Поиск
Шырав ĕçĕ:
4) 271-1 статьяра: а) 4-мӗш пункта ҫакӑн пек ҫырса абзац хушса хурас: «Ҫак Саккунпа килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин иртсе пыракан финанс ҫулӗнчи тата планпа пӑхнӑ тапхӑрти республика бюджечӗ ҫинчен калакан саккунӗн планпа пӑхнӑ тапхӑра пырса тивекен положенийӗсем хӑйсен вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнсан Чӑваш Республикин бюджет е автономлӑ учрежденийӗ е Чӑваш Республикин патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗ ҫак пунктпа палӑртнӑ тӳлесе татмалли килӗшӳсене пӑрахӑҫа кӑларасси ҫинчен калакан йышӑнӑва тумасан та пултараҫҫӗ, енчен те асӑннӑ договорсем тӗлӗшпе вӗсене планпа пӑхнӑ тапхӑрта пурнӑҫламалли условисем палӑртакан хушма килӗшӳсем ҫирӗплетнӗ пулсан.»; ӑ) 6-мӗш пункта: «, ҫак пунктӑн иккӗмӗш абзацӗнче кӑтартнӑ тӗслӗхсӗр пуҫне» сӑмахсем хушса хурас; ҫакӑн пек ҫырса абзац хушса хурас: «Чӑваш Республикин республика бюджетне пурнӑҫланӑ чухне ҫак пунктӑн пӗрремӗш абзацӗнче асӑннӑ Чӑваш Республикин патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи объектсене укҫа-тенкӗ хывмалли субсидисене ҫак Саккунӑн 271 статйипе пӑхса хӑварнӑ бюджет инвестицийӗсем хывнӑ чухне Чӑваш Республикин патшалӑх заказчикӗ шутланакан Чӑваш Республикин хысна учрежденийӗ хӑйӗн тӗсне Чӑваш Республикин бюджет е автономлӑ учрежденийӗн тӗсӗпе е унӑн йӗркелӳпе право формине Чӑваш Республикин патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн тӗсӗпе улӑштарсан, ҫав объектсене бюджет инвестицийӗсем хывма хатӗрленни тата хывасси ҫинчен калакан йышӑнӑва Чӑваш Республикин хысна учрежденийӗ маларах тунӑ патшалӑх контракчӗсене Чӑваш Республикин хысна учрежденийӗ хӑйӗн тӗсне Чӑваш Республикин бюджет е автономлӑ учрежденийӗн тӗсӗпе, е Чӑваш Республикин патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн тӗсӗпе улӑштармалли тата Чӑваш Республикин бюджет е автономлӑ учрежденийӗн, Чӑваш Республикин патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн патшалӑх контрактне гражданла право договорӗн тӗсӗпе улӑштармалли пайра килӗшӳ енӗсене тивӗҫлӗн улӑштарса улшӑнусем кӗртнӗ хыҫҫӑн уйӑрса пама пултараҫҫӗ.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче бюджет правин хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/laws.aspx?gov_id=49&id ... BD&size=20
