Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Санькӑпа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ тата кунпа, Санькӑпа инкек сиксе тухрӗ.

Теперь это несчастье с Санькой.

30-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сасартӑк вӑкӑр тискеррӗн мӗкӗрни Санькӑпа Маша хӑлхине хупласа хучӗ.

И вдруг трубный рев оглушил Саньку и Машу.

28-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Петька ҫаплах нӑйкӑшса ларчӗ, янахне сӑтӑра-сӑтӑра пӑхрӗ, халӗ Санькӑпа тус-тантӑш пуласси ҫинчен мӑкӑртатса илчӗ.

Петька все еще хныкал, тер подбородок и бубнил о том, какие неблагодарные теперь пошли друзья-приятели.

27-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Санькӑпа Петька васкасах саркаланса ларакан йывӑҫ ҫине улӑхса кайрӗҫ.

Санька с Петькой поспешно забрались на старую раскидистую иву.

26-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ Санькӑпа Девяткин участокӑн сулахай енне пырса тухрӗҫ, кирек мӗн тесен те пӳске ҫакӑнтах ӳкнӗ, вӗсем калча ӑшӗнче шырама пуҫларӗҫ.

Наконец Санька с Девяткиным добрались до левого угла участка (по всем приметам мячик упал именно здесь) и принялись шарить в посевах.

25-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Санькӑпа Девяткин участока анкарти хӗрринчех саркаланса ӳсекен ҫӗмӗрт патӗнчен каҫса кӗме шутларӗҫ.

Санька с Девяткиным подобрались к участку с той стороны, где у изгороди росла раскидистая черемуха.

25-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑҫтан тупнӑ-ха эсӗ ӑна, Захар Митрич? — сасартӑк учитель Машӑна хӑй патне кӑчӑк туртса илчӗ те: — Эсир Санькӑпа иксӗр ман пата мӗн тесе ҫырнӑччӗ-ха?

Но откуда же она у вас, Захар Митрич? — Учитель вдруг поманил к себе Машу: — А вы мне с Саней что писали?

24-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫапла… — калама пуҫласшӑнччӗ Семушкин, анчах Маша ҫак сӑмахсене каланӑшӑн хӑй те ӳкӗнчӗ, Семушкина чавсинчен тӗртрӗ, Андрей Иванӑча ҫатан валли хӑва касакан Санькӑпа юлташӗсем еннелле кӑтартрӗ.

— А такой… — начал было Семушкин, но Маша уже пожалела о своих словах, дернула Семушкина за локоть и показала Андрею Иванычу в сторону реки, где Санька с приятелями резал в лозняке прутья для корзин.

23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫитменнине тата вӗсем Санькӑпа та килӗштерес ҫук.

Да и характером они с Санькой не сойдутся.

20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗмсем ӑшне пытаннӑ ачасем те хӑйсен ҫависем патне таврӑнса, Санькӑпа Федя тӑрӑшнине сӑнаса тӑчӗҫ.

Ребята, попрятавшиеся в кусты, вернулись к своим косам и с любопытством следили за состязанием Феди и Саньки.

20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах Санькӑпа Федя ҫулма чарӑнмарӗҫ.

Но Санька с Федей продолжали косить.

20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ ӗнтӗ Санькӑпа Девяткин умӗнче пӗр Федя Черкашин кӑна.

Теперь впереди Саньки и Девяткина оставался один Федя Черкашин.

20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав вӑхӑтра Санькӑпа Петька хыҫалтан ҫывхарсах пычӗҫ.

Санька с Петькой между тем наседали сзади.

20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Федьӑпа Степа малта пычӗҫ, Санькӑпа Петька хыҫалта.

Федя со Степой шли впереди, Санька с Петькой — сзади.

20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эх, юратмасть те вӑл ют ҫынсене, — пӑшӑлтатрӗ те Маша хупах хушшинчен тӑрса Санькӑпа иккӗшӗ те Семушкина хирӗҫ утрӗҫ.

Ой, не любит, когда чужие здесь! — шепнула Маша и, приподнявшись из лопухов, вместе с Санькой пошла навстречу Семушкину.

18-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан вӑл Санькӑпа юнашар пырса ларчӗ.

Потом он присел рядом с Санькой.

16-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑмпана кайсан Санькӑпа иксӗр мана хӑратас тесе вӑрмана пӑрахса хӑвартӑр, эпӗ кама та пулин каласа патӑм-и?

А когда по грибы ходили и вы меня с Санькой в лесу оставили, чтобы напугать, я жаловалась кому-нибудь?

16-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эсӗ апла кукӑль те юратмастӑн иккен, — кулса ячӗ Катерина, унтан ачана аллинчен тытса сӗтел хушшине Санькӑпа юнашар лартрӗ.

— Так уж ты и пироги не любишь? — засмеялась Катерина и, взяв мальчика за руку, усадила его за стол рядом с Санькой.

16-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтанах Санькӑпа Тимка тунӑ кунтӑксем чалӑш-чӗлӗш те илемсӗр пулатчӗҫ, анчах колхозницӑсем пурпӗрех вӗсене васкасах ҫӑкӑрпа, ҫӗрулмипе е сетпе улӑштаратчӗҫ.

Корзины у Саньки и Тимки в первое время получались кособокие, неуклюжие, но колхозницы брали их охотно и расплачивались хлебом, картошкой, молоком.

13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗренес енӗпе ашшӗне Санькӑпа тупӑшма куллен-кун йывӑрланса пынӑ.

Потом Отцу становилось все труднее и труднее состязаться с Санькой в знаниях.

13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней