Поиск
Шырав ĕçĕ:
Моавпа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
8. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Моавпа Сеир: «акӑ ӗнтӗ Иуда килӗ те ытти халӑхсем пекех!» теҫҫӗ, 9. ҫакӑншӑн акӑ Эпӗ вӗсен хулисенчен, вӗсен чикӗри пӗтӗм хулинчен пуҫласа, ҫӗр илемӗнчен, Беф-Иешимоф, Ваалмеон тата Кириафаим хулисенчен пуҫласа, Моав аякне 10. тухӑҫ ывӑлӗсем валли уҫӑп та ӑна Аммон ывӑлӗсемпе пӗрле ӗмӗрлӗхе вӗсене парӑп, вара Аммон ывӑлӗсене халӑхсем хушшинче урӑх асӑнмӗҫ.
Иез 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Моавпа мӗн пуласси ҫинчен пророкла калани. — Ҫапла!
Ис 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Саул хӑйӗн патшалӑхне, Израиле, ҫирӗплетнӗ, таврари тӑшманӗсемпе — Моавпа, Аммон ҫыннисемпе, Эдомпа [тата Вефорпа], Сова патшисемпе, филистимсемпе — ҫапӑҫнӑ, пур ҫӗрте те, кирек кама хирӗҫ кайсассӑн та, тытӑҫу уншӑн ӑнӑҫлӑ вӗҫленнӗ.
1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: Моавпа хирӗҫсе ан кай, вӗсемпе вӑрҫӑ пуҫарса ан яр; унӑн ҫӗрӗнчен Эпӗ санӑн аллуна нимӗн те памӑп, мӗншӗн тесессӗн Ар хулине Эпӗ Лот ывӑлӗсене еткерлӗхе панӑ, терӗ; 10. унччен унта эмимсем — аслӑ та йышлӑ халӑх, Енак ывӑлӗсем пекех ҫӳллӗ ҫынсем — пурӑннӑ, 11. рефаимсем хушшинче вӗсем Енак ывӑлӗсем пек шутланнӑ; моавсем вара вӗсене эмимсем теҫҫӗ; 12. Сеир тӑвӗ ҫинче ӗлӗк хоррейсем пурӑннӑ; анчах Исав ывӑлӗсем вӗсене унтан хӑваласа ярса хӑйсен куҫӗ умӗнчен пӗтерсе тӑкнӑ та вӗсен вырӑнне вырӑнаҫнӑ — Израиль йӑхӗ хӑйне Ҫӳлхуҫа еткерлӗхе панӑ ҫӗре йышӑннӑ пек вырӑнаҫнӑ; 13. ҫапла ӗнтӗ, тапранса тухӑр та Заред айлӑмӗпе иртӗр, терӗ Туррӑмӑр.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1