Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пур ҫӗрте те чапа е мухтава тухас кӑмӑл — тупӑка кӗрсе выртас вӗҫне ҫитсен те, хӑйсен чи паха ӗмӗчӗсем пурнӑҫа кӗрессе шанса тӑнӑ пирки вӑл ӗмӗтсемшӗн вилме хатӗр тӑракан ҫынсем хушшинче те ҫавах вӑл.
3 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
— Тӑшман хупӑрласа илнӗ Севастопольре, паллах, ҫын нумай, ҫавӑнпа ӗнтӗ чапа е мухтава тухас кӑмӑл та нумай, урӑхларах каласан, аристократсем те нумай кашни аристократе аристократ маррин пуҫӗ ҫинче минутсерен вилӗм ҫакӑнса тӑрать пулин те ҫавах вӑл.
3 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Аристократ сӑмах (кирек мӗнле сословире пулсан та ҫавах вӑл, сословин чи ҫӳлте тӑракан сийӗ пулсан вара, ӑна пирӗн пур ҫӗрте те аристократия вырӑнне хураҫҫӗ) пӗр вӑхӑтран пуҫласа пирӗн Российӑра (кунта вӑл сӑмах пулма та кирлӗ марччӗ, пулас) пуриншӗн те паллӑ сӑмах пулса тӑчӗ, пур ҫӗре те, чапа е мухтава тухас кӑмӑл сӑрхӑнса кӗме ӗлкӗрнӗ ҫӗре (мӗнле кӑна условине сӑрхӑнса кӗмест-ши вӑл путсӗр кӑмӑл?), обществӑн пур тӗрлӗ сийӗсене те сӑрхӑнса кӗчӗ вӑл — купцасем хушшине те, чиновниксемпе писарьсем тата офицерсем хушшине те, Саратова та, Мамадиша та, Винницӑна та, ӑҫта ҫын пур, пур ҫӗре те сӑрхӑнса кӗчӗ.
3 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Эсир ӑнланатӑр, вӗсене ӗҫлеттерекен сисӗм-туйӑм вӑл, хӑвӑр сиссе-туйса курнӑ сисӗм туйӑм мар, вак-тӗвекпе интересленнӗ пирки мар, чапа, мухтава тухас шухӑшпа та мар ӗҫлеҫҫӗ вӗсем, вӗсене пӗр-пӗр урӑх сисӗм-туйӑм, вӑйлӑрах сисӗм-туйӑм, вӗсенчен етресем уланӑ ҫӗрте те ытти ҫӗрти пекех лӑпкӑн пурӑнакан ҫынсем туса хуракан сисӗм-туйӑм ӗҫлеттерет, ку сисӗм-туйӑм вӗсене, пӗрре вилес вырӑнне ҫӗр тӗрлӗ вилӗмпе вилес хӑрушлӑх пур ҫӗрте те лӑпкӑн пурӑнакан тунӑ, ҫав условисенче вӗсем пӗр вӗҫӗмсӗр ӗҫлесе, ҫӗр ҫывӑрмасӑр, тасамарлӑхра пурӑнаҫҫӗ.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Боецсем мухтава та, хисепе те тивӗҫлӗ пулчӗҫ.
Климушка пахчара // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Хӑйсен йӑхне мухтава кӑларнӑ ытти чӗрчунсем те пулнӑ.Были и другие животные, которые делают честь всему своему племени.
Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Аккордсен уҫӑмлӑ мар калаҫӑвӗпе янравӗ ҫумне е юратупа, е тунсӑхпа, е иртнӗ асапсемпе мухтава аса илни, е ҫамрӑклӑхӑн чӑрсӑрла чарусӑр вӑйӗпе янӑракан халӑх юрри-кӗввисем хутӑшса пӗрлешсе каяҫҫӗ.
XI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вӑл вӑхӑтра пурте вӑрҫӑра мухтава тухма ӗмӗтленнӗ: кашниех ҫар начальникне хӑй енчен лартма тӑрӑшнӑ.В ту пору каждый бредил воинской славой, каждый желал создать своего полководца.
V. Пӗр тумлам сивӗ шыв // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вӑл хӑйӗн хытӑ кӑмӑлӗпе, никама хӗрхенменнипе мухтава тухнӑ ҫын.Имя его окружала мрачная слава, окрестные жители знали, что от него нечего ждать пощады.
II. Доль // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ҫынна вилӗмрен ҫӑлса хӑварнипе тата ҫакӑн пек ответ панипе Парижӑн чухӑн кварталӗсенче пурӑнакансем хушшинче вӑл мухтава тухнӑ.Этот поступок и этот ответ сделали его популярным в бедных кварталах Парижа.
II. Симурден // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Мухтава тухнӑшӑн чи лайӑх трактор парас ӑна!»
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
«Ораторла пултарулӑхӗшӗн чӑнах та мухтава тивӗҫлӗ Чарли Гомперс унта мӗн пулса иртнипе лайӑх усӑ курчӗ.
XXIV // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Чаплӑ коммин ячӗ мухтава тухнӑ, вӑл капиталиста та ҫитнӗ, — анчах суту-илӳ пӗтсе ларнипе ҫукка юлса тӗрмере вилнӗ…
XLIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Санин ӑна йӑпатма пуҫларӗ, ачисем ҫинчен аса илтерчӗ, сирӗн ҫамрӑклӑх халӗ ӗнтӗ вӗсем ҫине куҫрӗ, терӗ; эсир мухтава та тивӗҫлӗ тесе ӗнентересшӗн пулса ӑна тӑрӑхласа илчӗ, анчах фрау Санина, пӗртте шӳт тумасӑрах, «калаҫма чарӑн-ха эсӗ» тесе ыйтрӗ, вара Санин ҫавӑн пек кичемлӗхе, ватӑлса пынине сиссе илнин кичемлӗхне нимӗнпе те йӑпатма, сирсе яма ҫуккине пӗрремӗш хут туйса илчӗ; ҫак кичемлӗх хӑй тӗллӗн иртсе каясса кӗтмелле.
XIX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ирӗкре ҫӳрекен лашасене алла вӗрентсе мӗнпур Америка ҫӗрӗнче мухтава тухнӑ рестреадорсен ҫурчӗсем сайралса пыраҫҫӗ, ҫавӑнпа та тепӗр чухне милӗ-милӗпе кайсан та экспедицин ҫулӗ ҫинче пӗр ҫурт ларни те курӑнмасть.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Сирӗн ывӑлӑра чаплӑ кун-ҫул кӗтет, — тесе хучӗ Аркадий: — вӑл сирӗн ятӑра мухтава кӑларӗ.
XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ҫын мухтава ӗҫпе тивӗҫлӗ пулман пулсан, вӑрланӑ ҫеҫ пулсан, унпа киленме пултараймасть; мухтав хӑйне тивӗҫлӗ ҫын чӗрине ҫеҫ вӗҫӗмсӗр хавхалантарса тӑрать.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Журналсенче хӑйне мухтаса ҫырни тухсан, вӑл, ку мухтава хӑй укҫипех тӳлесе илнӗ пулсан та, пӗчӗк ача пекех савӑнчӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Унӑн халех мухтава хӳререн ярса илсе пурне те хӑй кам пулнине кӑтартасси килсе кайрӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Пирӗн халӑх нихӑҫан манӑҫми мухтава тивӗҫнӗ — Тӑван ҫӗршыв никама пӑхӑнманлӑхне сыхласа хӑварнӑ, пӗтӗм тӗнчене фашизм чуралӑхӗнчен хӑтарнӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv