Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗр кил хуҫи пулнӑ, вӑл иҫӗм ҫырли пахчи чӗртнӗ те ӑна йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрнӑ, унта юхтаркӑч чавнӑ, пашне лартнӑ; унтан ӑна пахчаҫӑсене тара панӑ та хӑй тухса кайнӑ.
Мф 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Вара ҫурт лартма тытӑннисене, хӗр ҫураҫса хунисене, иҫӗм ҫырли пахчи лартса ӳстерме пикеннисене тата хӑравҫӑ ҫынсене, саккун хушнӑ пек, хӑйсен килне таврӑнма каланӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Севамри иҫӗм пахчи, эпӗ саншӑн Иазершӑн хурланнинчен ытларах хурланатӑп: хунавусем тинӗс леш енне ҫитиех сарӑлатчӗҫ, Иазер патнех ҫитетчӗҫ; ӗнтӗ ҫуллахи ҫимӗҫне, пиҫсе ҫитнӗ иҫӗм ҫырлине вӑрӑ-хурах тапӑнать.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эпир вара аттемӗр — Рехав ывӑлӗ Ионадав — сӑмахне, вӑл мӗн ӳкӗтленине пур тӗлӗшрен те итлерӗмӗр: пирӗн хамӑрӑн та, арӑмсен те, ывӑлӑмӑрсемпе хӗрӗмӗрсен те ӗмӗрне те эрех ӗҫмелле мар, 9. хамӑра пурӑнма ҫурт лартмалла мар; ӗнтӗ пирӗн иҫӗм ҫырли пахчи те, акнӑ ана та ҫук; 10. пурӑнасса вара чатӑрта пурӑнатпӑр, пур ӗҫе те хамӑр аттемӗр Ионадав хушса хӑварнӑ пек тӑватпӑр.
Иер 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсем килӗҫ те Сион тӑвӗ ҫинче савӑнӗҫ; Ҫӳлхуҫа пархатарӗшӗн — тулӑшӑн, эрехшӗн, йывӑҫ ҫӑвӗшӗн, путексемпе вӑкӑрсемшӗн — хӗпӗртенӗҫ; вӗсен чунӗ шӑварнӑ йывӑҫ пахчи пек пулӗ, ӗнтӗ хӑрӑнасси вӗҫленӗ.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Каллех тӳнкӗрне тытӑн та савӑнӑҫлӑн ташласа тухӑн; 5. Самари тӑвӗ ҫинче каллех иҫӗм пахчи ӗрчетӗн; иҫӗм ҫырли туса илекенсем ҫимӗҫӗпе хӑйсемех усӑ курӗҫ.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ хӑвӑр хушшӑрти пусмӑра пӗтерсессӗн, пӳрнӳне ҫӳлелле ҫӗклеме, кӳрентерсе калаҫма пӑрахсассӑн, 10. хӑвӑн чунна выҫӑ ҫынна парсассӑн, инкекри этем чунне тӑрантарсассӑн тӗттӗмлӗхре санӑн ҫуту ҫӗкленсе тухӗ, санӑн сӗмлӗхӳ кӑнтӑр кунӗ евӗр ҫуталса кайӗ; 11. вара Ҫӳлхуҫа яланах санӑн ҫулпуҫу пулӗ, шӑрӑх та типӗ вӑхӑтра чунна тӑрантарӗ, шӑмму-шаккуна ҫу хывӗ, эсӗ вара тулӑх шывпа шӑварнӑ йывӑҫ пахчи пек, нихӑҫан та тапма чарӑнман шыв ҫӑлкуҫӗ пек пулӑн.
Ис 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Тата кӑшт ҫеҫ, кӑштах, кӑштах, вара Кармил тӑвӗ йывӑҫ пахчи пулса тӑмӗ-и, йывӑҫ пахчине вара вӑрмана хапӑл тунӑ пек хапӑллӗҫ-и?
Ис 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫавӑ кун ун ҫинчен — ытарайми иҫӗм пахчи ҫинчен — юрлӑр: 3. ӑна упраканӗ Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, самантсеренех шӑваратӑп ӑна; кам та пулин унта пырса ан кӗтӗрччӗ тесе, кунӗн-ҫӗрӗн сыхлатӑп ӑна.
Ис 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Соломонӑн Ваал-Гамонра иҫӗм пахчи пулсаччӗ; вӑл ӑна тара парсаччӗ; кашни хуралҫийӗн унти ҫырлашӑн ӑна пин кӗмӗл укҫа памаллаччӗ.
