Поиск
Шырав ĕçĕ:
24. [Сим ывӑлӗсем вара:] Арфаксад, [Каинан,] Сала, 25. Евер, Фалек, Рагав, 26. Серух, Нахор, Фарра, 27. Аврам, вӑлах Авраам.
1 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вара Иисус пӗтӗм халӑха каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри акӑ ҫапла калать: «Авал сирӗн аҫӑрсем — Фарра, Авраампа Нахор ашшӗ — юханшыв леш енче пурӑннӑ, урӑх турӑсене пуҫҫапнӑ. 3. Эпӗ сирӗн аҫӑра Авраама юханшыв леш енчен куҫарса килтӗм те пӗтӗм Ханаан ҫӗрӗ тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗм, унӑн вӑрлӑхне ӗрчетсе ятӑм, ӑна Исаак ятлӑ ывӑл патӑм. 4. Исаака Эпӗ ывӑлсем — Иаковпа Исава — патӑм. Исава еткерлӗхе Сеир тӑвне патӑм; Иаковпа унӑн ывӑлӗсем вара Египет ҫӗрне куҫса кайрӗҫ, [унта аслӑ, вӑйлӑ, йышлӑ халӑх пулса тӑчӗҫ, анчах вӗсене Египет ҫыннисем хӗстере пуҫларӗҫ]. 5. Вара Эпӗ вӗсем патне Моисейпе Аарона ятӑм, Египет ҫыннисене хӗн-суран ярса асаплантартӑм, кайран сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм. 6. Эпӗ сирӗн аҫӑрсене Египетран илсе тухрӑм, эсир [Хӗрлӗ] тинӗс хӗррине ҫитрӗр. Ҫавӑн чухне Египет ҫыннисем сирӗн аҫӑрсем хыҫҫӑн ҫар ураписемпе, утлӑ ҫарпа Хӗрлӗ тинӗс патне ҫитичченех хӑваларӗҫ; 7. вӗсем, сирӗн аҫӑрсем, Турра тилмӗрсе тархасларӗҫ те, Вӑл вара сирӗнпе Египет ҫыннисем хушшине [пӗлӗтпе] сӗмлӗх антарчӗ, тинӗсе Египет ҫыннисем ҫине ячӗ, вӗсене тинӗс хупларӗ. Эпӗ Египетра мӗн тунине эсир хӑвӑр куҫӑрпа куртӑр. Кайран эсир нумай вӑхӑт хушши пушхирте ҫӳрерӗр. 8. Эпӗ сире Иордан леш енче пурӑнакан аморрейсен ҫӗрне илсе ҫитертӗм; вӗсем сире хирӗҫ вӑрҫӑпа тӑчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм, ҫапла эсир вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе илтӗр, Эпӗ вӗсене сирӗн умӑрта ҫӗмӗрсе тӑкрӑм. 9. Валак — Сепфор ывӑлӗ, Моав патши — пикенсех Израиле хирӗҫ вӑрҫа тухрӗ, сире ылханма Веор ывӑлне Валаама чӗнтерсе пычӗ; 10. анчах Эпӗ Валаама итлесшӗн пулмарӑм, вара вӑл сире пиллӗх пачӗ, Эпӗ сире унӑн аллинчен ҫӑлса хӑвартӑм. 11. Эсир Иордан урлӑ каҫса Иерихон патне ҫитрӗр. Иерихон ҫыннисем, аморрейсем, ферезейсем, ханаансем, хетсем, гергесейсем, евейсем, иевусейсем сирӗнпе вӑрҫӑ вӑрҫма тытӑнчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм. 12. Эпӗ сирӗн умӑртан сӑвӑслан ятӑм, ҫавсем вӗсене, аморрейсен икӗ патшине, сирӗн патӑртан хӑваласа ячӗҫ, санӑн хӗҫӳпе, санӑн уххупа туман ку ӗҫе. 13. Эпӗ сире хӑвӑр тар тӑкса ӗҫлесе курман ҫӗре-шыва патӑм, хӑвӑр туса лартман хуласем патӑм, халӗ эсир ҫавӑнта пурӑнатӑр; эсир хӑвӑр лартса чӗртмен иҫӗм ҫырли пахчисен, ҫу йывӑҫӗ пахчисен ҫимӗҫне ҫиетӗр» тет Турӑ.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Лаван Иакова татах каланӑ: акӑ сӑрт, акӑ эпӗ хампа сан хушшӑмӑра лартнӑ палӑк; 52. ҫак сӑрт та кӳнтелен, ҫак палӑк та кӳнтелен: усал тӑвас шухӑшпа эпӗ те сан патна ҫак сӑртран иртмӗп, эсӗ те ман патӑма ҫак сӑртран, ҫак палӑкран иртмӗн; 53. пирӗн хушшӑмӑрта Авраам Турри, Нахор Турри — вӗсенӗн ашшӗсен Турри — сут тутӑр, тенӗ.
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӑл вӗсене каланӑ: эсир Лавана, Нахор ывӑлне, пӗлетӗр-и? тенӗ.
Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ҫапла Месопотамие, Нахор хулине тухса кайнӑ; 11. хӗрарӑмсем шыв ӑсма тухнӑ вӑхӑтра, каҫалапа, вӑл тӗвисене хула тулашне, шыв пусси патне, чарса тӑратнӑ та 12. каланӑ: эй Турӑ, Авраам хуҫамӑн Турри! ҫав хӗре паян мана хирӗҫ кӑларсам, манӑн Авраам хуҫама ырӑлӑх тусам; 13. акӑ эпӗ ҫӑл патӗнче тӑратӑп, хула ҫыннисен хӗрӗсем шыв ӑсма тухаҫҫӗ; 14. эпӗ пӗр хӗрне: кӑкшӑмна тайӑлтар-ха, эпӗ шыв ӗҫем, тейӗп; вӑл [мана]: ӗҫ, эпӗ санӑн тӗвӳсене те [тӑраничченех] шӑварӑп, тейӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Аврампа Нахор хӑйсем валли арӑмсем илнӗ; Аврам арӑмӗ Сара ятлӑ пулнӑ; Нахор арӑмӗ Милка ятлӑ пулнӑ.29. Аврам и Нахор взяли себе жен; имя жены Аврамовой: Сара; имя жены Нахоровой: Милка.
Пулт 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Фарран йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ: Фарран Аврам, Нахор тата Аран ҫуралнӑ.27. Вот родословие Фарры: Фарра родил Аврама, Нахора и Арана.
Пулт 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Фарра ҫитмӗл ҫул пурӑннӑ та, унӑн Аврам, Нахор тата Аран ҫуралнӑ.
Пулт 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Фарра ҫуралнӑ хыҫҫӑн Нахор ҫӗр вунтӑхӑр [129] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ].25. По рождении Фарры Нахор жил сто девятнадцать лет и родил сынов и дочерей [и умер].
Пулт 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Нахор ҫирӗм тӑхӑр [79] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Фарра ҫуралнӑ.
Пулт 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Нахор ҫуралнӑ хыҫҫӑн Серух икҫӗр ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ].23. По рождении Нахора Серух жил двести лет и родил сынов и дочерей [и умер].
Пулт 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Серух вӑтӑр [130] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Нахор ҫуралнӑ.
Пулт 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1