Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Питӗр сăмах пирĕн базăра пур.
Питӗр (тĕпĕ: питӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хам Питӗр ҫывӑхӗнче пулни усӑллӑрах пулӗ тесе шутлатӑп.

Думаю, что буду более полезен ближе к Питеру.

18 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Ҫакна, тен, апрелӗн 3-мӗшӗнче, Финлянди вокзалӗ умӗнчи площадьре, хӗҫпӑшаллӑ Питӗр пролетариачӗ хӗрлӗ ялавсемпе тӑнине курсан хӑй ҫав тери хӗпӗртесе кайнипе ҫеҫ танлаштарма пулать пулӗ.

Сравнимый, может быть, только с тем подъемом, какой он испытал 3 апреля у Финляндского вокзала, увидев на площади вооруженный питерский пролетариат с красными знаменами.

15 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

— Лавкана питӗр!

— Запри лавку!

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Питӗр ҫыннишӗн ку вара пит те тӗлӗнмелле…

— Очень странно для петербуржца…

XX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Питӗр, лайӑхрах шухӑшласа пӑхсан, хули те вырӑс хули мар.

Питер, ежели рассудить как следует, не русский город.

IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

— Господа-буржуйсемшӗн ҫапӑҫнипе пире ним усси те ҫук, — тенӗ Питӗр ҫынни, Чапаевпа ҫывӑх паллашса ҫитсен.

— За господ буржуев нам, парень, воевать несподручно, — сказал питерец Чапаеву, когда они сошлись ближе.

Чапаев ҫинчен // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Фронтра Чапаев пӗр салтакпа — Питӗр рабочийӗпе — большевикпа паллашнӑ.

На фронте Чапаев познакомился с солдатом — питерским рабочим-большевиком.

Чапаев ҫинчен // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Эпӗ хам ҫапла шухӑшларӑм: акӑ, таҫта инҫетре-инҫетре пысӑк хула Питӗр — Петроград пур.

А я думал: «Вот есть где-то на свете большой город Питер, Петроград.

7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Бал-маскарадпа тата хапхи умӗнче мӗн илтнипе-курнипе хыпӑннӑран, вӑраха пынӑ варшӑну вӗҫленнипе тивех лашш! шӗлтӗркесе, ял ҫийӗн тӑлӑх хуракӑшла вӑйӑн та вӑйӑн вӗҫсе хӑпаракан пӗччен хуткупӑс сассине кӑшт тӑнлакаласа тӑчӗ те Дина, яланлӑхах тем ҫӗтернӗн те тем туяннӑн хашш сывласа ярса, картишне кӗрсе, хапха питӗр кӗҫне-кӗлине шалтӑрт тӗкрӗ…

Помоги переводом

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Инҫетри вӑл, Питӗр хулинчен.

Дальний он, питерский.

XVI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Мӗн чухлӗ вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ ҫамрӑксем Ҫӗпӗр ҫӗрӗнче, Украинӑра, Крымра, Атӑл тӑрӑхӗнче, Курскпа Питӗр таврашӗнче!

В сибирских землях, на Украине, в Крыму и Поволжье, под Курском и Питером.

Комсомол // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Питӗр хӗрринче, Николаевск чугун ҫулӗн Цветочная площадка текен платформи ҫинче тӗттӗм чӳречесемлӗ состав тӑрать.

На платформе под названием Цветочная площадка по Николаевской железной дороге на окраине Питера стоял состав с тёмными окнами.

Мускав, Мускав // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Вӗсен тӗтӗмне ҫил урамсем тӑрӑх салатать, йывӑр пӗлӗтсене Питӗр ҫийӗн хӑвалать.

Ветер нёс едкий дым, гнал тяжёлые тучи над Питером.

Зимний — хамӑр алӑра // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Хваттерӗ — Питӗр хӗрринчи Сердобольск урамӗнче, Финлянди чугун ҫулӗ ҫывӑхӗнче.

на рабочей окраине Питера, на Сердобольской улице, недалеко от Финляндской железной дороги.

Тата тепӗр вӑрттӑн ӗҫлев // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Хӗрӳллӗ революционер, ҫирӗп большевик пулса тӑрать Питӗр пролетарийӗ Иван Васильевич Бабушкин.

Твёрдым революционером и большевиком стал питерский пролетарий Иван Васильевич Бабушкин.

Вӑрманти кабинет // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Малтанах Питӗр рабочийӗ Бабушкин ума тухать.

Вспомнился питерский рабочий Бабушкин.

Вӑрманти кабинет // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Чӑнах та, йӑтса ҫитерет вӑл вӗсене рабочисем патне, Питӗр хӗрринчи рабочисен кружокӗсене.

И понесла рабочим, в рабочие кружки, на окраины Питера.

Ленин // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Питӗр ҫынни васкамасӑр уҫать хӑйӗн чӑматанне.

Питерец не спеша открыл.

Ленин // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Питӗр ҫынни ку вырӑнсене аван пӗлет, ҫавӑнпа вӑл, ыттисем пек, кантӑкран пӑхса пымасть, хаҫат вулать, Белоострова ҫитессе кӗтет.

Питерец хорошо знал эти места и в окно не глядел, читал газету, ждал Белоостров.

Ленин // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Питӗр ҫынни, чӑнах та, ҫук-мӗн.

А питерца нет.

Ленин // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней