Поиск
Шырав ĕçĕ:
28. Кидар ҫинчен, Вавилон патши Навуходоносор пӗтерсе тӑкнӑ Асор патшалӑхӗсем ҫинчен.28. О Кидаре и о царствах Асорских, которые поразил Навуходоносор, царь Вавилонский,
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа Иеремия пророка Вавилон патши Навуходоносор Египет ҫӗрне пӗтерме тапӑнса кӗресси ҫинчен каланӑ сӑмах: 14. Египета хыпарлӑр, Магдола пӗлтерӗр, Нофпа Тафниса та пӗлтерӗр; калӑр: «тӑр та хатӗрлен, хӗҫ санӑн тавралӑхна тӗп тӑвать» тейӗр.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Египет ҫинчен, Египет патши Нехао фараон ҫарӗ ҫинчен каланӑ сӑмах: ҫав ҫар Евфрат шывӗ хӗрринчи Кархемис хулинче тӑнӑ, ӑна Иоаким — Иосия ывӑлӗ, Иудея патши — тӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Вавилон патши Навуходоносор ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Иеремия пирки вара Вавилон патши Навуходоносор сыхлавҫӑсен пуҫлӑхне Навузардана ҫакӑн пек тума хушнӑ: 12. ӑна илсе кил те тӑрӑш уншӑн, нимӗн япӑххи те ан ту, хӑй сана мӗн каланине туса тӑр, тенӗ.
Иер 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Анчах халдейсен ҫарӗ вӗсене хыҫран хӑваланӑ; Седекияна Иерихон айлӑмӗнче хӑваласа ҫитнӗ; ӑна ярса тытнӑ та Вавилон патши Навуходоносор патне Ривла хулине, Емаф ҫӗрне, илсе кайнӑ, Навуходоносор Седекияна ҫавӑнта сут тунӑ.
Иер 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Седекия тӑххӑрмӗш ҫул Иудея патшинче ларнӑ чухне, вуннӑмӗш уйӑхра, Вавилон патши Навуходоносор хӑйӗн мӗнпур ҫарӗпе Иерусалим патне ҫитнӗ те ӑна хупӑрласа илнӗ.
Иер 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иоаким ывӑлӗ Иехония вырӑнне патшана Иосия ывӑлӗ Седекия ларнӑ, ӑна Вавилон патши Навуходоносор Иудея ҫӗрӗн патши пулма лартнӑ.
Иер 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫак ҫӗр ҫине Вавилон патши Навуходоносор килсе кӗрсессӗн, эпир: «халдейсен ҫарӗнчен, арамейсен ҫарӗнчен Иерусалима куҫса каяр» терӗмӗр, халӗ акӑ Иерусалимра пурӑнатпӑр.
Иер 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ ҫак хулана халдейсен аллине, Вавилон патши Навуходоносор аллине паратӑп, вӑл ӑна ярса илӗ, 29. хулана хупӑрласа тӑракан халдейсем килсе кӗрӗҫ те хулапа унӑн ҫурчӗсене вутпа ҫунтарса ярӗҫ, ҫав ҫуртсен тӑрринче Ваала мухтаса тӗтӗретчӗҫ, ют турӑсене эрех кӳретчӗҫ, ҫапла Мана ҫиллентеретчӗҫ.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иудея патши Седекия вуннӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне — ку вӑл Навуходоносор вунсаккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне пулнӑ — Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран пулнӑ сӑмах ҫакӑ.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫав ҫырӑва вӑл Иехония патшапа унӑн амӑшне, хайрансене, Иудейӑпа Иерусалим улпучӗсене, алӑстисемпе тимӗрҫӗсене Иерусалимран илсе кайнӑ хыҫҫӑн 3. Сафан ывӑлӗ Елеаса тата Хелкия ывӑлӗ Гемария урлӑ янӑ, Иудея патши Седекия вара ҫав ҫынсене Вавилон патши Навуходоносор патне Вавилона кайма хушнӑ пулнӑ.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иеремия пророк Навуходоносор патша Иерусалимран Вавилона тыткӑна илсе кайнӑ аслӑ ҫынсен йӑлкӑмӗ патне, священниксем патне, пророксемпе мӗнпур халӑх патне Иерусалимран янӑ ҫыру ҫакӑ.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав ҫулах, Иудея патши Седекия патшана ларни тӑватӑ ҫул та пиллӗкӗмӗш уйӑх ҫитсессӗн, Анания — Азур ывӑлӗ, Гаваон пророкӗ — Турӑ Ҫуртӗнче священниксемпе мӗнпур халӑх умӗнче мана ҫапла каларӗ: 2. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Вавилон патшин сӳсменне ҫапса салатӑп; 3. Вавилон патши Навуходоносор ҫакӑнтан Вавилона илсе кайнӑ Турӑ Ҫурчӗн хатӗр-хӗтӗрне Эпӗ тепӗр икӗ ҫултан ҫак вырӑнах тавӑрӑп; 4. Иехонияна та — Иоаким ывӑлне, Иудея патшине — тата Вавилона тыткӑна лекнӗ мӗнпур иудее те ҫак вырӑнах тавӑрӑп, тет Ҫӳлхуҫа, мӗншӗн тесессӗн Вавилон патшин сӳсменне ҫапса салатӑп.
Иер 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19-20. Мӗншӗн тесессӗн Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫак хулара юлнӑ, Вавилон патши Навуходоносор Иудея патшине — Иоаким ывӑлне Иехонияна — тата Иудейӑпа Иерусалимӑн пӗтӗм ятлӑ-сумлӑ ҫыннине Иерусалимран Вавилона куҫарнӑ чухне илсе кайман юпасем ҫинчен, пӑхӑр тинӗс ҫинчен, вӗсен тӗпӗсемпе ытти япаласем ҫинчен ҫапла калать, 21. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, Турӑ Ҫуртӗнче, Иудея патшин керменӗнче тата Иерусалимра юлнӑ хатӗр-хӗтӗр ҫинчен ҫапла калать: 22. ӑна Вавилона илсе кайӗҫ, унта вӑл Эпӗ пырса пӑхас кунчченех юлӗ, ҫавӑн чухне вара ӑна илсе тухӑп та ҫак вырӑна тавӑрӑп, тет.
Иер 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иудея патши Иоаким, Иосия ывӑлӗ, тӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, — ку вӑл Вавилон патши Навуходоносор пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне пулнӑ, — Иеремийӑна пӗтӗм Иудея халӑхӗ ҫинчен каланӑ сӑмах ҫакӑ.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Навуходоносор, Вавилон патши, Иехонияна — Иоаким ывӑлне, Иудея патшине — тата Иудея улпучӗсене, алӑстисене, тимӗрҫӗсене Иерусалимран Вавилона тыткӑна хӑваласа кайнӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа мана ҫапла кӑтартрӗ: акӑ Турӑ Ҫурчӗ умне икӗ пурак смоква ҫырли лартнӑ: 2. пӗр пуракӗнче — питех те паха ҫырла, ир пиҫекен ҫырла ҫапла пулать; тепӗр пуракӗнче — питех те япӑх ҫырла, вӑл ҫиме юрӑхсӑр.
Иер 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫавӑн хыҫҫӑн вара, тет Ҫӳлхуҫа, Иудея патшине Седекияна, унӑн тарҫисене, халӑха, мур чирӗнчен, хӗҫпе выҫлӑхран хӑтӑлса юлнӑ халӑха Вавилон патши Навуходоносор аллине, тӑшманӗсен аллине, вӗсен чунне шыракансен аллине, тытса парӑп; вӑл вӗсене хӗҫ ҫивӗчӗшӗпе пӗтерсе тӑкӗ, хӗрхенмӗ те, шеллемӗ те, каҫармӗ те.
Иер 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1-2. Седекия патша Молхий ывӑлне Пасхора тата Маасея священникӑн ывӑлне Софонийӑна Иеремия патне ярса, ӑна: «Ҫӳлхуҫана пирӗншӗн тархасла-ха, Вавилон патши Навуходоносор пире хирӗҫ ҫапӑҫать; тен, Ҫӳлхуҫа пӗр-пӗр кӗтретне туса кӑтартӗ те, Навуходоносор пирӗн патӑртан хӑпса кайӗ» тесе калама хушнӑ хыҫҫӑн Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран пулнӑ сӑмах ҫакӑ.
Иер 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл Иудея патшипе Иехонияпа пӗрле илсе килнӗ тыткӑнри ҫынсем хушшинче пулнӑ, вӗсене Иерусалим хулинчен Вавилон патши Навуходоносор илсе килнӗ.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вавилон патши Навуходоносор ӑна Иудея ҫӗрӗн патшипе Иехонияпа пӗрле Иерусалим хулинчен тыткӑна илсе килнӗ.которых Навуходоносор, царь Вавилонский, взял в плен из Иерусалима с Иехониею, царем Иудейским.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.