Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Пасар сăмах пирĕн базăра пур.
Пасар (тĕпĕ: пасар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем, пасар хӳми ҫумӗпе ҫаврӑнса, хӗреслӗ урама тухрӗҫ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каччӑ чарӑнчӗ, ҫаврӑнса тӑчӗ, пасар енне пӑхса, тем шухӑшларӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Рота командирӗн тусӗ ӑна самаях пулӑшрӗ: комендатура салтакӗсемпе пурӑнма ирӗк пачӗ, хӑех пасар ӑҫтине кӑтартса ячӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗртакран вӗсем Хуралама Кӗтне юханшывӗ енчен юланутпа ҫил пек пырса кӗчӗҫ те пасар умне ҫитсе чарӑнчӗҫ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Малтанхи икӗ лавккара ӑна пасар тӗслӗ пурҫӑн кӑлара-кӑлара кӑтартрӗҫ, анчах ку — ансат чапшӑн ҫунакансен кӑмӑлне тивӗҫтермелӗх ҫеҫ; виҫҫӗмӗшӗнче кӑткӑс тӗссен ӗлкисене тупрӗ.

В двух первых лавках ему показали шелка базарных цветов, предназначенные удовлетворить незатейливое тщеславие; в третьей он нашел образцы сложных эффектов.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Арҫын унран уйрӑлчӗ те, хушшипе хӑйне хром атӑ кунчинчен ҫапа-ҫапа, пасар тӑрӑх утса кайрӗ.

Дядька отошел и побрел по базару, похлестывая плетью по голенищам сапог.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Каяр, Леня, — ман еннелле пуҫӗпе сулчӗ вӑл, — атту пасар саланӗ тата.

— Пойдем, Леня, — кивнул он в мою сторону, — а то базар кончится.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Паян пасар уҫӑлнӑ.

Нынче базар открылся.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Проекта алӑ пусса ҫирӗплетсен компанин 2022 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пасар туса лартмалла.

Если проект будет подписан, то компания должна будет построить рынок до 30 мая 2022 года.

Шупашкарта фермер пасарӗ пулӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/30463.html

Пасар лаптӑкӗн варрине ялав хӑпартнӑ пысӑк мачтӑ вырнаҫтарнӑ.

Посреди рыночной площади была врыта высоченная мачта с флагом.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Хуҫа ҫитес пасар кунӗ мана каллех илсе килсе кӑтартӑп, тесе хулари халӑха пӗлтерчӗ.

Хозяин объявил по городу, что в ближайший базарный день он снова будет меня показывать.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Гостиница хуҫипе канашласан, вӑл грультруда тара тытса хула тӑрӑх пасар кӑшкӑртнӑ пек кӑшкӑрса ҫӳресе халӑха пӗлтерме ячӗ.

Посоветовавшись с владельцем гостиницы, он нанял грультруда, то-есть глашатая.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хӑй тусӗ канаш панине итлесе, ман хуҫа пасар кунӗ ҫитсенех мана ещӗк ӑшне лартса кӳршӗри хулана илсе кайрӗ.

Послушавшись совета своего друга, мой хозяин в ближайший базарный день повез меня в ящике в соседний город.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

— Пӗр ӑнманӑ арфистка кӑларса илнӗ… пасар хыҫҫӑн…

— Арфистка проклятая вытащила… после базара…

IX // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Вӑл чӑннипех типтерлӗ, кӑвак тӗслӗ пасар пирӗнчен ҫӗленӗ ҫухипе хырӑмӗ ҫине йӑлтӑркка ука лартнӑ сӑхман тӑхӑннӑ.

Одет он был как следует, в серый нанковый кафтан с глянцем на воротнике и на желудке.

Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.

Кунта та пасар.

Базар и здесь.

IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Паян вырсарникун, пасар.

День нынче воскресный, базарный.

IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Тюрбанӗ унӑн пайӑркан-пайӑркан, пасар йыттисемпе йӑваланмалла вылянӑ хыҫҫӑнхи пек, тусанпа та пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ, пичӗ темиҫе тӗлтен кӑвакарса ларнӑ, сӑмси кӑвак кӑшман пек шыҫса кайнӑ.

Тюрбан его висел клочьями, белая одежда была в грязи и в пыли, точно он валялен на базаре, играя с собаками; на лице было множество кровоподтеков, нос распух, посинел и походил на баклажан.

Америка консулӗ // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Пасар ҫулӗ ҫинче хӗрачасем кулаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ, хирӗҫ пулакан тантӑшӗсемпе шӳтлесе илеҫҫӗ.

По дороге на рынок девочки смеются, поют песенки, шутят со встречными подружками.

Кайӑксемпе ачасем // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Асанне килчӗ те: — Ах, мӗнле пасар кунта сирӗн!

Бабушка пришла и говорит: — Фу, какой базар подняли!

Электричество мӗнле ҫыртать // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней