Поиск
Шырав ĕçĕ:
Туррӑн ҫак чаплӑ парнипе – сӑмахӑн хӑватлӑ вӑйӗпе ҫынсен ырлӑхӗшӗн усӑ курмалла.Этот божественный дар — великую силу слова нужно использовать во благо людей.
Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/01/14/news-3457492
Туррӑн пархатарлӑ тивлечӗн хунавӗсем, нимӗн иккӗленмелли те ҫук, санран ҫӗр ҫинчи ӗмӗтсен ҫылӑхлӑхне, тамӑк кӑпӑкне майӗпен-майӗпен кӑларса пӗтереҫҫех.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Авалхи ҫынсене планетӑсенчен пӗри питӗ те хӑратнӑ: вӑл аякри Ҫӗр ҫине хӑватлӑ туррӑн ҫиллес пӑхса выртакан хӗрлӗ куҫӗ евӗр туйӑннӑ.
Марс // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
— Хӗвел вӑл Гелиос туррӑн пӗлӗтре ҫӳрекен утлӑ кӳми мар, тет-ҫке Аристотель, вӑл Ҫӗр тавра ҫаврӑнакан пӗлӗтри ҫутӑ япала, тет.
Фаэтон халапӗ // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Ҫӗрле эпӗ манияк ҫинчен, ӑна «пур аслисенчен чӑн асли, туррӑн тусӗ, ӑна канаш параканӗ» тесе сӑвӑсем ҫыртӑм, унӑн сӑнарӗ кайран манпа пӗрле нумайччен пурӑнчӗ, мана пурӑнма кансӗрлерӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
— Паллах, туррӑн, камӑн пултӑр тата…
XII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Туррӑн — тесе ҫырас пулать.
XII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Юн вӑл, — терӗ вӑл малалла, кӑшт чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, — юн вӑл туррӑн таса япали!
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Маҫтӑрсем старике бадшах патне илсе пынӑ та: — Ҫак старик аслӑ бадшахӑн, туррӑн ҫӗр ҫинчи наместникӗн хакне пӗлет, — тенӗ.
Пӗр бадшах хӑй хакне пӗлни ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Эсӗ туррӑн труби! — кӑшкӑрнӑ Зубов, хӑйӗн бокалне Маякин еннелле тӑсса.Труба ты божия! — кричал Зубов, протягивая свой бокал Маякину.
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл старикӗн ҫылӑх ҫинчен каланӑ сӑмахӗсене аса илнӗ, старик туррӑн ырӑ кӑмӑлне ӗненни ҫинчен шухӑшланӑ, ҫакна пула Щурова хисеплес туйӑм сиксе тухнӑ.
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сахал мар йӑпатнӑ-ҫке эпӗ те шуйттана… анчах эпӗ туррӑн ырӑ кӑмӑлне ӗненетӗп; Яшка — апла мар, вӑл вара — тӗлӗке те, рая та, тамӑка та нимӗн чул та ӗненмест.
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вара Фомана, ҫав туррӑн хреснай ывӑлӗ вырӑнне, лаша ҫинче хӑй ларса пынӑ пек, ҫав йынӑшусемпе йӑлӑнусем хӑйӗн ячӗпе илтӗннӗ пек туйӑннӑ.Тогда Фоме кажется, что это он сам едет в ночи на белом коне, к нему обращены стоны и моления.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Фома ҫак туррӑн хреснай ывӑлӗ ҫинчен хывнӑ хӑрушӑ юмаха лайӑх пӗлнӗ, ӑна пӗрре ҫеҫ илтмен вӑл, ҫавӑнпа та халех ӗнтӗ вӑл ҫав ачана хӑй куҫӗ умне тӑратнӑ; ав вӑл, шурӑ лаша утланса, хреснашшӗпе хреснамӑш патне каять, вӑл сӗм тӗттӗм пушӑ хир урлӑ каҫать, унта вӑл ҫылӑхлӑ чунсем чӑтма ҫук хӗн курнине, асап тӳснине курать…
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ҫапла, — туррӑн ирӗкӗ! — хӗрхӳллӗн ҫирӗплетнӗ те Игнат, пуҫне лӑштӑрах уснӑ.— Да, — божья! — с горечью воскликнул Игнат и грустно поник головой.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Квиритсем — авалхи Римра тулли праваллӑ граждансене ҫапла каланӑ («квиритсем» тени — Рима пуҫласа яракан турӑ тесе шутлана Квирин туррӑн ывӑлӗсем тени пулать).
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Форумра (Римри теп площадь) Веста пике туррӑн храмӗ ларнӑ.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
— Один туррӑн хӑватне ӗненнӗ пекех ӗненетӗп.
XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Хӑйсен аллисене тӑлланӑ сӑнчӑрӗсене, йӑла тӑрӑх, Сатурн туррӑн алтарӗ ҫине ҫакма килнӗ, — тенӗ Метробий.
XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Кунта вӗсем Сатурн туррӑн бронза статуйине курнӑ.
XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.