӑйӗн ар вӑрлӑхне ҫӗре тӑкса кӗнӗ.
Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иуда вара Онана каланӑ: пиччӳн арӑмӗ патне кӗр, унӑн пултӑрӗ пулнӑран ӑна качча ил, пиччӳн вӑрлӑхне пӗтмелле ан ту, тенӗ.
Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Иуда хӑйӗн тӑванӗсене каланӑ: хамӑр шӑллӑмӑра вӗлерсе, унӑн юнне пытарса пире мӗн усси?26. И сказал Иуда братьям своим: что пользы, если мы убьем брата нашего и скроем кровь его?
Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Иосиф хӑйӗн пиччӗшӗсем патне ҫитсессӗн, вӗсем Иосиф ҫийӗнчен унӑн тумтирне, тӗрлӗ тӗслӗ тумтирне, сӳсе илнӗ те 24. хӑйне шӑтӑка тытса пӑрахнӑ; шӑтӑкӗ типӗ пулнӑ; унта шыв пулман.
Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Унӑн пиччӗшӗсем ашшӗн выльӑхне кӗтсе ҫӳреме Сихема кайнӑ.
Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унӑн тӗлӗкӗсемшӗн, унӑн сӑмахӗсемшӗн вӗсем ӑна тата ытларах курайми пулса ҫитнӗ.
Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Баал-Ханан, Ахбор ывӑлӗ, вилнӗ, ун хыҫҫӑн Гадар [Варад ывӑлӗ] патшана ларнӑ; унӑн хули Пау ятлӑ; арӑмӗ Мегетавеель ятлӑ, вӑл — Матредӑн, Мезагав ывӑлӗн, хӗрӗ.
Пулт 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Хушам вилнӗ, ун хыҫҫӑн Гадад, Бедад ывӑлӗ, патшана ларнӑ, вӑл Моав хирӗнче Мадиан ҫыннисене ҫӗмӗрсе тӑкнӑскер пулнӑ; унӑн хули Авиф ятлӑ.
Пулт 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Израиль ывӑлӗсене патша тытса тӑра пуҫличчен Эдом ҫӗрӗнче патшара ларнӑ патшасем ҫаксем: 32. Эдомра Бела, Веор ывӑлӗ, патшара ларнӑ, унӑн хули Дингава ятлӑ.
Пулт 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иаков унӑн тупӑклӑхӗ тӗлне палӑк лартса хӑварнӑ.
Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Виҫҫӗмӗш кунне, вӗсем чирлесе выртнӑ чухне, Иаковӑн икӗ ывӑлӗ — Симеонпа Левий, Дина пиччӗшӗсем — хӑйсен хӗҫне илнӗ те, хулана хӑюллӑн пырса кӗрсе, мӗнпур арҫыннине вӗлерсе тухнӑ; 26. Еммора хӑйне те, унӑн ывӑлне Сихема та хӗҫпе касса вӗлернӗ; Динӑна Сихем ҫуртӗнчен илсе тухса кайнӑ.
Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Сихем хули хапхинчен тухакансем пурте Емморпа унӑн ывӑлне Сихема итленӗ; пур арҫынна та — ҫав хула хапхинчен тухакансене пурне те — ӳт касса янӑ.
Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Емморпа унӑн ывӑлӗ Сихем хӑйсен хули хапхи патне тухнӑ та, хӑйсен хулинчи ҫынсемпе калаҫса, вӗсене каланӑ: 21. ҫак ҫынсем пирӗнпе тӑнӑҫлӑ тӑраҫҫӗ; ан тив, вӗсем ҫак ҫӗр ҫине вырӑнаҫчӑр та ӗҫлесе пурӑнччӑр; акӑ вӗсен умӗнчи ҫӗр аслӑ.
Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Иаков ывӑлӗсем Сихемпа унӑн ашшӗне Еммора чееленсе хуравланӑ; вӗсем Сихем хӑйсен йӑмӑкне Динӑна мӑшкӑл кӑтартнӑшӑн ҫапла калаҫнӑ; 14. [Симеонпа Левий — Дина пиччӗшӗсем, Лия ывӑлӗсем —] вӗсене каланӑ: эпир апла тӑваймастпӑр, ӳт кастарман ҫынна хамӑр йӑмӑкӑмӑра параймастпӑр, ку пирӗншӗн мӑшкӑл шутланать; 15. эсир пирӗн пек пулсассӑн ҫеҫ, сирӗн те пур арҫыннӑр та ӳт кастарсассӑн ҫеҫ, эпир сирӗнпе тату тума, [сирӗн патӑра вырӑнаҫма] пултаратпӑр; 16. вара хамӑр хӗрсене сире качча пара пуҫлӑпӑр, сирӗн хӗрӗрсене хамӑр валли илӗпӗр, сирӗнпе пӗрле пурӑнӑпӑр, пӗр халӑх пулса тӑрӑпӑр; 17. эхер те ӳт касас тӗлӗшӗнчен пире итлемесессӗн, эпир хамӑр хӗре илетпӗр те кунтан пӑрахса каятпӑр, тенӗ.
Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Унӑн чунӗ Иаков хӗрне иленнӗ, Сихем хӗре юратса пӑрахнӑ, вӑл хӗр кӑмӑлне ҫавӑрмалла калаҫнӑ.3. И прилепилась душа его в Дине, дочери Иакова, и он полюбил девицу и говорил по сердцу девицы.
Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара хӗрарӑм тарҫисемпе вӗсен ачисем, ҫывӑха пырса, ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ; 7. Лийӑпа унӑн ачисем те пырса ӳксе пуҫҫапнӑ; юлашкинчен Иосифпа Рахиль пырса ӳксе пуҫҫапнӑ.
Пулт 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. [Икӗ] хӗрарӑм тарҫипе вӗсен ачисене — мала, Лийӑпа унӑн ачисене — вӗсен хыҫне, Рахильпе Иосифа вара хыҫала тӑратнӑ.2. И поставил [двух] служанок и детей их впереди, Лию и детей ее за ними, а Рахиль и Иосифа позади.
Пулт 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.