Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Самантлӑх сăмах пирĕн базăра пур.
Самантлӑх (тĕпĕ: самантлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ыйхӑ ҫӗтрӗ, — Кармен Гнорпа юнашар хӑяккӑн тӑрать; унӑн алли, ҫамрӑк ҫын ҫепӗҫҫӗн тытнӑскер, каччӑн ҫанни ӑшне шанса-ӗненсе йӑпшӑнчӗ, пуставпа кӗпе хушшине самантлӑх ачашланӑвӗн ҫепӗҫ сисӗмне хӑварчӗ.

— Бессонница, — Кармен стояла боком к Гнору; рука ее, удержанная молодым человеком, доверчиво забиралась в его рукав, оставляя меж сукном и рубашкой блаженное ощущение мимолетной ласки.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Вӑл иртен-ҫӳрене чӗмсӗррӗн сӑнать, лешсем те унӑн пуҫӗ ҫинчи хура ҫыхха асӑрхасан самантлӑх кӑсӑкланупа пӑха-пӑха иртсе каяҫҫӗ.

Тупо рассматривая прохожих, в свою очередь даривших его взглядом минутного любопытства, благодаря черной повязке на голове.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Самантлӑх лӑплансан ҫил тепӗр хут, вӑй пухнӑ чухнехилле, малтанхинчен те вичкӗнрех, витӗр касса килсе ҫапрӗ.

Ветер, затихая на мгновение, ударял снова, как бы набравшись сил, еще резче и неистовее.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Ку — самантлӑх, хавхаллӑ ӗнтӗркев, унта шухӑшласа аппаланнипе тӗшмӗртӳсем валли вырӑн ҫук; вӑл ҫухалса кайрӗ.

Это было мгновенное, тревожное оцепенение, где нет места ни рассуждению, ни догадкам — он потерялся.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Аян куҫӗсене каллех ҫиҫӗмӗн сивӗ вучӗ алчӑратса ячӗ; вӗсене уҫрӗ те — самантлӑх ҫутӑпа ялкӑшакан, тӗттӗмре туллашакан, шыв ахрачӗпе, кӑпӑк аскӑнлӑхӗпе талккӑшпех тулса ларнӑ пыра курчӗ.

Снова холодный огонь молний зажмурил глаза Аяна; открыв их, он видел еще в беснующейся темноте залитый мгновенным светом пролив, превращенный в сплошную оргию пены и водяных пропастей.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Тарт сывлӑш ҫавӑрса ячӗ, чӗн пиҫиххине тӳрлетрӗ те матроса питӗнчен хӑвӑрт, самантлӑх тӗсерӗ.

Тарт перевел дыхание, поправил кожаный пояс и быстро мельком скользнул глазами в лицо матроса.

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Вӑрманӑн ситрӗк ытамӗнче сапаланчӑк курӑнусем кумаҫҫӗ те самантлӑх мӗлтлете-мӗлтлете каллех ҫухалаҫҫӗ.

Расплывчатые видения носились в сумеречных объятиях леса и жили мимолетным существованием.

II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Ҫавна кура Эмиль пӗр самантлӑх ӑна шеллесе те илчӗ.

Так что Эмилю даже на какое-то мгновение стало её жалко.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Пӗр сӑмахпа каласан, вӗсем самантлӑх хӗрӳлӗхе ҫеҫ чӑтма пултараҫҫӗ, нумай вӑхӑта пыракан ӗҫре чӑтасси ҫук.

Вообще они были способны лишь на короткую вспышку, но на длительные военные действия их не хватало.

XXXI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Мӗншӗн тесен туять, сисет хӗр чӗри: вӗсем иккӗшӗ, Нинӑпа Виталий, пӗр-пӗрин сывлӑшӗшӗн ҫуралнӑ; ку аптрашкилле вӑхӑт та вӗсемшӗн — самантлӑх уксахлу кӑна, йӑлт иртсе ҫухалмалли кӑптӑрмӑш.

