Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Степанида сăмах пирĕн базăра пур.
Степанида (тĕпĕ: Степанида) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна тӑватӑ ҫул тӑрантнӑ, хула пики евӗрлӗ тумлантарнӑ, анчах Феня пачах Степанида Егоровна пек пулман мӗн: гитар каласа юрлас вырӑнне вӑл библи вуланӑ; хӑнасем умне кӳртсе тӑратсан — вӑл часрах тухса тарнӑ; вӗсем шӳт тунине илтсен, вӑтанчӑклӑн хӗрелсе куҫ сӗмтес вырӑнне, вӑл шуралса кайнӑ, куҫӗсене ҫиллессӗн ялкӑштарнӑ; хӗрӗнкӗ хӑна-вӗрлен ун пек чурӑс хӗре пӗртте кӑмӑл туртман.

Кормили и растили ее четыре года, одевали, как барышню, но только из Фени не вышло того, что вышло из Степаниды Егоровны: вместо того чтобы петь под гитару, Феня читала библию; от гостей, к которым ее выводили, она убегала; от их шуток, вместо того чтобы покраснеть и опустить глаза, она бледнела и сверкала глазами так сердито, что подгулявшему гостю не было никакого удовольствия.

I // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Малтан вӑл чухӑн пурӑннӑ, унтан таҫтан хӑйӗн тӑванӗн хӗрне — Степанида Егоровна ятлӑ хура куҫлӑ арсӑр арӑма хӑй патне чӗнсе илнӗ те — ҫителӗклӗ тулӑх, тутӑ пурӑна пуҫланӑ.

Сначала она жила бедно, а потом выписала откуда-то племянницу, Степаниду Егоровну, молодую вдову с черными глазами, и жизнь потекла у них сытая, довольная.

I // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Туппай Сӗмӗл ялӗнче (Сӗнтӗрвӑрри районӗ) чи паллӑ ӑстаҫӑ Степанида Семеновна Михайлова пулнӑ.

В деревне Большое Аккозино Мариинско-Посадского района она была первой мастерицей.

Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Ун чухне ӑна колхозниксем ӗҫе кая юлса та пӗр харӑс мар тухни, Полюхӑпа Павка колхозран мӑшкӑлласа кулни, Степанида армантан хуратул вӑрлани, «вӗренпе» пахчасем нумай ҫынсемшӗн колхозран хаклӑ тӑни, фермӑсенче апат ҫитменни тӳстернӗ, халӗ ӑна колхозниксем апат вӑхӑтӗнче ӗҫлени, канма килӗшменни, Ефросинья ӗҫре хӗрсе кайнипе звено йӑранӗ урлӑ таптаса каҫни шиклентернӗ.

Тогда его мучило то, что колхозники с опозданием и недружно выходили на работу, то, что Полюха и Павка издевались над колхозом, что Степанида тащила гречку с мельницы и что веревочка и огороды для многих были дороже колхоза, то, что не было кормов на ферме и семян в закромах, а теперь его тревожит то, что колхозники работают во время обеденного перерыва и не соглашаются отдыхать и что Ефросинья в азарте работы переехала звеньевую межу.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Василий ун пек пулнине Степанида хӑйне майлӑ ӑнлантарса панӑ:

Степанида объясняла состояние Василия по-своему:

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Анчах Степанида хӑй патнех сӗтӗрӗнсе кайнӑ.

Но Степанида потащилась к себе.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ыттисен телейӗпе пурлӑхлӑ пурнӑҫӗ ҫине пӑхма, хӑйӗннинчен урӑхла, вӑл ҫӳремен ҫулпа иртсе пыракан пурнӑҫпа пурӑнакан Авдотьйӑпа Василий ҫине пӑхма вӑй ҫитереймен Степанида, ҫавӑнпа вӑл, ҫӗрле пулнӑ тӗле тӑрса, пӗр шарламасӑр тумланнӑ, тухса кайнӑ чухне ҫеҫ Василие ҫапла каланӑ:

А ей невмоготу было смотреть на чужое счастье и благополучие, на Авдотью и Василия, жизнь которых шла независимо от нее, по другим, нехоженным ею путям, и к ночи она встала, молча оделась и только с порога бросила Василию:

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Степанида ҫакӑн ҫинчен уҫӑмлӑн та тӗплӗн шухӑшлайман, хӑйӗн пуян та пушӑ, нимӗне те тӑман ҫурчӗ ҫеҫ тухса тӑнӑ ун умне, хӑй ҫур ӗмӗр тӑрса ирттернӗ пасарти сӗтеле сасартӑк тӗпренех ватса тӑкас килнӗ кӑна унӑн, ҫӗр ҫине тытамак тытакан хӗрарӑм пек ӳксе, те ҫиллине шӑнарайманнипе, те хурланнипе тапӑлтатас килнӗ унӑн.

Степанида не подумала обо всем этом ясно и отчетливо, она только представила свой богатый, пустой и никчемный дом, только внезапно захотела начисто снести, разгромить ту базарную стойку, у которой простояла полжизни, захотела кликушей упасть на землю и забиться на ней не то от злости, не то от горечи.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Угаров унпа сывпуллашнӑ, тепӗр темиҫе минутран хӑйӗн лавккинче тавар сутакана илсе пынӑ, вара Степанида акӑ мӗн илтнӗ.

Угаров попрощался с ней, а через несколько минут подвел продавца из своего ларька, и Степанида услышала слова:

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Эпӗ правленире калӑп, — тенӗ Степанида пӗтӗм правлени унӑн сӑмахне итленине пӗлтернӗ пек сасӑпа.

— Я скажу в правлении, — сказала Степанида таким тоном, словно все правление плясало под ее дудку.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Степанида хӑй ӑна килӗшнине туйса илнӗ.

 И Степанида поняла, что пришлась ему по нраву.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хӑйӗн ӑс-пуҫӗнче ҫавӑн чухлӗ сӑмах тата пӗлӳ пулнипе пӗр минут каярах Степанида хӑй те туйса илме пултарайман.

Минуту назад Степанида и сама не подозревала о наличии у себя в памяти таких слов и сведений.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Пасар кунӗнче Угаров пурнӑҫра пирвайхи хут Степанида патне пынӑ, унпа калаҫма пуҫланӑ:

В базарный день впервые в жизни Угаров подошел к Степаниде и заговорил с ней:

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Пысӑк вӑйпиттиллӗ чухнех-ха, пухусенче, вӑйӑсенче, пасарта тӗл пулсан, Степанида ахаль чухнехинчен чӗррӗнрех калаҫма, хыттӑнрах кулма тытӑннӑ — унӑн хӑйне Угарова кӑтартас, асӑрхаттарас килнӗ.

Еще в расцвете лет, встречаясь с Угаровым в угренском клубе, на собраниях, на гулянках и на базаре, Степанида начинала оживленнее, чем обычно, говорить и громче смеяться — хотела, чтобы он ее заметил.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Угаровӑн хисепӗ, вӑл палӑрса тӑни, вӑл тем-тем тума пултарни, унӑн хуҫалӑхри таланчӗ, вӑл хӑйне ҫав тери чыслӑн та мӑнаҫлӑрах тытни, хыттӑн мар та анчах пӑхӑнтармалла калаҫни, унӑн кӑвак «победи» — ҫаксем пурте Степанида шухӑш-кӑмӑлне чӗррӗн кӗрсе вырнаҫнӑ.

Авторитет Угарова, его известность, его влияние, его хозяйственные таланты, его вельможная осанка, его негромкий, но властный говор, его голубая «победа» — все было живым воплощением Степанидиных идеалов.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Угарова хисепленӗ пек, Степанида районта пӗр ҫынна та хисеплемен.

Ни одного человека во всем районе не уважала Степанида так, как уважала Угарова.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑл Степанида патне ҫывӑхнех пынӑ.

Он подошел ближе к Степаниде.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Пӗр тӗлпулу Степанида асне уйрӑмах ҫирӗп кӗрсе вырнаҫнӑ.

Особое впечатление произвела на Степаниду одна встреча.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Анчах Степанида хӑйӗн кӑшкӑрашма юратакан юлташӗсем ҫине йӗрӗнсе пӑхкаланӑ: вӑл ҫавӑн пек кӑшкӑрассинчен ҫӳлерехре тӑнӑ.

Но Степанида уже с пренебрежением поглядывала на своих крикливых товарок: она была выше всего этого.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Кунта колхоз суту-илӗвӗ пур чухне мӗншӗн ӑнсӑртран тӗл пулнӑ ҫынтан туянмалла! — тенӗ те тавар илекенсем, Степанида патне пынӑ.

— Зачем у кого попало покупать, когда здесь колхозная торговля! — говорили покупатели и шли к Степаниде.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней