Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Пӗлӗтсем (тĕпĕ: пӗлӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хутран-ситрен килсе ҫапакан ҫилӗ те вӗсен хирлешӗвӗпе пӗр кӗвӗленет, тейӗн; тухӑҫран ҫӗкленекен хӗвелӗ талккишпех тымарланнӑ шупка пӗлӗтсем витӗр пӗҫмехлӗ хӗрӗн вӑтанчӑк сӑнӗ-пичӗпе йӑлкӑшкалать пулин те, вӑл, ҫил, паян сулхӑн, кӑра.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Тулли, лап уйӑха хура, капмар пӗлӗтсем ҫӑтса янӑ.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ӗнтӗ вӗсем, пӗлӗтсем, катрамланса, тӳпене талккишпех вӑш-ваш тӑрласа та хучӗҫ.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫанталӑкӗ типӗччӗ, тӳпене ҫеҫ пӗтре пӗлӗтсем туртса илнӗччӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчахрах тап-таса тӳпеччӗ, таҫтан хура пӗлӗтсем хӑвӑрттӑн ҫывхарчӗҫ, хаяр аслати кӗмсӗртетме, ҫунтарса ярасла ҫиҫӗм ҫиҫме пуҫларӗ.

Помоги переводом

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Хӗвел тӳпенеллех ҫӗкленнӗ ӗнтӗ, анчах ӑна капмар, ҫӑмламас шупка пӗлӗтсем ҫӑта-ҫӑта илеҫҫӗ.

Помоги переводом

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Тӳпере малтанах йывӑр хура пӗлӗтсем шуҫкаласа ҫӳрерӗҫ, хӗвел те, кӗркунне ҫитнине систерес тенӗ пек, кӑшт ҫеҫ пуҫне кӑларса пӑхрӗ те каяллах тӗттӗм каркӑҫ айне пытанчӗ.

Помоги переводом

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӗвел те, аслатирен хӑранӑ пек, сӑнсӑр пӗлӗтсем айне кӗрсе пытанчӗ.

Помоги переводом

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӗсем тӗлне шупка кӗрен вак пӗлӗтсем ҫакӑннӑ.

Помоги переводом

Пӗлӗт // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 81-82 с.

— Ку пӗлӗтсем ҫеҫкене ларнӑ улмуҫҫисем пекех, хӑй ӑссӗн калаҫрӗ Марине.

Помоги переводом

Пӗлӗт // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 81-82 с.

Анчах та вӑрӑм мӑя антарсан ҫӗклесси, терӗ пулас та, урисене ватӑ ҫынла шутарса, шурӑ пӗлӗтсем еннелле кайрӗ.

Помоги переводом

Пӗлӗт // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 81-82 с.

Ун пекех васкамасӑр чикаркка тивертсе ярать, ҫерем ҫине таянса, кӑтра пӗлӗтсем ҫине пӑхса, хуллен кӑна кӑвак тӗтӗм ункисем кӑларать.

Помоги переводом

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Хура тискер пӗлӗтсем, такам хӑваланӑ пек, часах сирӗлчӗҫ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Сасартӑк хура пӗлӗтсем килсе капланчӗҫ, каллех хытӑран хытӑ ҫумӑр ҫума тытӑнчӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Шӗвелнӗ пӗлӗтсем аялтанах тухӑҫалла шӑваҫҫӗ.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Хӗвел анас вӑхӑт ҫитмен-ха, ҫапах пӗлӗтсем куна кӗскетрӗҫ.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Каҫхине ҫӗр ҫумне пухӑннӑ пӗлӗтсем тӳпене хӑпарнӑ, хӗвеле ҫул уҫса панӑ.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Сапаланчӑк пӗлӗтсем, хӑйсен йывӑрӑшне йӑтса тӑрайман пек, ҫӗр ҫумнерех пухӑннӑ, ҫавӑнпа анӑҫ та, тухӑҫ та тӗттӗм сивлек курӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Уява официаллӑ уҫнӑ тӗле пӗлӗтсем кӑшт сирӗлчӗҫ.

Помоги переводом

Кӑтартуллӑ вӑй хурсан уявра савӑнма та аван // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10765-k- ... ma-ta-avan

Тӳпене хура пӗлӗтсем хупласа илчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней