Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пире Фока диванлӑ пӳлӗме ертсе кӗчӗ те вырӑн сарса пачӗ, кунта пурте — тӗкӗр, ширмӑсем, кивӗ йывӑҫ турӑш, шурӑ хутпа ҫыпӑҫтарнӑ стенан кашни тикӗсмарлӑхӗ — асапсем ҫинчен, вилӗм ҫинчен, текех нихҫан та пулми япаласем ҫинчен калаҫҫӗ.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Виҫҫӗмӗш стенан варри тӗлӗнче аяла анса ҫӳремелли алӑк, алӑкӑн пӗр енче икӗ линейка ҫакӑнса тӑрать: пӗри — чӗркеленсе пӗтнӗскер, пирӗн, ҫӗнни вара — хӑйӗн, унпа вӑл тӳрӗ йӗрсем туртнинчен ытларах пире хавхалантарма усӑ курать; тепӗр енче — пирӗн пысӑк айӑпсене ҫаврашкасемпе, пӗчӗкрех айӑпсене — хӗрессемпе паллӑ тумалли хура доска.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Стенан кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчи кӗтессинче пысӑк мар башня пулнӑ.
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Джемма планӗ йывӑртарах пулнӑ, анчах ун вырӑнне хӗвелтухӑҫри стенан тепӗр енче хуралта тӑракан салтакӑн пурнӑҫне сыхласа хӑварма май пулнӑ.
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Стенан пӗр енне сӑрламан пысӑк сӗтел лартрӗҫ.
Юпасем ҫинчи пӗчӗк пӳрт // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Стенан леш енче пушар алхасать, унта пурте: машинӑсем те, приборсем те, сасӑ яман обшивка та ҫунаҫҫӗ.За стеной гудел пожар, горело все: машины, приборы, звукоизолирующая обшивка.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Стенан тепӗр енче, салтаксен казарминче, ҫӗр каҫмалӑх ӑшӑ та, хӑтлӑх та тупать вӑл.За стеной, в солдатской казарме, он найдет приют и тепло на всю ночь.
II // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.
«Вӑл, тен, стенан тепӗр енче пирӗнпе пӗрле юнашарах выртать-тӑр халӗ», — шухӑшларӗ Саша сас-чӗв илтӗнессе кӗтсе.«Может быть, он сейчас рядом, за стеной в подвале», — думал Саша, прислушиваясь.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Комендатурӑра кун каҫиччен мӗн-мӗн пулни ҫинчен Дарья Сидоровнӑна йӗркипе каласа кӑтартнине Наташа ҫӳхе хӑмаран ҫапса тунӑ стенан тепӗр енче пӗтӗмпех итлесе тӑнӑ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Комендатурӑран таврӑнсан, тетӗшӗ ҫаксем ҫинчен йӑлтах йӑмӑкне хаваслансах каласа кӑтартать, хӑмаран ҫапса тунӑ ҫӳхе стенан тепӗр енче Наташа илтме пултарассине аса та илмест пулас…
Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Стенан икӗ шӑлӗ хушшинче пӗр ҫыннӑн ҫӳллӗ кӗлетки курӑнса кайрӗ, ҫав тӗксӗм кӗлетке де-Лантенак маркиз кӗлетки пулнине ҫӑлтӑрсен ҫутинче палласа илме май пулчӗ: вӑл, тӗттӗмре темӗн курасшӑн пулнӑ пек, малалла ӳпӗнчӗ те кӑшкӑрса ячӗ:
X. Тыткӑнтисем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Эсир пирӗн башньӑн стени ҫумне мина хурса стенан пӗр пайне ҫӗмӗрме пултартӑр.Вам удалось подвести мину и взорвать часть нашей скалы и часть стены.
X. Тыткӑнтисем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ганс лампа тытса стенан пур енӗсене те ҫутатса пӑхма тытӑнчӗ, анчах ниҫта та пӗр йӗп кӗмелӗх шӑтӑк та курӑнмарӗ.
XL сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Урамра пӑшал сассисем йышланса пычӗҫ, пульӑсем стенан хулӑм пӗренисене пырса ҫапӑнни илтӗнчӗ.С улицы посылались выстрелы, слышно было, как щелкают пули о толстые бревна стен.
IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Стенан тепӗр енче ача тӑнӑ.
II // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Джима вӗсем хытӑ вӑрҫрӗҫ, пӗр-икӗ хут питӗнчен ҫупкӑ та пачӗҫ, Джим пӗр сӑмах та каламарӗ, хӑй мана пӗлнине пач та палӑртмарӗ; вара ӑна хӑй ларнӑ хӳшше каллех кайса хупрӗҫ, кивӗ тумнех тӑхӑнтартса, каллех сӑнчӑрларӗҫ, анчах халӗ кравать уринчен мар, стенан аялти пӗрени ҫине ҫапса лартнӑ тимӗр ункӑран кӑкарчӗҫ, унӑн хуҫи киличчен шывпа ҫӑкӑр кӑна ҫитерме хушрӗҫ, хуҫи килмесен, аукционтан сутса яричченех ӑна ҫапла усрамалла терӗҫ; эпир чавнӑ ҫула питӗрсе хучӗҫ, ҫӗрле икӗ фермера пӑшалпа хурал тӑратма, кӑнтӑрла алӑк умне бульдог кӑкарма йышӑнчӗҫ; пӗтӗм ӗҫсем пирки калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн вӗсем Джима татах тепӗр кана ахалех, ӗҫсӗр аптранипе, вӑрҫма тытӑнчӗҫ, вара ватӑ тухтӑр кӑштах итлекелесе тӑчӗ те ҫапла каларӗ:
Хӗрӗх иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫак вӑхӑтра Марийка таҫта инҫете-инҫете, ҫӗршер километр аяккалла пӑхнӑ пек, стенан ҫӳлти пӗрени ҫине пӗр тӗле куҫ сиктермесӗр пӑхса, сасартӑк юрласа ячӗ.
III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Нимӗҫ гранати стенан леш енче ҫурӑлса кайрӗ; фашистсем кӑшкӑрашма, ылханма, ахлатма пуҫларӗҫ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Сасартӑк стенан леш енче урӑм-сурӑм вӑйлӑ взрыв кӗмсӗртетсе кайрӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Стенан леш енче ура сассисем, кӑшкӑрашнисем илтӗнчӗҫ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.