3) 271 статьян 5-мӗш пунктне: а) «, ҫак пунктӑн иккӗмӗш абзацӗнче асӑннӑ тӗслӗхсӗр пуҫне» сӑмахсем хушса хурас; ӑ) ҫакӑн пек ҫырса абзац хушса хурас: «Чӑваш Республикин республика бюджетне пурнӑҫланӑ чухне ҫак пунктӑн пӗрремӗш абзацӗнче кӑтартнӑ Чӑваш Республикин патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи объектсем валли бюджет инвестицийӗсене ҫак Саккунӑн 271-1 статйипе пӑхса хӑварнӑ субсидисене илсе тӑракан Чӑваш Республикин бюджет е автономлӑ учрежденийӗ палӑртнӑ йӗркепе хӑйӗн тӗсне е Чӑваш Республикин патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗ хӑйӗн йӗркелӳпе право формине Чӑваш Республикин хысна учрежденийӗн тӗсӗпе улӑштарнӑ пулсан, ҫав объектсене укҫа-тенкӗ хывма субсидисем уйӑрса парасси ҫинчен калакан йышӑнӑва Чӑваш Республикин бюджет е автономлӑ учрежденийӗ, Чӑваш Республикин патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗ маларах тунӑ килӗшӳсене Чӑваш Республикин бюджет е автономлӑ учрежденийӗн, Чӑваш Республикин патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн тӗсне Чӑваш Республикин хысна учрежденийӗн тӗсӗпе улӑштармалли тата Чӑваш Республикин бюджет е автономлӑ учрежденийӗн, Чӑваш Республикин патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн гражданла право договорӗн тӗсне патшалӑх контракчӗпе улӑштармалли пайра килӗшӳ енӗсене тивӗҫлӗн улӑштарса улшӑнусем кӗртнӗ хыҫҫӑн уйӑрса пама пултараҫҫӗ.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче бюджет правин хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/laws.aspx?gov_id=49&id ... BD&size=20
3. Иккӗмӗш чаршав хыҫӗнче «Сӑваплӑран Сӑваплӑ» теекен тепӗр пӳлӗм пулнӑ; 4. унта ылтӑн тӗтӗркӗч тата ӑшне те, тулашне те ылтӑн сӑрнӑ саккун арчи пулнӑ, арча ӑшӗнче манна тултарнӑ ылтӑн савӑт, Ааронӑн ҫулҫӑ сарнӑ туйи тата саккунӑн чул хӑмисем пулнӑ.
Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Моисей, пӗтӗм Израиль халӑхне ҫак сӑмахсене пурне те каласа пӗтерсессӗн, 46. вӗсене каланӑ: эпӗ сире паян каласа пӗлтернӗ пур сӑмаха та хӑвӑр чӗрӗре хывӑр, вӗсене хӑвӑр ачӑрсене вӗрентсе хӑварӑр: вӗсем ҫак саккунӑн пур сӑмахне те пурӑнӑҫласа пыма тӑрӑшчӑр; 47. мӗншӗн тесессӗн вӑл сирӗншӗн пушӑ сӑмах мар, вӑл — сирӗн пурӑнӑҫӑр, вӑл пулӑшнипе эсир Иордан урлӑ каҫса хӑвӑр аллӑра илме каякан ҫӗр ҫинче нумай вӑхӑт пурӑнатӑр, тенӗ.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Моисей, ҫак саккунӑн мӗнпур сӑмахне вӗҫне ҫитиех кӗнекене ҫырса хурсассӑн, 25. Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине йӑтса ҫӳрекен левитсене хушса каланӑ: 26. ҫак саккун кӗнекине илӗр те ӑна хӑвӑр Ҫӳлхуҫа Туррӑрӑн саккун арчийӗн сылтӑм енне хурӑр, вӑл унта сире хирӗҫ айӑплаканӗ пулӗ; 27. мӗншӗн тесессӗн эпӗ ӗнтӗ эсӗ кутӑннине, чурӑссине пӗлетӗп: акӑ халӗ те, эпӗ сирӗнпе пӗрле чӗрӗ тӑнӑ чухнех, эсир Ҫӳлхуҫа умӗнче кутӑнланса тӑратӑр; эпӗ вилсессӗн пуҫсӑрлансах каймӑр-ши?