Юрӑ 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Манӑн йӑмӑкӑм, ҫураҫнӑ пикеҫӗм — питӗрсе илнӗ йывӑҫ пахчи, хупса хунӑ пусӑ, пичет пуснӑ ҫӑлкуҫӗ; 13. эсӗ лартнӑ хунав пахчи — нар улмийӗн пахчи, паха улма-ҫырла, кипер, нард йывӑҫҫисем, 14. нард тата шафран, аир тата корица, ырӑ шӑршӑ саракан тӗрлӗ йывӑҫ, мирра тата алой, тем тӗрлӗ техӗмлӗ курӑк; 15. пахчари пусӑра — таса шывлӑ ҫӑлкуҫӗ, Ливан тӑвӗ ҫинчен юхакан юхӑм шыв.
Юрӑ 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Пӗр-пӗр уй-хире куҫ хывать те — ӑна туянать; хӑйӗн вӑйӗпе иҫӗм пахчи лартса ӳстерет.16. Задумает она о поле, и приобретает его; от плодов рук своих насаждает виноградник.
Ытар 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Эпӗ кахал ҫыннӑн хирӗ тӗлӗпе, ӑсран тайлӑк ҫыннӑн иҫӗм пахчи тӗлӗпе иртсе пыраттӑм: 31. акӑ ӗнтӗ пур ҫӗре те кӳкен ӳссе ларнӑ, ҫӗр питне вӗлтӗрен пусса илнӗ, чул хӳми ишӗлсе аннӑ.
Ытар 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ахав Навуфее каланӑ: хӑвӑн иҫӗм пахчине пар мана, унта эпӗ пахчаҫимӗҫ туса илӗп, вӑл ман керменӗм ҫывӑхӗнчех; ун вырӑнне сана унтан лайӑхрах иҫӗм пахчи парӑп е, кӑмӑлу пулсассӑн, унӑн хакне кӗмӗлпе тӳлӗп, тенӗ.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫак ӗҫсем хыҫҫӑн ҫапла пулнӑ: Изреель ҫыннин Навуфейӗн Изреель хулинче, Самари патши Ахав керменӗ ҫывӑхӗнче иҫӗм пахчи пулнӑ.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Арӑм илме хӗр ҫураҫӑн та — унпа урӑххи ҫывӑрӗ; ҫурт лартӑн та — унта пурӑнаймӑн; иҫӗм пахчи лартса ӳстерӗн те — унпа усӑ кураймӑн.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Халӑха пӑхса тӑракансем вара ҫапла каласа пӗлтерччӗр: кам та кам ҫӗнӗ ҫурт лартса ӑна хӑтлама ӗлкӗреймен, ҫавӑ кайтӑр, килне таврӑнтӑр: унӑн ҫапӑҫура вилмелле ан пултӑр, ҫуртне урӑххин хӑтламалла ан пултӑр; 6. кам та кам иҫӗм пахчи лартса ӳстерсе унпа усӑ курма ӗлкӗреймен, ҫавӑ та кайтӑр, килне таврӑнтӑр: унӑн ҫапӑҫура вилмелле ан пултӑр, иҫӗм пахчипе урӑххин усӑ курмалла ан пултӑр; 7. кам та кам ҫураҫса хунӑ хӗрне качча илме ӗлкӗреймен, ҫавӑ та кайтӑр, килне таврӑнтӑр: унӑн ҫапӑҫура вилмелле ан пултӑр, ҫураҫнӑ хӗрне урӑххин качча илмелле ан пултӑр, теччӗр.
Аст 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эсӗ пире, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗртен илсе тухса, пушхирте вӗлерме илсе килтӗн, ку сахал-им? эсӗ тата пирӗн пуҫ пулса тӑрасшӑн! 14. эсӗ пире сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре илсе килтӗн-и, пире уй-хир, иҫӗм пахчи патӑн-и? эсӗ ҫак ҫынсен куҫӗсене суккӑр тӑвасшӑн-и? пымастпӑр! тенӗ.
Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Лот пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та Иордан таврашӗнчи пӗтӗм ҫӗре курнӑ: Ҫӳлхуҫа Турӑ Содомпа Гоморрӑна пӗтериччен ҫак ҫӗр Сигор таранчченех пӗтӗмпе Ҫӳлхуҫа пахчи пек, Египет ҫӗрӗ пек шывпа шӑварӑнса-нӳрленсе тӑнӑ; 11. Лот хӑй валли Иордан таврашӗнчи пӗтӗм ҫӗре суйласа илнӗ те тухӑҫалла тапранса кайнӑ.
Пулт 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ной ҫӗр ӗҫлеме пуҫланӑ, вӑл иҫӗм ҫырли пахчи лартса ӳстернӗ; 21. вӑл иҫӗм эрехӗ ӗҫнӗ те ӳсӗрӗлнӗ, хӑйӗн чатӑрӗнче ҫарамас выртнӑ.
Пулт 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.