Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сидонпа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
8. Сидонпа Арвад ҫыннисем — санӑн кӗсменҫӳсемччӗ; Тир, хӑвӑн ҫыннусем епле ӑста пулнӑ санӑн: карап хӳрине ҫавсем тытса пынӑ.
Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Тинӗс хӗрринче, Сидонпа Тир хулисенче пурӑнакансем, Сур тата Окина хулисенче пурӑнакансем, пӗтӗм Иемнаан ҫыннисем пурте сехӗрленсе ӳкнӗ, вӑл Азот тата Аскалон хулисенче пурӑнакан пӗтӗм халӑха та хӑратса пӑрахнӑ.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Чул касакансемпе йывӑҫ каскалакан ӑстасене кӗмӗл, ӗҫме-ҫиме панӑ, Сидонпа Тир ҫыннисене — Перси патши Кир хушнипе Ливанран Иоппи пристанне кедр йывӑҫӗ кӳрсе тӑма — лавсем панӑ.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Чул касакансемпе йывӑҫ каскалакан ӑстасене кӗмӗл панӑ, Сидонпа Тир ҫыннисене вара — вӗсем Перси патши Кир ирӗк панипе Ливанран тинӗс урлӑ Яффӑна кедр йывӑҫӗ кӳрсе тӑччӑр тесе — ӗҫме-ҫиме, ҫу парса тӑма тытӑннӑ.
1 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Давид хапха алӑкӗсем валли пӑталӑх тата хытаркӑчсем валли темӗн чухлӗ тимӗр хатӗрленӗ, шутсӑр нумай пӑхӑр хатӗрлесе хунӑ, 4. кедр йывӑҫӗ те шутсӑр-сумсӑр пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Сидонпа Тир ҫыннисем Давида кедр йывӑҫӗ нумай кӳрсе панӑ.
1 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1