Аст 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Унтан Моисей вӗсене халалласа каланӑ: ҫичӗ ҫул иртсессӗн, парӑмсене каҫарнӑ ҫул, хӳшӗ уявӗнче, 11. [Ҫӳлхуҫа Хӑй] суйласа илнӗ вырӑна пӗтӗм Израиль халӑхӗ хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри умне тӑма пухӑнсассӑн, ҫак саккуна пӗтӗм Израиль умӗнче сасӑпа вуласа пар; 12. халӑха пух, арҫынсемпе хӗрарӑмсене те, ачасене те, санӑн килӳ-ҫуртунта пурӑнакан ютран килнӗ ҫынсене те пуҫтар: итлеччӗр вӗсем, вӗренччӗр, сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑртан хӑраса тӑччӑр, ҫак саккунӑн пур сӑмахне те пурӑнӑҫлама тӑрӑшчӑр; 13. вара вӗсенӗн ҫакна пӗлмен ывӑлӗсем те сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫинчен илтӗҫ те эсир хӑвӑр аллӑра илме Иордан урлӑ каҫакан ҫӗр ҫинче пурӑннӑ хушӑра сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑртан ӗмӗр тӑршшӗпех хӑраса тӑма вӗренӗҫ, тенӗ.
Аст 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫак саккунӑн пӗр сӑмахне те пулин пурӑнӑҫламан ҫын, саккун хушнӑ тӑрӑх пурӑнман ҫын [кирек кам та] — ылханлӑ!26. Проклят [всякий человек], кто не исполнит [всех] слов закона сего и не будет поступать по ним!
Аст 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иордан урлӑ каҫсассӑн, эпӗ сире паян хушнӑ пек, ҫав чулсене Гевал тӑвӗ ҫине лартӑр та вӗсене акшарпа шӑлса тухӑр; 5. ҫавӑнта хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна парне кӳрсе тӑмашкӑн чулран — чулӗсене тимӗр тивертмесӗр — парне вырӑнӗ туса ларт; 6. хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун парне вырӑнне чутламан пӗр пӗтӗм чул катрамӗсенчен ту, ун ҫинче эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна парнесем кӳр, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне, 7. канӑҫлӑх парнисем кӳр, унта ҫи, [тӑраничченех ҫи,] хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче савӑн; 8. [ҫав] чулсем ҫине ҫак саккунӑн пӗтӗм сӑмахне питӗ уҫӑмлӑ палӑрса тӑмалла ҫырса хур, тенӗ.
Аст 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иордан урлӑ каҫса хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру паракан ҫӗре ҫитсессӗн, пысӑк чулсем лартса хур та вӗсене акшарпа шӑлса тух; 3. Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна паракан ҫӗре — аҫусенӗн Ҫӳлхуҫа Турри сана хӑвна каланӑ пек, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — кӗмешкӗн [Иордан урлӑ] каҫсассӑн, эсӗ ҫав [чулсем] ҫине ҫак саккунӑн пӗтӗм сӑмахне ҫырса хур.
Аст 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Хӑй патшалӑхӗн аслӑ пуканӗ ҫине ларсассӑн, вӑл левит священниксен аллинчи кӗнекерен хӑй валли ҫак саккун пуххине йӗркипе ҫырса илме тивӗҫлӗ, 19. ҫырса илни яланах унра пултӑр, ӑна вӑл мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех вулатӑр, ҫапла Ҫӳлхуҫаран, хӑйӗн Турринчен, хӑраса тӑма вӗрентӗр, ҫак саккунӑн пур сӑмахне те, ҫак йӗркесене пурне те пурӑнӑҫласа тӑма тӑрӑштӑр; 20. чӗри мӑнаҫланса кайнипе тӑванӗсем умӗнче хӑйне пысӑка хума ан тытӑнтӑр, саккунран сылтӑмалла та, сулахаялла та ан пӑрӑнтӑр: Израиль хушшинче унӑн тата унӑн ывӑлӗсен нумай ҫул патшара лармалла пултӑр.
Аст 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патшалӑх граждан служби ҫинчен калакан саккунӑн хӑшпӗр положенине чарса лартасси пирки ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев кӗскен ҫеҫ каларӗ: патшалӑх граждан служащийӗсен шалӑвне индексацилессине 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен чарса лартас, ҫавӑн пекех чиновниксем валли хваттер туянма субсиди уйӑрас мар.
«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№