Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шупашкарта пурӑнакан, Афанасьевсен ҫемйипе кӳршӗллӗ тата тӑванлӑ 86 ҫулхи Я. А. Андреев аса илнӗ тӑрӑх, пулас ученӑй ашшӗ Онисим Андреевич тӗлӗнмелле ӑслӑ, ачисене вӗрентме тӑрӑшнӑ чӑваш пулнӑ.
Совет шкулӗн чаплӑ деятелӗ // П. СИДОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.
«Ан манӑр, юлташсем, — тесе ҫырчӗ вӑл, — ыйтсах калатӑп сире, комсомолец Василий Пчелинцева та, ватӑ шахтер Онисим Беспалова та, лӑпкӑ хӗре Клавди Пряхинӑна та, манӑн туса, парти горкомӗн секретарне Алексей Тихонович Шульженкона памятниксем лартма ан манӑр, — вӗсем геройсем пек вилнӗ.
7 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Шӑллӑм, Онисим, ман хута кӗчӗ.
5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Кунтах капитан та, поручик те, Онисим Михайлович фельдфебель те.Тут был и капитан, и поручик, и Онисим Михайлович, фельдфебель.
X // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Онисим пӳртне кашниех кӗме пултараймасть; тен, пыракан ҫын ҫав пӳрте умӗпе хӑна енне, хыҫӗпе вӑрман енне ҫаврӑнса тӑма ыйтсан ҫеҫ кӗме пултарӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чӑх-чӗппе кӗме те хӑрушӑ пек туйӑнать ҫав пӳрте, анчах унта маччана шӑнӑҫайми ҫӳлӗ те тӗреклӗ арҫын, Онисим Суслов, хӑйӗн арӑмӗпе пурӑнать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
8. Эпӗ, Христос апостолӗ, санӑн тивӗҫӳ ҫинчен хӑюллӑнах калама пултаратӑп та, 9. анчах та, сана юратса, эпӗ, ватӑлса ҫитнӗ Павел, халӗ Иисус Христосшӑн тӗрмере лараканскер, тархаслатӑп, 10. сана хамӑн Онисим ывӑлӑмшӑн тархаслатӑп: вӑл эпӗ тӗрмере ларнӑ чухне манӑн ывӑлӑм пулса тӑчӗ.
Флм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эпӗ ӑна сирӗн пата хӑвӑр мӗнле халпа тӑнине пӗлсе сирӗн чунӑра пусартӑр тесе ятӑм; 9. унпа пӗрле хӑвӑр патӑртан килнӗ шанчӑклӑ та савнӑ Онисим тӑванӑмӑра та ятӑм: вӗсем кунти ӗҫ-пуҫ ҫинчен сире пӗтӗмпех каласа кӑтартӗҫ.
Кол 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1