Помоги переводом

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Этем, эфемерида, пурнӑҫ валли самантлӑх ҫеҫ вӑранаканскер, вӑл — Лось, пӗр-пӗччен, хӑйӗн ӑссӑрла кӑмӑл ҫирӗплӗхӗпе аслӑ Сывлӑшран хӑпнӑ та — халӗ, ав, салху усал пек, ылханнӑскер тата йӗрӗнчӗкскер, пушӑлӑхра пӗр-пӗччен ларать.

Человек, эфемерида, пробуждающийся на мгновение к жизни, он — Лось, один, своей безумной волей оторвался от великого Духа, и вот, как унылый бес, презренный и проклятый, один сидит на пустыре.

Лось ҫӗре сӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Енчен те ӑнӑҫмасан ӳкӗп те самантлӑх… тата — ыраттармасӑр.

А если неудача, удар будет мгновенный и безболезненный.

Ҫулташ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Сасартӑк, — ку самантлӑх кӑна, — Скайльс ӑнӗнче пӗчӗк пӗлӗт шуса иртрӗ; халӗ — тӗлӗнмеллерех; пуҫӗ ҫаврӑнса кайрӗ: ҫакна пӗтӗмпех вӑл тӗлӗкре курмасть-и?..

Вдруг, — это было на мгновение, — будто облачко скользнуло по его сознанию, стало странно, закружилась голова: не во сне ли он всё это видит?…

Тӗлӗнмелле пӗлтерӳ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Каҫхине эпӗ унпа пӗрле пӗр самантлӑх та аяккалла пӑрӑнма пултарайман — пире вуншар куҫ сӑнаса тӑратчӗ.

Вечером я не мог уединиться с ним ни на секунду — десятки глаз зорко следили за нами.

39 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Эсир ан шутлӑр пӗр самантлӑх юрату тесе, пӗрлехи ҫапӑҫура ҫуралнӑ пысӑк та чӑн-чӑн юрату.

Вы не думайте, что романчик мимолётный, интрижка там какая-нибудь, нет, хорошая, большая любовь, родившаяся в совместной борьбе.

Пан Тюхинпа пан Телеев // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 230–248 с.

Орудисем патӗнче Большов, Старкин, Михеев пӗр самантлӑх канашлу туса илчӗҫ.

У орудий Старкин, Михеев и Большов устроили минутное совещание.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Ҫапах та туземецсем хӑйсем ҫине ҫак икӗ путсӗр хӗтӗртнипе тапӑннӑ пирки Дик пӗр самантлӑх та иккӗленмерӗ.

И все же Дик ни на минуту не сомневался, что эти двое негодяев причастны к нападению на его отряд.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Унӑн самантлӑх ҫутинче чиперех пӑлан йӗррисене асӑрхаса юлтӑм.

И при краткой вспышке огня успел рассмотреть оленьи следы.

Тундрӑра // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 165–178 с.

Кӗҫӗн алӑкран чупса кӗрсе, шалтан сӑлӑп хурса лартасси — самантлӑх ӗҫ.

Влететь в калитку, задвинуть засов — было делом одного мгновения.

Тара панӑ картишӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Ҫамрӑк чухне те эпӗ самантлӑх юратушӑн хӗрсемпе ҫывӑхланма пӗлмен, юрату тени маншӑн — партие кӗнӗ пекех, пурнӑҫа татса паракан событи, хӗрарӑм пурнӑҫне илсе, ун вырӑнне хамӑнне парса, ҫак икӗ пӗчӗк пурнӑҫран пӗр пысӑк пурнӑҫ тӑвасси — эпӗ тума пултаракан пӗртен-пӗр япала.

Я и молодым не умел сближаться ради минутного увлечения, для меня любовь — событие, решающее жизнь, как вступление в партию, и взять жизнь женщины и отдать взамен свою, из двух маленьких жизней сделать одну большую — вот единственная возможность для меня как раньше, так и теперь.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней