Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сион (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
12. Сион тӑвӗ ҫинче пурӑнакан Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлӑр, Унӑн ӗҫӗсем ҫинчен халӑхсем хушшинче пӗлтерӗр: 13. Вӑл юн тӑкнӑшӑн шыраса илет; вӗсене астуса тӑрать, пусмӑр тӳсекенсем йӗрсе йӑлӑннине манӑҫа хӑвармасть.
Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ун чухне вӗсене ҫиллипе каласа, вӗсене хаярлӑхӗпе шуйхатса ӳкерӗ: 6. «Хамӑн Патшама Хамӑн сӑваплӑ Сион тӑвӗн патшине Эпӗ лартрӑм#; 7. Турӑ ирӗкне пӗлтеретӗп: Ҫӳлхуҫа Мана каларӗ: Эсӗ — Манӑн Ывӑлӑм; Эпӗ Сана паян ҫуратрӑм; 8. ыйт Манран — Сана халӑхсене еткерлӗхе парӑп, ҫӗре вӗҫӗ-хӗррипех Сан аллуна парӑп. 9. Эсӗ вӗсене тимӗр туюпа парӑнтарӑн; вӗсене тӑм савӑт-сапа пек ҫапса салатӑн» терӗ.
Пс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Манӑн кӗллӗме илтсемччӗ, 13. ҫакӑн пек тусамччӗ: манӑн сӑмахӑм, манӑн чеелӗхӗм Санӑн халална хирӗҫ, Санӑн сӑваплӑ Ҫуртна, Сион ҫӳллӗшне тата Санӑн ывӑлусен еткер ҫуртне хирӗҫ тискер ӗҫ тума шухӑш тытнисемшӗн суран та хӗн-асап пулччӑр.
Иудифь 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах Давид Сион керемне ярса илнӗ; ку ӗнтӗ — Давид хули.
1 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ӗнтӗ Иуда килӗнче сыхланса юлни, хӑтӑлса юлни каллех ҫӗрелле тымар ярӗ те ҫӳлте ҫимӗҫ кӳрӗ: 31. Иерусалимри йӑлкӑм ҫӗнӗрен хунавланӗ, Сион тӑвӗ ҫинче ҫӑлӑнса юлнисем пулӗҫ.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫа Ассири патши пирки каланӑ сӑмах ҫакӑ: Сион хӗрӗ, ар курман хӗр, йӗрӗнӗ те кулӗ санран; Иерусалим хӗрӗ тӗлӗнсе сан хыҫран пуҫне сулса юлӗ.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Анчах Давид Сион керемне парӑнтарнӑ: ку — Давид хули.
2 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Вӗсем вара ҫав ҫӗре тата Ог — Васан патши — ҫӗрне, амморейсен икӗ патшийӗн ҫӗрне, Иорданӑн леш енче хӗвелтухӑҫнелле выртакан ҫӗре 48. Арнон юхӑм шывӗ хӗрринче ларакан Ароер хулинчен пуҫласа Сион тӑвӗ таран — вӑлах Ермон тӑвӗ — 49. тата Иордан ку енчи тухӑҫалла выртакан пӗтӗм тӳремлӗхе Фасга тӑвӗ патӗнчи тӳремлӗхри тинӗс хӗррине ҫитичченех хӑйсен аллине илнӗ.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.