Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Рада (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Рада пӗчӗккӗлех тӑлӑха тӑрса юлнӑ, халь ак темиҫе ҫул хушши ӗнтӗ Ровоама хаджи патӗнче ӗҫлесе пурӑнать.

Рада осталась сиротой в раннем детстве и вот уже много лет была воспитанницей Хаджи Ровоамы.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Госпожина Рада (Равоама хаджи пикен келейници пулнӑран ҫапла чӗнеҫҫӗ ӑна) ҫӳллӗ те чипер, илемлӗ пике, тап-таса куҫлӑ, хитре сӑн-сӑпатлӑ, ырӑ кӑмӑллӑ ҫын, пуҫне ҫыхнӑ хура тутӑрӗ унӑн шур питне тата ытларах палӑртса тӑрать.

Рада Госпожина (так ее называли потому, что она была келейницей госпожи Хаджи Ровоамы) была высокая, стройная и красивая девушка, с простодушными, чистыми глазами и; миловидным ясным лицом, белизну которого оттеняла черная косынка.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Стефчов арҫынсен хушшинче чухне кирек хӑҫан та вӗҫкӗнленме пӑхать, хӗрарӑмсемпе питех чӑрманмасть; хальхинче вӑл юпа пек хытса тӑчӗ, хӑрах аяккинелле тайӑлнӑ фескине тӳрлетсе тӑхӑнчӗ, Рада енне пӑхса юнаса илчӗ, вара ыттисем хыҫҫӑн тухса тапӑлтатрӗ.

Стефчов, всегда важный и чопорный в обществе мужчин, но бесцеремонный с женщинами, остолбенел; он поправил фес, съехавший набок, свирепо погрозил пальцем Раде и вышел вслед за остальными.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Рада ӑна питӗнчен ҫупса ячӗ те ҫавӑнтах аяккинелле пӑрӑнса тӑчӗ.

Рада ударила его по лицу и быстро отскочила.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑтаннӑ Рада чӑланалла пӑрӑнса кӗчӗ.

Рада смутилась и спряталась в чуланчике.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Рада вӑтаннипе хӗрелсе кайрӗ, пичӗ-куҫӗ пӗҫерсе илчӗ.

Раду бросило в жар от смущения, и она покраснела, как пион.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Килнӗ ҫынсене хӗр-манах хапӑл туса кӗтсе илет, кайран чыслӑн ӑсатса тӑрать, таса хура кӗпе тӑхӑннӑ Рада хӗрлӗ патнуспа ҫырла юрмипе кофӗ ҫӗклесе сӗтел ҫине пыра-пыра лартать.

Монахиня, улыбаясь, принимала и провожала их, а Рада, в чистом черном платье и косынке, разносила на красном подносе варенье и кофе.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Рада ӑна йӗрӗнсе пӑхса илчӗ, ҫак вара Стефчов варне витрӗ пулмалла, хаярланнипе хӗп-хӗрлӗ пулса кайрӗ.

Повернувшись, он встретил презрительный взгляд Рады и, жестоко уязвленный, густо покраснел от злости.

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Рада, ӑҫта ҫухалчӗ пирӗн Лалка?

— Рада, куда это Лалка запропастилась?

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней