Поиск
Шырав ĕçĕ:
Килне вӑл часах кайман, Мускавӑн лӑпкӑ переулокӗсем тӑрӑх чылайччен утса ҫӳренӗ: ҫак кун унӑн пӗччен пуласси килнӗ…Домой он пошел не сразу, а долго бродил по тихим московским переулкам: ему хотелось побыть одному…
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Ӳкерчӗк айӗнчи страницӑна пӗтӗмпех, «Мускавӑн паттӑр хӗрӗсем» тесе ҫырнӑ пысӑк очерк йышӑннӑ.Всю полосу под фотографиями занимал большой очерк: «Отважные дочери Москвы».
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Анчах Тӑван ҫӗршывӑн кун-ҫулӗ ҫинчен, пирӗн Мускавӑн кун-ҫулӗ ҫинчен шухӑшлани пире кашнинех хавхалантарса пычӗ.Но каждым из нас двигала мысль о судьбе родины, о судьбе нашей Москвы.
Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Парторг радиоприемник ҫумне вырнаҫрӗ, Мускавӑн хумханса тӑракан сассине тытиччен нумай аппаланса ларчӗ: диктор Сталин докладне вулать.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Эпир ҫак самантра кунта, нимӗҫсем йышӑннӑ хулари, нимӗҫ проводки урлӑ радио итлесе ларни ҫинчен, Мускавӑн кашни сӑмахӗ пирӗншӗн уяв пулни ҫинчен вӑл, тен, шухӑшламасть те пулӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Вырсарникунсенче Сокольникине е Мускав шывӗ леш енне, е Садовое Кольцо тӑрӑх «Б» трамвайпа ярӑнса, е Нескучнӑй садра уҫӑлса ҫӳресе Мускавӑн халиччен курман кӗтессисемпе паллашатпӑр.
Урӑх хваттер // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Пурҫӑн халат тӑхӑннӑ узбек хӗрачисем те, кӑвак куҫлӑ ҫамрӑк латышсем те, Мускавӑн харсӑр ачисем те — пӗр сӑмахпа каласан, Тӑван ҫӗршывра пурӑнакан пур халӑх ачисем те кунта пухӑннӑ.
I. Малтанхи тӗлпулу // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.
«Ҫук, ҫук, — шухӑшларӗ Сергей, — кунти ҫынсем — хӑнасем мар, вӗсем Мускавӑн аслӑ урамне мӗн куҫ курнӑ таранах тӑрса тухнӑ пурлӑхӑн хуҫисем, вӗсем хӑйсем тунӑ хӗҫпӑшала тепӗр хут пӑхма тата ҫав хӗҫпӑшалпа хӑрушӑ вӑрҫӑ ҫулне утса тухнӑ ҫынсене курма килнӗ…»
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Лайӑх кунсенче сарлака сукмаксем тӑрӑх чирлӗ ҫынсем ҫӳренӗ, ҫӳренӗ май вӗсем турра кӗлтума юратакан Мускавӑн чиркӗвӗсен чанӗсем кӗвӗленӗ сасса итленӗ.
23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пехота, танксем, артиллери тиенӗ эшелонсене Мускавӑн хӗвелтухӑҫ енчи пӗчӗк станцисенче чарса сӗм тӗттӗм каҫсенче пушатнӑ.
XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Мускав ҫыннисем пурте уйрӑммӑнах пысӑк туйӑмпа Мускав вӑйне тӗреклетсе пыракан ӗҫе пикеннӗ, — Мускавӑн ҫӑлӑнӑҫӗ, унӑн малашнехи пурнӑҫӗ ҫавӑнтан килнине вӗсем пӗлсе тӑнӑ.
XXII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫакнашкал шӑвӑнса тухса та ҫар музыки е виле пытаракансем хыҫҫӑн ермеше-ермеше кайса, вӑл час-часах Мускавӑн тепӗр хӗррине ҫите-ҫите ҫапӑннӑ, аслӑ юлташӗсем валли амӑшӗнне вӑл сахӑр, варени, пирус калама ҫук хастаррӑн вӑрланӑ, анчах ҫип! — ҫип ӑна ӑнланса пӗтермелле мар вӑйпала ҫатӑр пӑркӑчласа, гипнозласа лартнӑ.
VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пӗтӗм тӗнче ҫап-ҫутӑ та тап-таса, ун варринче вара — Мускавӑн лайӑх пӗлсе тӑракан ырӑ-савӑк урамӗсем питӗ хитрен ҫиҫсе ялтӑраҫҫӗ, ҫав тери хитрен, унашкала пурӗ те тӗлӗкре ҫех курма пулать.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Анчах вӑл акӑ таҫтах тӑрса юлчӗ ӗнтӗ, халиччен пулман пекех кӑвак тӗтӗмре нихҫан пулман пекех пытанса юлчӗ, хирӗҫ вара Ленинградӑн, Мускавӑн, Ярославлӗн пӗр самантлӑха ӳкнӗ сӑнӳкерчӗкӗсем курӑнчӗҫ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпир Рома Каштанпа хамӑр ҫурт ҫинчен Мускавӑн калла таврӑннӑ ирӗк ҫутине саламлатпӑр.Мы стоим на крыше нашего дома, я и Рома Каштан, встречая вернувшийся вольный свет Москвы.
30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тӑшман Мускавӑн аякри пусӑмӗсем ҫине ерипен ҫеҫ хӗсет, ахӑрнех, хула ҫине сасартӑк сиксе ӳкме хатӗрленет пулас.Враг медленно нажимал на дальние подступы к Москве и, видно, готовился к решающему прыжку на город.
24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Аялтан Мускавӑн шавӗ йӑсласа хӑпарать.
21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Каллех эп Мускавӑн Хура урамӗсем тӑрӑх утатӑп.
21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Яр-ха Мускавӑн ташшине Саратон ҫеммипе…
19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тепӗр станцинче эпир хамӑр Мускавӑн электричкине куртӑмӑр, часах палларӑмӑр, мӗншӗн тесен ӑна пӗлмен ҫын та пӗлмелле, кашни вагонӗ ҫине: «Мускав — Яр.» тесе ҫырнӑ (Ярославль вокзалӗнчен пулас…).
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950