Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вара Миаулис, ку ӗҫ-пуҫ хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарнӑ пулин те, ҫывӑхарах пырса тӑнӑ та сылтӑм бортри 32 тупӑпа пӗр харӑс пенӗ, ун хыҫҫӑн тепӗр енӗпе ҫаврӑнса тӑрса сулахай бортран тепӗр 32 тупӑран харӑс пенӗ.
Баба сӑмсах патӗнчи ҫапӑҫу // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D0%B0%D ... 2%AB%D1%83
Ку йӳҫ панулмине ӑҫтан татса килнӗ эс? — Мишшан сулахай тӑнлавӗнчи мӑкӑль пирки юптарса ыйтать литературӑна вӗрентекен сасартӑк.
5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Тӗлӗнмелле ӳкерчӗк: сукмакӑн сулахай енче сарӑ, куҫа йӑмӑхтармаллах сап-сарӑ чечексемпе курӑксем, йывӑҫ тӗмӗсем, сылтӑм енче — сенкеррисем, чуна та, куҫа та канлӗх кӳрекен сенкерлӗх.
1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Сулахай аллуна чалӑштарарах тытса пыр, вара сылтӑммипе тырра ывӑҫласа илме меллӗ пулӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Атӑлӑн сулахай енне ⎼ анлӑ Саккам тӑрӑхне ⎼ чӑвашсем XVII — XVIII ӗмӗрсенче ҫитеҫҫӗ, халӗ Тутарстанпа Самар облаҫне кӗрекен талккӑшра пурнӑҫ ҫавӑрма пуҫлаҫҫӗ.
Саккам чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Ҫӗҫҫе сулахай енне чӗн хӑюсемпе тыттарнӑ.
Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
XIII — XIV тата XV ӗмӗр пуҫламӑшӗнче йӳркӗн йӑх-эшкерсем киле-киле тустарнипе чӑвашсем Атӑлӑн сулахай енчен хальхи Чӑваш ҫӗрне куҫса килнӗ.
Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Сухона юханшывӗн сулахай ҫыранӗнче вырнаҫнӑ.
Нюксеница // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D1%8E%D ... 1%86%D0%B0
Нюксеница (Нюксенка) — Вологда облаҫӗнчи юханшыв, Сухона юханшывӑн сулахай юппи.Нюксеница (Нюксенка) — река в Вологодской области России, левый приток реки Сухоны.
Нюксеница (юханшыв) // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D1%8E%D ... %8B%D0%B2)
Хальхи вӑхӑтра унта Октябрьск ялӗччен Кропачёво — Ачит автоҫул ҫинчи кӗперӗн сулахай енӗ вырнаҫнӑ.
Лемез-Тамак // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B5%D ... 0%B0%D0%BA
Манӑн юлташӑнне пуля сулахай ури шӑммине шӑтарнӑ иккен…
Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Ҫав самантрах пистолет сасси янраса кайнӑ — юлташӑн сулахай ури тӗревне ҫухатнӑ.
Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Хӗҫ сывлӑшра ҫиҫӗм евӗр хӑвӑрт ункӑ туса ҫаврӑнса илнӗ те арман хуҫи ывӑлӗн сулахай хулпуҫҫийӗ ҫине шӑхӑрса аннӑ…
Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Унӑн сулахай тӑнлавӗнчен юн пӑчӑртанса тухнӑ.
Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
— Эппин, ҫапӑҫу чарӑнман-ха, — тенӗ вӑл, сулахай енче ҫакӑнса тӑракан хӗҫне кӗмӗлленӗ авринчен ярса тытса.
Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Валя больницӑра выртать иккен, унӑн сулахай аллине чавса таранах татнӑ…
Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
— Унӑн сулахай аллине операци тунӑччӗ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Алексей куҫӗ хӗрелсе кайнӑ, унӑн хурарах кӑтра ҫӳҫӗ, усӑнса анса, тарланӑ ҫамки ҫумне пайӑркан-пайӑркан ҫыпҫӑнса ларнӑ, калаҫнӑ майӑн час-часах сывлӑша касакан сылтӑм алли вилнӗ ҫынӑнни пек, кӑвакарса кайнӑ, шӑлавар кӗсйине чикнӗ сулахай алли чӗтре-чӗтре илнӗ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Вара председатель те, Гриша та кӗтмен япала килсе тухнӑ: Светлана сӗтел умӗнче ларакан тайӑнмалли пукан патне пырса тӑнӑ та, ӑна, кайри уринчен тытса, малтан сылтӑм аллипе, унтан сулахай аллипе ҫӗклесе кӑтартнӑ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
…Ҫичӗ ҫулта чухне Светлана, ӑнсӑртран урапа ҫинчен майсӑр ӳксе, сулахай аллине хуҫнӑ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.