Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫак тӑванӗ, лашапа килмелле тенӗскер, ҫуранах килнӗ, ҫынсем ҫине тинкерсе пӑхса калаҫнӑ та ялан тенӗ пекех кӑмӑлсӑр юлнӑ; пӗр ҫемьере хӑйсене ытлашши мӑнаҫлӑ тыткалаҫҫӗ; тепринче — амӑшӗ лайӑх, ашшӗ ухмах, виҫҫӗмӗшӗнче вара — пачах тепӗр майлӑ, т. ыт. те, хӑшпӗрисенче пурӑнма та юрамалла, анчах условисем Верочкӑшӑн юрӑхлӑ мар: е акӑлчанла калаҫмалла, — Верочка калаҫма пӗлмест; е, гувернантка мар, нянька кирлӗ; е ҫынсем пур енчен те лайӑх, анчах хӑйсем чухӑн тата вӗсен хваттерӗнче гувернантка валли пӳлӗм ҫук — ача-пӑча пӳлӗмӗ ҫеҫ, унта вӗсен икӗ пысӑк ача, икӗ пӗчӗк ача, нянька тата ӗмӗртекен хӗрарӑм пурӑнаҫҫӗ.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лушка ҫав тери сӑпайлӑ пулса, куҫне антарнӑ, пӳлӗм варринче ҫылӑх каҫарттарнӑ чухнехи пек шухӑшлӑн тӑнӑ.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Яков Лукич вырӑн ҫинчен йывӑррӑн тӑчӗ, арча ҫинчен пысӑк мар ҫӑра вӗҫертсе илчӗ те ӑшӑ ҫенӗхе йӑпшӑнса тухрӗ, амӑшӗ выртса тӑракан пӳлӗм алӑкне питӗрчӗ.
II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пӳлӗм чӳречин хупписем кӑнтӑрла та, каҫхине те хупӑ тӑнӑ, шалтан кӑвак ҫӑмран пустарнӑ хулӑн кӗҫҫепе ҫӑт карса лартнӑ.
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кайри пӗчӗк пӳлӗм варрине тенкел вырнаҫтарчӗҫ.
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
Пичӗ унӑн чӳрече еннелле пӑхнӑ; аллисене, ача пекрех, чӗркуҫҫийӗсем хушшине хӗстерсе тытнӑ, чӗри пӳлӗм янламаллах хыттӑн тапнӑ.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Именнине, кӗтнине те телее пула чӗтӗресе, ҫийӗнчи тумӗсене вӗҫертнӗ Суламифь, вӗсене аялалла, урисем патне антарнӑ та, вӗсем урлӑ ярса пусса, пичӗпе чӳрече енне пӑхаканскер те решетке урлашкисем витӗр уйӑх ҫутипе ялтӑраканскер, пӳлӗм варринче ҫаппа-ҫарамас тӑрса юлнӑ.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.